Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 9-11, 15, 19 №№)
Шăпах çакă – хăйĕн этника культурин канонĕсене çирĕп тытса пыни – сăвар-пăлхар халăхне этнос пек упранса юлма, XIII-XVI ĕмĕрсенче патшалăхне мăнкул-кăпчаксем аркатса-çаратса, ял-хулисене çĕрпе танлаштарса хăварнине, каярах Хусан ханлăхне туса хунă хыççăн ислам питĕ хĕсĕрленине пăхмасăрах кун-çулне тăсма май панă. Тата та каярахри питĕ йывăр саманасене те чăтса ирттерме пултарнă пирĕн йăх-несĕлсем.
Сăвар-пăлхарсем çĕре «ама» тенĕ. Ама – мĕнпур чĕрĕ чуна, çут çанталăка пурнăç панă анне. Хĕвел, вĕсен шучĕпе – атте. «Хĕвел ашшĕ» тенĕ сăмах çаврăнăш упранса юлнă. Вăл Турра пĕлтернĕ. Çуркунне Хĕвелпе Çĕр хушшинче юрату пуçланать. Хĕвел пайăркисем çĕр ăшне шаларах та шаларах кĕрсе пыраççĕ, хăйсен ăшшипе ăшăтаççĕ. Çапла Çĕр-Ама пĕтĕçленет, вара кĕçех тĕнче ешерме тытăнать. Çапла пулса иртет чăн-чăн кĕтрет – асамлăх. Пĕр тесен, кулленхи пулăм çеç темелле, наука ăнлантарнă пек – фотосинтез. Анчах чĕрĕ пурнăç çуралать. Эппин Çĕр-Анне – чĕрĕ, Хĕвел -Атте – чĕрĕ.
Авалхи сăварсем çĕр çинче тĕнче мĕнле пулса кайнине хăйсем майлă ăнланнă. Вĕсем Хĕвеле пурнăç кӳрекен (тăвакан) чи аслă хăват тенĕ. Çавăнпа ăна Турă вырăнне хурса хакланă, ăна пуç çапнă. Кун çинчен VII ĕмĕрти сăварсен этнотĕнĕ çинчен эрмен манахĕ Моисей Каганкатваци çырса кăтартни пур («Агвансен историйĕ»). Хĕвел амулечĕсем пĕтĕм каканачĕпех сарăлнă. Каганкатваци асăрханă тăрăх, сăварсем ытларах хĕвелĕн ылтăнран е кĕмĕлтен ăсталанă сăнарне çакса çӳреме кăмăлларах панă.
Сăварсем Вăтам Атăл тăрăхне куçса килсе хăйсен кнеçлĕхĕн тĕп хулине (ялне) хĕвел хурмăллă тунă. А.А.Хайдаров тĕпчевçĕ Сăвар хулине «Хĕвел хулипе» танлаштарать. Сăвара тепĕр май Шэмсуар тенĕ. Ку «йăлтăр çутă хĕвел пек» тени пулать, çыннисене вара «хĕвеле пуç таякансем» тенĕ.
Сăвар-пăлхарсем çĕр çинчи пурнăç уçлăхпа, тӳпепе тачă çыхăнура пулнине, хĕвел-уйăх-çăлтăрсе нчен нумай килнине çирĕп ĕненнĕ. Вĕсем уçлăха та, тӳпене те чĕрĕ тĕнче тесе шутланă, çут çанталăка Турă вырăнне хунă.
Чир-чĕртен, усалтан, тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхланса çакса çӳренĕ япаласенче уçлăх тĕнчин паллисем пайтах тĕл пулаççĕ. Хĕвел символĕн тĕсĕсем тĕрлĕ, чи палли – хĕрес. Ахăртнех, хĕрес тĕнчери пур халăхăн культуринче те сĕм-авалтан сыхлавăн символĕ пулса тăрать. Хĕрес христианство самани пуçланиччен чылай маларах пулнă. Хĕвел сăнарĕсем йышлă пайăркаллă кустăрмана аса илтереççĕ. Е варринче пăнчăллă ромба (тайăк тăваткал). Вĕсем паянхи кун та астрономипе астрологи симоволикинче анлă сарăлнă. Варринче тăватă пайăркаллă (хĕреслĕ) кустăрма евĕр паллă тухатуллă асам хăватлă шутланать. Шăмăран ăсталанă эреш-тĕрĕшсенче тăтăш тĕл пулакан ункă вĕçсĕрлĕхе пĕлтерет – пурнăç, тĕнче вĕçсĕрлĕхĕ.
Хĕвелĕн кустăрма евĕрлĕ символĕсен йышне пайăркасен вĕçĕсем кукăр хĕрес те кĕрет – свастика. Нимĕç фашисчĕсем ăна хăйсен эмблеми туса хурса чыссăрлатнă, пĕлтерĕшне çухаттарнă, анчах вăл питĕ авалхи символ шутланать, чылай халăхăн культуринче – хĕвел, вĕçсĕрлĕх палли. Тĕрлĕ вăхăтра ăнăçӳ символĕ те пулнă свастика. Тӳпе тăрăх кусса çӳресе каçа куна куçаракан хĕвел символĕ пулса вăл пурнăç чĕрĕлĕвне, тулăхлăха пĕлтернĕ. Хĕресĕн кукăр вĕçĕсен вара кашнин хăйĕн ăнлавĕ пур: пĕри – çил, тепри – çумăр, ыттисем – вут-çулăмпа çиçĕм. Çавăнпа свастикăна фашизм эмблеми пек çеç йышăнма пăрахмалла, ăна ирсĕрсем чыссăрлатнинчен тасатса унăн хăйĕн ĕлĕк-авалхи пĕлтерĕшĕ пуянрах. Пĕр кăсăк пулăм: Нарăс революцийĕ хыççăн вăхăтлăх правительство 1917 çулта свастикăпа усă курма пуçланă, ăна 1922 çулчченех халăхра анлă çӳренĕ хут укçа çине ӳкернĕ.
Хĕвелĕн тăтăш тĕл пулакан символĕсенчен тепри – ултă е сакăр вĕçлĕ çăлтăр. Ю.Д.Петухов ăна Авалхи Египет символики, шумерсеннипе пĕр тесе шутлать. Ăна вĕсем чи пирвайхи халăхран, «суперэтносран» – руссенчен илнĕ имĕш. Ю.Д.Петухов тĕрĕсех мар, ку ултă-сакăр вĕçлĕ паллăсем тĕнчери чылай этносăн пулнă, вĕсем Хĕвеле пурнăçпа тулăхлăх, çутă, пĕрремĕш вут-çулăм палли-сăнарĕ тесе палăртнă.
Çак символика пĕтĕмпех чăваш тĕрринче пур. Вирьял тĕрĕ ăстисем çамка çине çыхмалли масмаксенче сакăр вĕçлĕ хĕвеле сăнарланă, авланакан яшăн туй çипуçĕн XVIII ĕмĕртен упранса юлнă çулăкĕн хĕррипе свастика евĕр паллăсем курăнаççĕ, анатри чăвашсен кĕскĕ орнаменчĕ «уйăх карти» ятлă. Н.И.Ашмарин, авалхи çынсем каласа хăварнине шута илсе, кĕскĕн тĕрĕ ӳкерчĕкĕнче пурнăç паракан хĕвеле кăтартнă тесе палăртать.
Хĕрарăм, Çĕр-Анне пекех, – пурнăç паракан. Ăна та, Çĕр-Анне майлах, тĕрлĕ усал-тĕселрен, инкек-синкекрен сыхланă, упранă, çав тĕллевпе кĕпин кăкăр умне хĕвел сăнарне тĕрленĕ. Хĕвеле пурнăç паракан Турă пек курса авалхи çынсем хĕвел амулечĕсем çакса çӳренĕ. Иосиф Копця, XVIII ĕмĕрте чăвашсене тĕпченĕскер, сăвар хĕрĕсем кăкăр çине кĕмĕлтен шăратнă хĕвел сăнĕ çакса çӳреççĕ тесе çырать. Пуянраххисем вара – ылтăн амулетсемех, вĕсене укçаран ăсталанă.
Хĕрарăмсен авалхи çипуçĕнчи тӳпе çутисен (уйăх, хĕвел, çăлтăр) символики халăх сăмахлăхĕнче те анлă палăрса юлнă. Хăш-пĕр тĕслĕх çеç. «Пӳрт тăрринче кĕрчĕллĕ кĕскĕ выртать» тупмалли юмахра «кĕскĕ» уйăха çăлтăра пĕлтерет. Туй юрринче хĕрарăм çипуçне тӳпе йăлкăшĕсемпе танлаштарнă:
Пуçăм тулли хушпум пур:
Уйăх карти пултăр-и?
Авăм тулли çут кĕмĕл:
Уйăх çутти пултăр-и?
Уявра тăхăнакан хушпун пĕчĕк тенкисем хушшинче тăтăшах хĕрес ӳкернĕ тăрăхла çавракарах кĕмĕл таткисем тĕл пулаççĕ. Тĕпчевçĕсен шучĕпе, вĕсем – Тĕнче символĕ. П.В.Денисов историк авалхи чăвашсем Тĕнчен тăватă кĕтеслĕ символне чӳк тума пĕçернĕ пашалусем çине те ӳкернĕ тесе çырать. Ку йăла халĕ те упранать пулас: çăкăра кăмакана хывнă май хĕреспе паллă тăваççĕ.
Хĕрсен X-XIII ĕмĕрсенчи çипуçĕнчен çакнашкал кăкăр ум упранса юлнă. Вăл шӳлкеме евĕрлĕ, анчах унăн вĕçĕсене пĕрлештернĕ. Уйăха аса илтерет. Йĕри-тавра хĕррине виç кĕтеслĕхсем тĕрлесе тухнă. Шӳлкемере виç кĕтеслĕхсем ту-сăрта (Ту), çаврашкасем – хĕвеле (Ра) палăртаççĕ. Кăкăр ум варри вара пушă. Вăл – Тĕнче (Уçлăх). Китай халăхĕн ăнланăвĕпе «тьень» – тӳпе, «тьенци» – тӳпери хăват (çут çанталăк). Авалхи египтянинсем вĕç-хĕррисĕрлĕхĕн хуçине «тем» тесе чĕннĕ. Д.Ф.Мадуров тĕпчевçĕ шучĕпе, «Турă» сăмах Авалхи Египетсен хĕвел туррин ячĕпе – Ра тата сăвар-пăлхарсен «ту» сăмахĕпе пулса кайнă.
(Малалли пулать.)
 
: 753, Хаçат: 23 (909)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: