Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче йывăр вăхăтсем пулнă. Çĕршывра пĕрремĕш тĕнче вăрçи, революци, граждан вăрçи пулса иртнĕ. Тата 1921 çулта Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх пуçланнă. Икĕ вăрçăпа юхăнса юлнă пурнăçа выçлăх вуçех начарлатса хунă.
Аксу тăрăхĕнче Сĕнче шывĕн икĕ енĕпе вырнаçнă Çĕнĕ Ӳсел ялĕнче тутарпа чăваш халăхĕ пĕрле пурăннă. Тутарсем Сĕнчен аял енче, чăвашсем тепĕр енче, сăрт çинче вырнаçнă (XVIII ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Кивĕ Ӳсел ялĕнчен уйрăлса тухсан). Çĕнĕ Ӳселĕнче пурăнса çĕре кĕнĕ чăвашсен масарĕн вырăнĕ хальхи вăхăтра та паллă. Алексеевка ялĕн тăрăшуллă çынни Григорий Калуков пулăшнипе виçĕ çул каялла масара икĕ (Çĕнĕ Ӳселĕнчен тухнă) чăваш ялĕн çыннисем тимĕр карта тытса илемлетрĕç, тирпейлесе тăраççĕ.
Пĕр-пĕрин чĕлхине лайăх пĕлнĕ чăвашпа тутар халăхне Сĕнче урлă хывнă кĕпер çыхăнтарнă. Çак ялта чăвашсен паллă поэчĕ Н.И.Полоруссов-Шеле пи çуралса ӳснĕ. Вăл тутарла лайăх пĕлнипе кӳршĕ халăх чĕлхине те пайтах çырнă. Н.И.Шелепи тутар çыравçисемпе туслă ĕçленĕ, унăн тутарла çырнă ĕçĕсем нумай.
Ваттисем каланă тăрăх, чăвашсемпе тутарсем нумай çул пĕрле пурăннă пулин те, килĕштерейми пулаççĕ. Анчах та çĕнĕ çĕре уйрăлса тухма çăмăл пулман. Уйрăлма ирĕк паракан хутшăн пайтах çӳреме тӳр килнĕ. Çак ĕçе тума Çĕнĕ Ӳселти чăвашсем Белов хушаматлă чăваша суйлаççĕ. Иван Белов лутра кăна, шатра питлĕ тĕреклĕ арçын пулнă. Халăхра ăна Шатра Ванька тесе чĕннĕ, тутарсем те унтан шикленнĕ. Ялти чăваш халăхĕ çул çине укçа пухса Шатра Ванькана Хусана Çĕнĕ Ӳселтен уйрăлса тухма ирĕк паракан хут илме ăсатать. Вăл вăхăтра Хусана çăпата сырса çуранах çӳренĕ. Хусана çитсе килме темиçе мăшăр çăпата пĕтнĕ.
Чăвашсене уйрăлма ирĕк парсан, пулас çĕнĕ ял вырăнне 1921 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче хăйĕн хуçалăхне Иван Белов Сĕнче шывĕ хĕрне куçарса хурать. Ун хыççăн вара ытти чăвашсем майĕпен куçса килеççĕ. Çĕнĕ яла Иван Белова чысласа Беловка теме тытăнаççĕ. Чăвашсем Çĕнĕ Ӳсел ялĕнчи пекех, Сĕнче шывĕн икĕ енĕпе вырнаçаççĕ.
Халь Беловкăра сăрт çинче ларакан çуртсем çук. Вĕсем, вăрçă хыççăн типĕ, шăрăх çулсенче начар пулнипе, Сĕнчен тепĕр енне куçса пĕтнĕ.
Эпĕ астăвасса, 1950 çулсен вĕçĕнче те сăртра ларнă килĕсен никĕсĕсем паллăччĕ-ха.
Колхозсем тунă çулсенче пуянрах пурăнакан хуçалăхсене «пăтратма» тытăннă, хĕснĕ. Çакна тӳсеймесĕр çынсем ют çĕре туха-туха кайнă. Çавăнпах Беловсен йăхĕсем нумайăшĕ ялта юлман. Ваттисем каланă тăрăх вĕсем чăваш енне куçса кайнă. Вăрçă тытăнсан ялта юлнă Николай Николаевич Белов ытти ял-йышпа вăрçа çапăçма тухса каять те таврăнаймасть. Ял варринче вырнаçтарнă вăрçăра пулнă палăкĕ çинче табличкăра унăн хушамачĕ палăрса тăрать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Беловкăран 107 çын каять, вĕсенчен 50-шĕ кăна сывă таврăннă.
Вăрçă хыççăн ял аталанса пырать. Кашни ялта уйрăм колхоз йĕркелеççĕ. Беловкăри колхоза «Красное знамя» тенĕ, колхоз председателĕнче Николай Романович Кудряшов ĕçленĕ.
Каярахпа ялсенче пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăклатнă. 1960 çулсенчен пуçласа мĕн колхозсем пĕтиччен Беловка ял халăхĕ «Вперед», «Дружба», «Верный путь» колхозсенче тăрăшать. 1990 çулсен вĕçĕнче «Верный путь» колхозран коллективлă предприяти туса хураççĕ. 2006 çулта ял халăхĕ «Беловка» тулли мар яваплăхлă обществăра та тăрăшса курать.
Нумай çул хушши Александр Федорович Шуркин «Верный путь» колхозăн председателĕ пулса ĕçлет. Вăл хуçалăхри ытти ялсемшĕн тăрăшнă пекех пирĕн Беловка ялĕшĕн нумай ырă ĕç турĕ. Ăна çавăншăн ял халăхĕ тав тăвать.
Паянхи кун ялта пуçламăш шкул, ача-пăча садикĕ, фельдшер пункчĕ, Культура çурчĕ пур. Унта час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă нумаях пулмасть хамăр ентеш чăваш халăх поэчĕ Н.И.Шелепи 130 çул тултарнине чысларĕç. Июнĕн 11-мĕшĕнче Беловка ялне 90 çул тултарнине ирттерме хатĕрленетпĕр. Çак самантпа усă курса Самар хулинче пурăнакан Беловка ял çыннине, Иван Николаевич Яковлева Николай Иванович Полоруссов-Шелепи палăкне туса панăшăн ял çыннисем хушнипе чĕререн тухакан тав сăмахне каласшăн. Юратнă «Сувар» хаçатăмăр урлă ырă çынна ял уявне чĕнесшĕн.
 
: 883, Хаçат: 23 (909)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: