Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 22-мĕшĕнче Хусана хăнана кайсан арăм чирлесе ӳкрĕ васкавлă пулăшу чĕнтертĕмĕр. Пире хулари 18-мĕш поликлиникăна илсе килчĕç ирхине 8-та. Арăма илсе кĕрсе кайрĕç, эпĕ коридорта ларса юлтăм. Хумханатăп хам, пăлханатăп. Вăхăт кун пек чухне ах тур майĕпен шăвать вĕт… Икĕ сехет çурăран врач тухрĕ те çумри сĕтел çине чăх çăмартинчен кăшт кăна пĕчĕкрех çаврака чул хучĕ. Операцине тунă, ват чулне ăнăçлă кăларнă. Шак хытса лартăм: çакăн пысăкăш-и?! Çын каланă пулсан шанман пулăттăмччĕ, кунта вĕт хам куçпа куртăм! Пулать иккен…
Тухтăрне тав сăмахĕ каласшăн, мĕн ятлине те пĕлместĕп. Константин Малышев тесен тата хытăрах тĕлĕнсе кайрăм… Чăнах та иккен, эпĕ лайăх паллакан «Сувар» редакторĕпе пĕр ятлă хирург çак больницăра ĕçлет, кăткăс операцисем тăвать. Ашшĕ ячĕ кăна Васильевич. Унпа пĕрлех пирĕн ентеш Николай Иванович Сухарев та тăрăшать иккен.
Нина Федотовна мăшăрăма пĕр эрне тытрĕç те больницăран кăларчĕç. Çапла эпир ырă çынсем пулăшнипе темиçе çул нушалантаракан чиртен ăнăçлăн хăтăлма пултартăмăр.
Çак çынсене ман юратнă хаçат урлă çĕре çити пуç тайса хăйсенчен виçĕ хут пысăкрах тав сăмахĕ калас килет.
 
: 853, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: