Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇУЛЛАХИ КЛИМАТ-ТĔРĔСЛЕВ
Апас районĕнчи «Рахимов ячĕллĕ ЯХП» хуçалăхра ĕнесем валли климат-тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче вентиляторсем, душсем вырнаçтарнă. Требованипе килĕшӳллĕн, ĕнесем тытакан пӳлĕмсенче сывлăш температури 15 градусран ăшă пулмалла мар. Çавăнпа корпуссенче çулла пуçлансанах вентиляторсемпе душ ĕçлеме тытăннă. Пĕрĕхекен шыв выльăхсен ӳт температурине чакарать-мĕн. Çакăн пек климат-тĕрĕслев пулнипе пĕлтĕр хуçалăхра ĕнесем шăрăхпа аптраман, кулленхи сăвăма (22-23 килограмм) чакарман. Кăçал та хуçалăхра лару-тăру пĕлтĕрхинчен япăх пулмĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Сăмах май, хуçалăх хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă та.
ПĔЛТĔРХИНЧЕН НУМАЙРАХ
Пĕтреç районĕнчи «Карповка» хуçалăхĕнчи хур ĕрчетекенсем кăçалхи сезонра 220 пин штук хур чĕппи сутма хатĕрленеççĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 50 пин пуç нумайрах. Çакăн пек çитĕнӳсем тума хур фермине тĕпрен юсаса çĕнетни тата хăйсем хатĕрлекен витаминлă апатсем çитерни пулăшать. Çавăнпа та халĕ «Карповкăна» Тутарстанри тĕрлĕ районсенчен кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те чĕпĕ илме килеççĕ. Хуçалăхăн хур чĕпписене Раççейĕн 20 регионне ăсатаççĕ.
УЙ-ХИРЕ ЙЫШĂНАÇÇĔ
Рыбно-Слободски районĕнче лайăх йăла çирĕпленнĕ, кунта кашни çул çур акине хирсене тухса пĕтĕмлетеççĕ. Кăçал ку мероприяти июнĕн 8-мĕшĕнче пулчĕ. Çур аки кампанийĕ вăхăтĕнче ĕçре палăрнисене хаклă парнесемпе чысларĕç. Акнă уй-хирсене тĕрĕсленĕ май, хуçалăхсем ака çаврăнăвне, технологие тата ытти требованисене пăхăннине пăхрĕç. Анчах çур акине лайăх ирттернисемпе пĕрлех яланхи пекех ĕçе япăх пурнăçланă хуçалăхсем те палăрчĕç, вĕсене çур акине лайăх ирттерсе калчасем аван шăтнă хуçалăхсен уй-хирĕсене илсе кайса кăтартрĕç.
ÇĂКĂР МĔНШĔН ХАКЛĂ?
Тутарстанăн çăкăр пĕçерекен отраслĕн предприятийĕсене лайăх аталантарас тесен предприятисене çĕнетмелле, кун валли вара ятарлă программăпа инвестицисем кирлĕ тесе палăртнă республикăн Çăкăр пĕçерекенсен союзĕ. Тутарстанра ку предприятисенче куллен 500 тоннăна яхăн çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçереççĕ. Анчах оборудованисем ытла нумай энергоресурссем пĕтернипе тата чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлани çăкăр хакĕ çине те витĕм кӳрет. Оборудованисене çĕнетесси вара питĕ майĕпен пырать. Тутарстанăн çăкăр пĕçерекенĕсен делегацийĕ июнь уйăхĕнче Мускавра иртекен Раççей Çăкăр пĕçерекенĕсен союзĕн съездне кайма хатĕрленет. Унта тутарстансем отрасльри лару-тăру пирки докладпа тухĕç.
ЧИРПЕ ВЫЛЯМАÇÇĔ
Ешĕлвар районĕн территорийĕнче çĕпĕр язви чирĕпе вилнĕ выльăхсен масарĕсене Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн Большеякино, Айша, Васильево, Октябрьски тата Осиново ял хутлăхĕсенче ку объектсенче эксплуатацилемелли правилăсене пăснине – урăхла каласан вĕсене карта тытман, бетонлă саркофагсем тăхăнтарман – палăртнă. Кирлĕ мерăсем йышăнччăр тесе тĕрĕслев материалĕсене Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн специалисчĕсем Ешĕлвар хулин прокуратурине янă.
 
: 1029, Хаçат: 23 (909), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: