Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕрре Самарти «Кĕмĕл сасă» конкурсра уçă та янравлă сасăпа авалхи чăваш юррисене шăрантаракан Зинаида Гавриловăпа паллашрăм. Хăй чăвашла пуплет пулсан та калаçура унăн вырăсларах акценчĕ сисĕнчĕ.
Вăл Иркутскра пысăк çемьере çуралнă. Ашшĕ Антун Аксу районĕнчи Меречен ялĕнчен, амăшĕ Варук – Кивĕ Ӳселĕнчен. Çемьере вунă ача çуралнă, пĕри те чăвашла пĕлмен. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене вырăсла калаçтарса ӳстернĕ. Анчах амăшĕ нумай чăваш юрри пĕлнипе тата юрланипе хĕрĕ те тăван чĕлхе патне туртăнма пуçланă. Питĕ пăшăрханнă вăл ăна чăвашла вĕрентменшĕн. Вырăса качча тухсан Зина Самарта вырăс хорне юрлама çӳрет. Апла пулсан та амăшĕнчен хăйне чăвашла вĕрентме ыйтнă. Пĕррехинче чăваш концертне курнă хыççăн унăн ентешĕсемпе пĕрле юрласси килсе кайнă. «Самар ен» хор йĕркеленсен Зина унта çӳреме тытăнать. Анчах та чăвашла чăваш пекех калаçма пултарайманнипе ăна коллектива хутшăнтарасшăнах пулман. Тăван чĕлхепе юрласа кăтартнă хыççăн кăна йышăннă.
Çапла Зинăпа çывăх юлташсем, каярах хăта-тăхлачăллă та пулса тăтăмăр. Стройкăра кран çинче ĕçлет вăл. Тен, çавăнпа йывăрлăхсем çине çӳлтен пăхать?.. Манпа тĕл пулсан яланах чăвашла калаçать. «Чăвашсем вырăссем хушшинче чăвашла калаçасшăн мар, эсĕ вара манпа чăвашлах калаç, – терĕ мана пĕринче. – Эпĕ вырăсла калаçса çитĕннĕ пулсан та атте-анне чĕлхи маншăн чи çывăххи. Эпĕ вырăссем хушшинче те хамăн чĕлхерен вăтанас çук. Ытти халăх хушшинче хăй чăваш пулнине пытаракансене çилĕ килет манăн».
Мăнаçланатăп ентешсен хĕрĕпе!
 
: 1029, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: