Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Илемлĕ Патраклă ялĕ. Кунта пурăнакан маттур хĕрарăмсем хăйсен ячĕсемпе илемлĕ тата! Эпĕ Эльбике Хавандеева, Нарспи Янухина, Минкамал Байкина, Кспике Еминова, Пинерби Янухина, Венера Саватнеева, Мария Бикбова çинчен çырасшăн. Çак хĕрарăмсем колхозра мĕнле вăй парса ĕçлени халĕ те куç умĕнче. Ĕлĕкхи колхозри фермăра ĕçлеме çăмăл марччĕ. Çумăр-и, тăман-и, шартлама сивĕ-и – ĕнесене вăхăтлă çитермелле, сумалла. Улăма сенĕкпе пысăк-пысăк çĕклемсемпе сĕтĕретчĕç, силосне тазсемпе, витресемпе йăтатчĕç. Мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ-çке хĕрарăмсене çак йывăр силоса хайăрма. Тĕлĕнмелле! Килте ачасем пур вĕт-ха. Мĕнле йывăр пулсан та, пурин ачисем те тĕрĕс-тĕкел вăтам пĕлӳ илчĕç.
Кунсем, çулсем иртеççĕ, пурнăç улшăнса пырать. Халĕ колхозĕ те, ĕнисем те çук. Çак хĕрарăмсем ĕлĕк маттур та ĕçчен пулнине, хальхи çамрăксем, тен, пĕлмеççĕ-тĕр те. Ачи-мăнукĕсем вара амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене хисеплеме, вĕсемпе мăнаçланма тивĕç. Эпĕ те вĕсем умĕнче пуçа таятăп.
 
: 856, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: