Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче кашни ялтах тенĕ пек ватă çынсене пăхакан социаллă ĕçченсем пур. Çакăн пек професси шутласа кăларса патшалăх питĕ тĕрĕс тунă. Пĕччен пурăнакан çынсемшĕн ку калама çук усăллă.
Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче те социаллă ĕçчен пур. Людмила Плотникова ватă çынсене сакăр çул пулăшса тăрать ĕнтĕ. Паянхи кун ун çинче сакăр çын: Лидия Яковлева, Ольга Тютина, Антонина Максимова, Елена Долгова, Николай Долгов, Галина Тютина, Венера Васиярова, Вера Максимова.
Малтанхи çулсенче ачасăр пĕччен çеç пурăнакан çынсене пăхтарма хушатчĕç. Халĕ вара ачисем пуррисене те пулăшма юрать. Ара, ачасем хуласене тухса кайнă та. Сăмахран, хĕлле вĕсен умĕнчи юра кам тасатмалла? Сакăр вуннăпа пыракан кинемие ку ĕç питĕ йывăр. Уйрăмах кăçал епле хӳсе кайнăччĕ те.
– Людмила Ильинична, эсир çак ĕçе мĕнле майпа пуçăнса кайрăр? – кăсăклантăм эпĕ.
– Манăн анне Лидия Яковлевăпа питĕ туслă. Ăна вăл пăхатчĕ. Унтан вара эпир яла таврăнтăмăр та эпĕ ăна пулăшма тытăнтăм. Çавна курса ыттисене те пăхса тăма сĕнчĕç, – тет социаллă ĕçчен.
Людмила Плотникова Раккасси ялĕнче çуралса ӳссе шкул хыççăн Шупашкар хулине кайнă пулнă. Унта çемье çавăрса, ачаллă пулса темиçе çул пурăннă хыççăн каялла яла таврăнать. Хут ĕçне те лайăх пĕлнине кура унăн нумай чух ял çыннисен, уйрăмах хăйĕн «аппăшĕсен», докуменчĕсемпе чупма тӳр килет. «Аппасем» тесе вăл, паллах, сакăр çул хушши пăхса тăракан кинемисене калать. Людмила ырă кăмăллă çын пулни калаçнинченех паллă. Ăна ял халăхĕ сума сăвать. Кӳршĕ-аршипе те килĕштерсе пурăнаççĕ.
Социаллă ĕçченсен ватăсем патне эрнере икĕ кун кăна каймалла иккен. Анчах та ун пек кăна пулмасть çав, вĕсем патне ытларах çитме тивет. Мĕн тăвăн? Кунта çамрăксем те юн пусăмĕ вылянипе нушаланаççĕ те, ват çынсен вара каламалли те çук. Социаллă ĕçченсен тем тума та вĕренме тӳр килет çав. Мĕнлерех эмелсем ĕçнине те сăнаса тăмалла, уколне те тумалла тата ыттине те питĕ нумай пĕлмелле.
– Çулла вĕсем урама, пахчана тухса уçăлкаласа çӳреççĕ. Хĕлле вара ниçта та тухайманнипе кичемленсе лараççĕ. Ун пек чухне вĕсемпе калаçма та çын кирлĕ. Вĕсем ĕçлеттересшĕнех те мар, чей ĕçсе калаçса ларнине кăмăллаççĕ, – каласа парать Людмила Ильинична. – «Сувар» хаçата та пурте çырăнса илеççĕ. Ăна та пĕрле вулатпăр. Теприн патне кайсан: «Эсĕ вуларăн-и-ха, «Суварта» çапла çырнăччĕ», – теççĕ.
Çапла Людмила Плотниковăн çичĕ киле çитме тивет. Эпĕ сакăр çынна пăхать тесе çырнăччĕ. Килĕ вара çиччĕ, мĕншĕн тесен Еленăпа Николай Долговсем – мăшăрсем. Çук, çиччĕ мар, саккăр. Хăй килне те шутлас пулать. Килте те ĕç нумай, паллах. Ĕни пăрулать, чĕппи чупкалать. Пурин патне те унăн çитме тивет. Кил-çурт мĕн тесен те хĕрарăм çинче.
Сире вара, Людмила Ильинична, профессиллĕ уявпа ăшшăн саламлатпăр. Малашне те пархатарлă ĕçре ĕçлемешкĕн çирĕп сывлăх сунатпăр.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: