Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕн Культура керменĕнче концерт иртрĕ. Ял халăхне хамăр тăрăхри чаплă артистсем Станислав Петровичпа унăн мăшăрĕ Верония Алексеевна Толстовсем хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç. Репертуарта ытларах Упи тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ çыравçă Анатолий Чебанов сăввисемпе Станислав Толстов кĕвĕленĕ юрăсем пулчĕç. 400 вырăнлă Культура керменĕнче халăх питĕ нумайччĕ. Упи тăрăхĕнчи халăх çеç мар, ют регион машинисем те ларатчĕç кермен умĕнче. Концерчĕ тӳлевсĕр-çке-ха, епле халăх пымĕ концерт курма. Ĕлĕк колхозсем чăнах та колхозниксене тепĕр чухне тӳлевсĕр концертсем кăтартатчĕç, самана улшăннăранпа вăл йăла пĕтрĕ вара, самана улшăнни те çирĕм çул ытла! Паянхи концерта вара Петр Васильевич Леонтьев йĕркеленĕ. Вăл Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралса ӳснĕ, ялти шкулта пĕлӳ илнĕ. Çитĕнсе çитсен Ульяновск хулинчи ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Совет Çар ретĕнче хĕсметре тăнă. Малашнехи пурнăçĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Аслă Нагаткино ялĕпе çыхăннă. Кунта вăл салтакран таврăнсан пурăнмаллипех тесе куçса килнĕ. Малтан МСОра водитель пулнă, ку ĕçре вăрах вăхăт ĕçленĕ. Авланнă, çемье çавăрнă, çурт лартса тĕпленсе пурăнма тытăннă. Чылай çул «Заготконтора» системинче экспедитор-шофер пулса вăй хунă. Самана улшăнсан суту-илӳ ĕçне куçнă. Вăл столовăйсене, кафесене, кăлпасси цехĕсене аш-какайпа тивĕçтерсе тăрать. Аш-какайне «Агрофирмăсем», уйрăм хуçалăхсемпе килĕшӳ туса тупăштарать, хăй те килĕнче выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать. Суту-илӳ ĕçĕ вăл – çӳрев ĕçĕ. П.В.Леонтьев куллен тенĕ пек çул çинче, хулана каять, ялсем тăрăх çĕрет, «кашкăра урисем тăрантараççĕ» тенĕ пек – пур тĕле те çитмелле унăн.
Çул çинче мĕнле-тĕр машина çĕмрĕлсе ларнă пулсан ун патĕнчен те курмăш пулса иртсе каймасть, чарăнать, мĕн пулчĕ тесе ыйтса пĕлет. Çын нушине хăй нуши пек туйса, пăтăрмах серепине кĕрсе ӳкнĕ шофера та ырă тăвасшăн вăл. Лешне хăйпе пĕрле лартса хулана запас пайĕсем шырама каять. Çул айккинче çĕмрĕлсе ларнă машинăсем патĕнче тĕртленекен пач палламан çынсемшĕн те унăн чĕри ыратать. Вĕсен машинине юсаса хăйсен çулĕпе малалла ăсатмасăр та лăпланаймасть вăл. Инкеке лекнĕ çыннăн укçи çук пулсан кивçене укçа парать. Хĕл кунĕнче çул айккинче çĕмрĕлсе ларнă машинăсене хӳтлĕ вырăна сĕтĕрсе кайма пулăшать, шоферсене хăй килĕнче çитерсе-ĕçтерсе каç вырттарса усрать. Ырă тунине этем манмасть, кивçене илнĕ укçи-тенкине те тӳлесе татать, çитернĕшĕн те, каç вырттарнăшăн та тӳлет, анчах вĕсем пурте кайран пулаççĕ. Шартлама сивĕре çĕмрĕк машинăна хăвăртрах юсаса çитес вырăна вăхăтра çитни паха водительшĕн, Петр Васильевич пек ырă кăмăллă çынсем çул çинче тупăнни темрен паха инкеке лекнĕ çыншăн.
Петр Васильевич Леонтьева пĕрре мар телефонпа та, официаллă çырупа та чĕререн тав тунă предприяти ертӳçисем те, инкекрен çăлăнма хăй пулăшнă уйрăм водительсем те. Меценатство ĕçне хастар хутшăнса пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунăшăн П.В.Леонтьева Тав хучĕсем темиçе те панă. Вĕсене вăл хаклă япала вырăнне, çын куç умне курăнмалли вырăна килĕнче стена çине çакса хунă, çурта пынă хăнасене паллаштарать вара çав хаклă документсемпе. Анчахрах кăна Ульяновск облаçĕчни ЧНКА председателĕ Владимир Ильич Сваев П.В.Леонтьева Тав хучĕ парса чысларĕ. Ку чыса Петр Васильевич И.Я.Яковлев пурнăç-хĕлĕ çинчен Анатолий Чебанов драматург çырнă «Благородное дело» (виççĕмĕш кĕнеке) историлле хайлавсен пуххине çын çине кăларма укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн тивĕçрĕ.
П.В.Леонтьев хăй çуралса ӳснĕ ял шкулĕпе те тачă çыхăну тытать. Нумай пулмасть кăна ял шкулĕ валли спортинвентарьсем туянса пачĕ. Меценатство ĕçне Петр Васильевич паян кăна пуçăнман, самана улшăнсанах ырă кăмăллăх ĕçĕ енне туртăннă вăл. Хăй çуралса ӳснĕ Çĕнĕ Упи ял масарне тимĕр решеткесемпе тытса илме пулăшнă. Çав масар çине инвентарьсем хума, хĕл кунĕнче кĕрсе ăшăнма тесе хăй юлташĕпе Валерий Васильевич Яргуновпа икĕ пӳлĕмрен тăракан пĕчĕк пӳрт лартса панă, хутса ăшăнма кăмака тунă унта. Пурте йĕркеллех, тăррине те профнастилпа витнĕ. Тата çакна каламалла, Петр Васильевич патне Турра ĕненекенсем те хăйсен ыйтăвĕсене татса пама тăтăшах пырса çӳреççĕ. Ырă кăмăллă çын вĕсен ыйтăвĕсене те май килнĕ таран пурнăçлама тăрăшать. Вĕсене хăйĕн çăмăл машинипе чиркӳсем, мăнастирсем тăрăх илсе çӳрет. Хĕлле те, çулла та таçта та çитеççĕ вĕсем. Раççей çĕрĕ çинче Петр Васильевич Леонтьев çитсе курман вырăн çук тесен те çылăх пулмĕ. Тепĕр ырă енĕ унăн – вăл çул çинче çуран утакан çынна курсан ăна хăваласа çитет те лартса каять, унăн ăçта çитмелле – çавăнта çитерсе хăварать, пĕр тӳлевсĕр, тав сăмахĕ уншăн пуринчен хакли. Вăт çавăн пек ырă çын вăл Петр Васильевич Леонтьев.
Пĕррехинче эпĕ те пĕрле ларса пыраттăмччĕ унпа, Ульяновск хулинчен Нагаткинăна таврăнаттăмăр ун чухне, Лаишевкăран тухсан çулпа пĕр сухал ăшне путнă çын утать. Çав çын патне çитсен П.В.Леонтьев машинине чарчĕ те ăçта каятăн тесе ыйтрĕ. Леш Хусана кайма тухни çинчен пĕлтерчĕ. Пăрăнчăкра çул çӳревçе антарса хăварчĕ, кĕсйинчен ик çĕр тенкĕ кăларчĕ те автобус валли тесе пачĕ. Кабинăра пĕрле ларса пыракан Петр Васильевич мăшăрĕ Елена Валентиновна пĕр палламан çынна çăкăр туянăр тесе 50 тенкĕ тыттарчĕ. Мĕскĕн этемĕн куççулĕ тухрĕ.
Халь вара Толстовсен концерчĕ патне таврăнар. Концертра ялти шкулта ĕçлекен учительсем те пурччĕ. Петр Васильевич хăйне пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакансене те пĕтĕм халăх умĕнче чун-чĕререн тав турĕ, артистсем вара юратнă педагогсене илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç. Концерт вĕçленчĕ, халăх ура çине тăрса алă çупрĕ. Сцена çине Упи ял хутлăхĕн ертӳçи Алексей Егорович Ярухин тухрĕ. Вăл чăн малтан Петр Васильевич Леонтьева ял халăхĕ валли уяв концерчĕ йĕркеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. Хисеп хучĕ парса чысларĕ. Артистсене лайăх концертшăн кĕнекесем парнелерĕ. Юлашкинчен Станислав Петрович Толстов купăсне тăсса ярса курма пынă халăха тата çур сехете яхăн ташлаттарчĕ. Ай, савăнчĕ вара халăх. «Кун пек чун килениччен тахçантанпах савăнманччĕ», – теççĕ курма килнĕ çынсем.
 
: 794, Хаçат: 23 (909)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: