ÇĔПРЕЛ. Социаллă ĕçченсен кунĕ умĕн районти ачасемпе çул çитменнисен «Ăшă çурт» приютĕнче воспитательсен хушшинче «Супервоспитатель» ăсталăх конкурсĕ иртнĕ. «Чи лайăххи» ята çĕнсе илмешкĕн ултă воспитатель кĕрешнĕ. Малти вырăнсене Е.Макарова, М.Ижегерова тухнă. «Супервоспитатель» ята А.Семеновăна панă. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
ТЕЧЧĔ. Пенсионерсен республикăри «Третий возраст» I спартакиадине хутшăннисене Теччĕ районĕн Ĕçтăвкомĕн Пысăк залĕнче чысланă. Ĕçтăвком ертӳçи А.Семенычев спортсменсене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунса Хисеп хучĕсемпе асăнмалăх парнесем панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ меллĕ транспорт – велосипед – кунран кун модăна кĕрсе пырать. «Велосипед хули» программа пуçлансанах хула мэрĕ Василь Шайхразиев хăй те ĕçе велосипедпа килнĕ. Велотранспорт валли мэри çурчĕ умĕнче ятарлă стоянка та туса хунă. Çырчаллинче велоспорта аталантарма сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Çул-йĕре юсанă чух велосипедсемпе анса хăпармаллисем, Европа стандарчĕпе тăвакан тротуарсем çине ку транспорт валли йăрăм хăвараççĕ. Хулари тĕп пляж çумĕнчи вăрманлă паркра велосипеда тара парассине (прокат) йĕркеленĕ.
ХУСАН. Наталья Водянова топ-моделĕн «Обнаженные сердца» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе Дербышки поселокĕнче ача-пăчасен вылямалли паркĕн строительствине пуç- ланă, вăл кăçалах хута каймалла. Топ-модель фончĕн грантне Хусан кăçал март уйăхĕнче Раççейĕн 80 хули хушшинче çĕнсе илнĕ. Конкурсăн условийĕпе, парка лартассине вырăнти власть хăех пурнăçламалла, Фонд ку шухăша пурнăçа кĕртме çеç пулăшать.
* * *
Кăçал çăвĕпе республикăра пурĕ 33 ача-пăча лагерĕ ĕçлĕ. Лагерьсенчи йĕркене, ачасен хăрушсăрлăхне полици ĕçченĕсем (кашни сменăра 65-шерĕн) сыхлĕç. Хусанăн йĕрке хуралçисем ку ĕçе Марий Элта пуçăннă та ĕнтĕ. Тутарстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасен пĕрремĕш ушкăнĕ çак кунсенче унта канма кайнă. Лагерьсенче службăра тăракан полици ĕçченĕсен ĕçне Хусанти шалти ĕçсен уйрăмĕн ертӳçисем тĕрĕслесех тăрĕç. Йĕрке хуралçисен шучĕ кăçал сахалрах, ку вара республикăри лагерьсен шучĕ чакнипе çыхăннă.
ЕЛАБУГА. «Институт активного возраста» аслă шкулта çак кунсенче вĕренсе пĕтернисен пĕрремĕш балĕ пулнă. Унта Елабугăра пурăнакан, 55 çултан аслă 150 ытла çын çак аслă шкулта пĕлӳ пухнине ĕнентерекен сертификат илнĕ. Ку института 2010 çул вĕçĕнче йĕркеленĕ. «Студентсем» унта компьютерпа ĕçлеме, тутар, ют çĕршыв чĕлхисене, ташлама вĕреннĕ, спортпа туслашнă, психологи практикипе право курсĕсене иртнĕ тата ытти те. Сăмах май, пенсионерсен республикăри спартакиадине хутшăннă 43 командăран Елабугăри 15 асатте-асанне хулан историйĕнче пĕрремĕш хут çĕнтерӳçĕ пулнă.
* * *
«Содружество» УАО июнĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 11-мĕшĕччен хулаçум поездсем çинче билетсăр çӳрекенсене тĕрĕслемелли уйăхлăх ирттерет. Çула билетсăр тухнисенчен билет хакĕ çумне тата 40-шер тенкĕ комисси тӳлевĕ илеççĕ. Çавăнпа билета кассăран вăхăтра туянса кирлĕ çĕре çитиччен упрамалла.