Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ырă кун пултăр хисеплĕ суварçăсем! Сире Çырчаллинчи машина кăларакан заводра ĕçлекен чăвашсенчен хĕрӳллĕ салам!
Эпир, завод ĕçченĕсем, культурăпа спорт мероприятийĕсене яланах хутшăнатпăр. Уявсем питĕ нумай.
Шупашкар артисчĕсем килсе кăтартакан концертсене те кашнинех çӳретпĕр. Çӳремешкĕн вара завод профкомĕ урлă вуншар билет тӳлевсĕрех парăнать. Сăмахран, нумай пулмасть «Янташ» ушкăн килнĕччĕ. Çав концерта курмашкăн чăвашсемшĕн, ентешсемшĕн 60 билет çыртарса илме тӳр килчĕ.
Тутарстанра тухса тăракан «Сувар» хаçата çырăнма та яланах сĕнетĕп. «Нивушлĕ интереслĕ хаçат вăл?» – тесе ыйтнисем те сахал мар. «Ак çырăнса вуласа пăхатăр та, тепринче каллех çырăнассăр килет», – тетĕп эпĕ вĕсене. Чăнах та малалла аса та илтермелле мар, хăйсемех çырăнаççĕ.
Хаçат питĕ кăмăллă. Пĕрре çапла эпĕ 2009 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче «Суварта» пичетленнĕ Виктор Симаковăн «Тăван чĕлхе» сăввине пăхмасăр вĕрентĕм те çынсене каласа патăм. Чăвашсем çеç мар, ытти халăхсем те тĕлĕнсе итлеççĕ.
Кӳршĕ цехра ĕçлекен тутар хĕрарăмĕ Галия çак кунсенче ман пата пычĕ те: «Юлия Ивановна, расскажите мне свое стихотворение», – тесе ыйтрĕ пĕр кĕтмен çĕртен. Каласа патăм. «Мне плакать хочется. Даже захотелось выучить ваш язык», – терĕ итлесе пĕтерсен.
«Суварта» «Аксупа Пăва Тутарстанра кăна» статьяна вуласа тухнă хыççăн шухăша кайрăм. Пăва, Аксу, Çĕпрел районĕсем ăçта вырнаçнине пĕлмен чăвашсене намăс пулмалла. Ун пирки пуçламăш классенчен тытăнса шкул пĕтериччен вĕрентеççĕ. Мĕнле çыравçă ăçта çуралса ӳснинчен те пĕлме пулать.
Çав статьярах Элмет районĕн çыннисем çинчен çырнă. Пирĕн районти чăваш ялĕсенче çуралса ӳснĕ хастар, вĕреннĕ, тăрăшуллă чăвашсем сахал мар. Сăмахран, эпир Юрий Федоровпа кашни ир пĕрле ĕçе çӳретпĕр. Иксĕмĕр те Клемтелĕнче çуралса ӳснĕ. Юрий Арсентьевич шкул пĕтерсен Хусанти патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл «КАМАЗ» УАОра финанс уйрăмĕн начальникĕ.
Тата çаплах Çарăмсан районĕнчи Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ Зоя Митрюхина çинчен кăштах çырас килет. Вăл 5 çул инженер-ертӳçĕ пулса ĕçлет. Пирĕн цехра унăн кашни кун пулма тӳр килет. Вăл питĕ тимлĕ. Кашни бригадăри, кашни участокри çынсемпе калаçсах тăрать. Оборудованисем мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе çӳрет.
Çапла эпир чăвашсемпе ĕçре те, канура та пĕрле.
 
Редакцирен: Юлия Ивановнăпа манăн та тĕл пулма тӳр килчĕ. Вăл питĕ яваплă çын. Машина тăвакан заводра вăл 1981 çултанпа вăй хурать. Автомат тата çурма автомат линийĕсен, станокĕсен 4-мĕш разрядлă операторĕ пулса тăрăшать. Çаплах цех комитечĕн председателĕ пулса та нумай çул ĕçлет ĕнтĕ. Ăна пĕтĕм цех пĕлет, цех кăна та мар, çитменнине тата вăл профсоюз ĕçĕсене те йĕркелесе пырать.
– Яваплăхĕ унăн юнра. Пĕр ыйтăва та вăл куçа хупса ирттермест. Пĕтĕмпех ĕлкĕрет, – теççĕ унпа пĕрле ĕçлекен ентешĕсем. – Ĕçре те, килĕнче те унăн ĕç питĕ нумай. Апла пулсан та ăна нихăçан та тĕксĕм пулнине курмастăн. Унăн хурланса ларма вăхăчĕ те çук. Килĕнче ăна юратнă ывăлĕпе кинĕ тата икĕ мăнукĕ кĕтсе тăраççĕ. Ывăлĕ те амăшĕ пекех заводра ĕçлет.
– Юлия Ивановна пур енчен те аталаннă çын. Хăйĕн çуралнă çĕршывне тĕлĕнмелле хытă юратать. Чăвашсемпе çыхăннă театрсене, музейсене чун-кăмăлтан çӳрет. Интереслĕ çынсемпе тĕл пулса калаçать. Юлташĕсем те унăн питĕ нумай. Вĕсем пурте ăна хисеплеççĕ, – тет ун çинчен ĕçтешĕ Тамара Шабалина. – Заводра нумай çул тăрăшнине кура ăна пĕрре мар Хисеп тата Тав хучĕсем парса саламлаççĕ.
Юлия Илюхина «Сувара» та материалсем ярсах тăрать. Вăл заводра ĕçлекен хастар чăвашсем çинчен çырать. Вĕсен хушамачĕсем хаçатра тухчăр тесе чунне парать.
Юлия Ивановнăна ывăнмасăр ĕçлеме, малалла та чăвашлăха аталантарса пымашкăн хаçат ĕçченĕсем çирĕп сывлăх сунаççĕ.
 
: 989, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: