Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕр çĕрĕ пĕтĕм чăваша хăй патне хăнана пуçтарчĕ – Ульяновск хулинче йăхташăмăрсем тахçанах кĕтекен Пĕтĕм Раççейри Акатуй иртрĕ. Чĕмпĕрсемшĕн иртнĕ эрне пуçламăшĕнченпех кашни кун уяв пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен июнĕн 1-мĕшĕнчен облаçра Чăваш культурин кунĕсем иртрĕç.
Эпир те, «Сувар» журналисчĕсем, шăматкун ир-ирех Ульяновск хулине çитрĕмĕр. Уяв иртекен вырăна шыраса тупасси йывăр пулмарĕ: Ульяновскра Хусанти пек пысăк автобуссем те çӳремеççĕ, пробкăсем те çук. Ир те, каç та пробкăсем витĕр çӳрекенскерсене, пире, çакă юмахри пек туйăнчĕ. Ку кăна та мар. Пыратпăр утса авалхи Чĕмпĕр урамĕпе, пăхатпăр – пĕтĕм çĕрте чăваш утать, чăваш чĕлхи илтĕнет, юрри янăрать, хамăр халăхăн илемлĕ тумĕ таçтан куçа илĕртет. Шупашкар артисчĕсем те çакăнтах çӳреççĕ. Уяв питĕ чаплă, вăйлă иртесси вăл пуçланичченех сисĕнчĕ.
Палăртнă вăхăтра В.И.Ленин ячĕллĕ тӳремре Эстонирен, Казахстанран, Пушкăртстанран, Оренбургран, Самартан, Тюменьрен, Красноярскран, Санкт-Петербургран, Саратовран, Тутарстанран, Чăваш Енрен тата чăвашсем пурăнакан ытти регионсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем алла-аллăн тытăнса вăйă картине тăчĕç. Чăваш тумĕллĕ çĕр-çĕр çын В.И.Ленин ячĕллĕ тӳремре юрă юрларĕ. Акатуй чăваш халăхĕн гимнĕпе – «Алран кайми» юрăпа пуçланчĕ. Унтан СССР халăх артистки Вера Кузьмина хăйĕн мăшăрĕн, пирĕн ентешĕн, чăваш халăх поэчĕн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине чуна тивмелле вуласа пачĕ. Шупашкартан килнĕ артистсем çур çул каяллах репетицисенче туптанă ташшисемпе савăнтарчĕç куракансене. Унччен те пулмарĕ – витререн тăкнă пек çумăр çума пуçларĕ. Куракансем кам зонт айне, кам çуртсен хӳттине пытанчĕç, хăшĕ-пĕри çумăр айĕнчех йĕпенсе тăчĕ. Артистсене шел пулчĕ – тăрри пур сцена çинче мар, уçă тӳпе айĕнчи тӳремре ташлаканскерсем темиçе минут хушшинчех йĕп-йĕпе пулчĕç, çапах та вĕсен сăнĕсем çинчен йăл кулă каймарĕ. Аçа çапнипе сасăпа музыка аппаратури ĕçлĕхрен тухсан та кĕвĕсĕрех ташласа пĕтерчĕç вĕсем. Çумăр çунă чух уйрăмах чăваш тумĕллĕ ачасене пурте шеллерĕç – пĕчĕкскерсем пуç тӳпинчен тытăнса ура тупанне çити йĕпеннипе сиксе чĕтрекен пулчĕç, çапах та хăйсен номерне вĕçне çитерчĕçех.
Каларăм ĕнтĕ, сасă аппаратури çумăра пула ĕçлеме пăрахрĕ. Çавăн пысăкăш тӳремре микрофон, колонкăсем ĕçлемеççĕ-тĕк, ним тума та çук. Уявăн хисеплĕ хăнисем – Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев сăмах та каласа ĕлкĕреймерĕç. Çумăрĕ вара чарăнма та шутламарĕ. Пухăннă халăх тăрсан-тăрсан килĕсене саланма пуçланипе уява малалла Правительство çуртĕнче тăсма шутларĕç йĕркелӳçĕсем.
Акатуй программине ертсе пыракансем, Шупашкартан килнĕ Чăваш телевиденийĕпе радио ĕçченĕсем Владимир Тимофеевпа Валентина Михайлова чи малтан Сергей Морозова сăмах пачĕç.
– Паян вăйлă çумăр çуни – ырă паллă, апла-тăк тыр-пул ăнса пулать кăçал, – терĕ пухăннисене саламланă май Сергей Иванович. – Акатуй – чи илемлĕ уявсенчен пĕри. Унра чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕ, хаваслăхĕ тата ăс-хакăлĕ лайăх курăнать. Вăл ĕçе вĕрентет, çĕршыва юратма хăнăхтарать. Федераци шайĕнчи пĕрремĕш Акатуй шăпах Чĕмпĕр çĕрĕ çинче иртни ахальтен мар. Çак уяв пирĕн ахаль те туслă халăхсене тата та çывăхлатасса шанатăп. Паян эпир тепĕр ырă йăлана – çакăн пек шайра Акатуй ирттерессине – пуçлатпăр. Çак уяв ытти регионсенче те вăйлă иртессе ĕненсе тăратăп.
– Акатуй пирĕн халăхшăн – ĕç мухтавĕн палли, вăл çĕре юратма, халăх йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентет. Çакнашкал мероприятисем ирттерни халăхсем хушшинчи туслăха та, ĕçлĕ хутшăнусене те çирĕплетет. Хальхи Акатуй – çĕр ĕçченĕн уявĕ çеç мар, пирĕн халăхăн йăли-йĕрки упранса аталаннин палли те, – терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев.
Уявăн чи савăнăçлă саманчĕсенчен пĕри патшалăх наградисене пани пулчĕ. Икĕ регион хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрне Чăваш Ен Президенчĕ «Чăваш Республикин умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медалĕпе наградăларĕ. Регионти ЧНКА председателĕ Владимир Сваев та çак наградăнах тивĕçрĕ. Ульяновск облаçĕн Халăх культурин центрĕн «Чăваш культурин центрĕ» филиалĕн ертӳçине Ираида Гавриловăна, облаçри чăвашсен «Канаш» хаçачĕн тĕп редакторне Николай Ларионова «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пачĕç. Мускаври паллă чăвашсем Анатолий Петров тата Валерий Шакин, Ульяновск Хула Думин председателĕн çумĕ Петр Столяров ЧР Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Ульяновск облаçĕ те патшалăх наградисемсĕр хăвармарĕ кӳршĕлле регион представителĕсене: Владимир Нагорнов скульптора Халăхсен туслăхĕн медалĕпе чысларĕç, Светлана Асамат поэт «Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» пулса тăчĕ.
Регионсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрин патне пушă алăпа çӳременни паллă ĕнтĕ: С.Морозов Чăваш патшалăх пукане театрне автомобиль парнелерĕ, М.Игнатьев Ульяновскри Халăх культурин центрне микроавтобус, хулари ача-пăча ут спорчĕн шкулне урхамах парса савăнтарчĕ. Çавăн пекех икĕ регион ертӳçисем малашне пĕрле ĕçлесси çинчен калакан Килĕшӳ çине алă пусрĕç.
Çумăр кунĕпех çурĕ пулин те, палăртнă мероприятисем йĕркеллех иртрĕç. Чылай паллă çын пурччĕ Акатуйра. Çав шутра Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, пирĕн çутта кăлараканăмăрăн И.Я.Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ Михаил Ефремов тата легендарлă дивизи командирĕн В.Чапаевăн кĕçĕн мăнукĕ Василиса Чапаева та.
Каласа хăварас килет: Ульяновскри Акатуй чăннипех халăх валли иртрĕ. Пысăк хăнасем те кунта халăх хушшинчех пулчĕç. Ак, тĕслĕхрен, ЧР Президенчĕпе Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ халăхпа пĕрлех çумăр айĕнче йĕпенсе тăчĕç, унтан залра та ытти чылай çĕрти пек сцена çинче мар, халăх хушшинче ларчĕç. Нумай чух ахаль халăх патшалăх влаçĕн представителĕсене хĕвел пек аякран çеç курать вĕт.
Пĕтĕмлетсе каласан, Ульяновскра иртнĕ Акатуя Раççейри 26 регионтан тата чикĕ леш енчи 4 çĕршывран делегацисем килнĕччĕ. Пурĕ 92 пултарулăх коллективĕ хутшăнчĕ. Кĕскен калас пулсан – çумăрпа йĕпентĕмĕр пулсан та, Акатуя ирттертĕмĕрех.
ÇАВРА СĔТЕЛ
«Венец» хăна çуртĕнчи конференц-залра Чĕмпĕре килнĕ делегацисен пуçлăхĕсем Раççейри чăваш диаспорин ĕçĕ-хĕлне сӳтсе яврĕç. Доклад тăвакансем ытларах ăçта мĕн чухлĕ чăваш пурăнса мĕн ĕçлени, иртекен мероприятисем çинчен каларĕç пулсан, Мускавран килнĕ хăна – РФ Регионсен аталанăвĕн министерствинчи Халăхсен хушшинчи хутшăнусен департаменчĕн пуçлăхĕ Александр Журавский: «Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче авалтанах тĕпленнĕ халăха ниепле те «диаспора» сăмахпа калама чĕлхе çаврăнмасть», – терĕ. Çакăн хыççăн кăна «çавра сĕтел» иртекен залра алă çупнисем илтĕнсе кайрĕç. Паянхи вăхăтра халăхсем хушшинчи килĕшӳлĕхе патшалăх енчен те тимлĕх ӳссе пыни савăнтарать. Ульяновскри чăвашсен Акатуйĕ – çакна çирĕплетекен пулăм.
Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Олег Прокопьев çывăх вăхăтра «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕ хăйĕн передачисене кăтартма пуçласси çинчен каларĕ. Сентябрьте пĕрремĕш кăларăмсем тухма пуçламалла. Малашне çак канал РФ Президенчĕ пуçарнипе пурнăçа кĕрекен мультиплекс программи тăрăх Федераллă текен цифрăлла каналĕсен пакетĕнче пуласса шанатпăр. Регионсенчи ертӳçĕсене пĕрле хутшăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Залра ларакансем çак хыпара та алă çупса йышăнчĕç.
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн ертӳçи Константин Яковлев пурне те июлĕн 3-мĕшĕнче иртекен Нурлатри Уява килсе курма йыхăрчĕ. Март уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Хусана килсе автономи хастарĕсемпе тĕл пулнине ырă пулăм пек хакларĕ. Çавăн пекех вăл вырăнсенчи наципе культура центрĕсене хăйсен ĕçне пуçлăхсемпе пĕрле хутшăнса илсе пыма чĕнсе каларĕ. Ун сăмахĕсемпе, Нурлатри Уява ирттерме пысăк укçа уйăрнă, хатĕрленӳ ĕçĕ пырать, пысăк хăнасем килмелле. Ку сăмахсем хыççăн та пухăннисем алă çупрĕç. Хăна-вĕрле – аван япала.
ПРАÇНИКСЕМ МАЛАШНЕ ТЕ ПУЛĔÇ
Чăваш халăх историне тата тепĕр паллă кун кĕрсе юлчĕ. Ульяновск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ пуçланиччен ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев скверĕнче мăшăрĕпе тата хĕрĕпе пĕрле палăк умне чечексем хучĕç. Чаплă мешехене çаплах Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Патшалăх Думинчи халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев тата Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Постамент çине Иван Яковлевăн: «Раççее шанăр, юратăр ăна, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ» сăмахĕсене çырса хунă.
Чечексем хунă хыççăн Сергей Морозовпа Михаил Игнатьев куçа-куçăн ларса калаçрĕç. Регионсен пуçлăхĕсем ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Унсăр пуçне тата Чăваш Республикин Президенчĕ тата Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ малашне те çакăн йышши мероприятисем ирттерсе кӳршĕсем хушшинче туслăх çирĕпрех пуласси çинчен калаçрĕç.
«УЯВ» ХĂНАСЕНЕ САВĂНТАРЧĔ
Ульяновск облаçĕнчи Чăваш культурин кунĕсен тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси.
Праçнике пĕтĕм Раççей регионĕсенчен тата ют çĕршывсенчен артистсем килсе халăха савăнтарчĕç. Тутарстанран та темиçе коллектив пынăччĕ. Сăмахран, Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкелĕнчи «Уяв» халăх ансамблĕ яланхи пек ытти фольклор ушкăнĕсенчен уйрăлса тăчĕ. Юррипе те, ташшипе те Ульяновск хулин хăнисене тĕлĕнтерчĕ. Пултараççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр.
Чăваш Республикин Президенчĕ те ашшĕ-амăш юрланă юрă-ташăсене юратни, чăваш фольклор ушкăнĕсене хисеплени питĕ паллă пулчĕ.
МЕДАЛЬСЕМПЕ ЧĂВАШ ЕН ПУЙРĔ
Праçникре çаплах чăваш спортсменĕсем медальсемпе питĕ пуян тухăç пуçтарса илчĕç. Акатуй, паллах, спорт вăййисемсĕр те иртмест. Кунта та кире пуканĕ йăтассипе кĕрешӳ ăмăртăвĕ ирттерчĕç. Медальсене пуçтарса илекенсем вара пĕтĕмпех Чăваш Ен спортсменĕсем пулчĕç.
Çапла кире пуканĕ спорчĕпе вĕсем тăхăр медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче Раççей рекордсменки Екатерина Козлова çĕнтерӳçе тухрĕ. Катя 16 килограмлă кире пуканне 241 хут çĕклерĕ. «Бронза» вара унăн юлташне Вера Николаевăна лекрĕ. Вăл 141 хут çĕклеме пултарчĕ. Арçынсен хушшинче вара виçе категорийĕпе илсен 75 килограмлисем хушшинче Сергей Соловьев çĕнтерчĕ. 90 килограмлă спортсменсенчен Евгений Кочетковпа танлашаканни пулмарĕ. Çак ăмăртăва пĕтĕмĕшле 100 çын хутшăнчĕ.
Чи интересли вара яланхи пек – кĕрешӳ. Урамра витрелетсе çумăр çунине кура çак ăмăрту «Динамо» спорт комплексĕнче иртрĕ. Кунта Раççейĕн 150 чи вăйлă кĕрешӳçи хутшăнчĕ. Тăхăр регион спортсменĕсем кĕрешнине сăнама май пулчĕ.
Кунта та Чăваш Ен малалла. Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче çуралса ӳснĕ Денис Семенов Акатуйăн тĕп призне – «Лада 2107» автомобиле – çĕнсе илчĕ.
ШУХĂШСЕМ
Уявсем тăрăх çӳреме юрататпăр çав эпир, хамăрăн ачасене (халăхăн пуласлăхне) чăвашла калаçма вĕрентеймесен те, чăваш шкулĕсене хупнине хирĕç нимĕн те тăваймасан та, кăкăр шаккаса, чăвашлăхпа çыхăнман пур-çук тивĕçсене ума кăларса тăратса, хамăра патриотсен шутне (ретне, списокне) кĕртсе ыттисем умĕнче «хастарлăх кăтартма» васкатпăр… Мĕн пуррине упраймасăр пурăнни мар, мĕн çуккине пур тесе кăтартма тăрăшни эрлентерет. Ку вăл малалла талпăнни мар, каялла чакаракан утăм. Çавăнпа та «за сохранение и развитие чувашской культуры» тесе Тав çырăвĕ çыриччен шухăшлас пулать вĕсене хатĕрлекенсен. Аталану – питĕ иккĕленӳллĕ, уйрăмах хуласенче. Çакна пула сцена çинчен пикесем тăхăнмалли тухьясене уртса янă карчамассен хĕр юрри юрлама тивет те. Кама улталатпăр, тăванăмăрсем? Хамăрах… Тутарстан Президенчĕ çакнашкал пулăма «мнимое благополучие» тесе питлет. Инноваци вырăнне имитаци пулса тухать. Хăçанччен тытăнса тăраятпăр эпир кун пек? Паллă мар... Хăшĕ-пĕрисем çакăнпа усă кураççĕ те: «Ман ĕмĕре çитет, кайран хăть шыв илтĕр». ЮНЕСКО палăртнă та унта пилĕк ăру чухлĕ юлнă пурăнма чĕлхене тесе, те пулать ун пек, те çук... Мĕн иккĕленмелли? Ачасем йĕркеллĕ пĕлмеççĕ вĕт хамăрла калаçма… Аслă ăрусем умĕнче тунă çакнашкал çылăха Акатуйри пек çумăр та çуса тасатаймĕ. Глобализаци чăваш чĕлхине, ун витĕр культурине те хаяррăн аркатса пыракан лару-тăру çине витĕм кӳреймен е пачах та кӳрес темен çынсем нумайланчĕç пирĕн хушăра. Кăтартулăхпа сапăрскеррисем Чĕмпĕрти «Актуальные вопросы сохранения и развития самобытности чувашского народа» ятлă çавра сĕтелте те нумайăнччĕ. Çавăнпа ăна ирттернин уссине (КПД) ытлашши пысăка хурса хаклама иртерех-тĕр. Пухăнма пухăнтăмăр – ĕçне тăваймарăмăр… Ĕçке килнĕ çынна ĕçлеттереетн-и эс? Вăл ташлас-юрлас шухăшлă. Пуян та мăнаçлă чăваш культури тĕп республика тулашĕнче юрă-ташă шайĕнчен хăçан çĕкленĕ-ши?..
ЭРЕХСĔР
Сăмах май, ĕçкĕ-çикĕ çинчен. Кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе шăматкун тата вырсарникун эрех сутмаççĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче. Сергей Морозова чыс та мухтав куншăн, юлашки çул облаçра ытларах ачасем çуралма пуçланă теççĕ. Маларах çыртăмăр ĕнтĕ, Акатуй кунĕ вăйлă çумăр сехечĕ-сехечĕпе çуса мĕн пур уява килнĕ çынна йĕп-йĕпе турĕ. Анчах «ăшăнас» текенсен вĕри чейпе кăна çырлахма тиврĕ. Ӳсĕр çапкаланса çӳрекенсене те асăрхама пулмарĕ чăваш культурин уявĕнче. Урă праçник хăшĕсене кăмăлне каймарĕ пулин те, вăл тирпейĕпе илемлĕ пулчĕ. Шел, çумăр мĕн пур плана улăштарчĕ. Мĕн аптăрамалли? Кун пекки вăл нумайлăха асра юлать!
Хула варринчи Ленин лапамĕнче уяв чăннипех курăнчĕ – темиçе сцена йĕркеленĕ, облаçри кашни район хăй стендне илемлетнĕ, курма килекенсене тараватлăн кĕтсе илеççĕ, çăкăр-тăварпа хăналаççĕ. Чăваш эрешĕ кашни кĕтесре. Ирĕксĕрех шухăша путатăн: революционерсен малтанхи шухăшĕпе чăвашсен тĕп хули Чĕмпĕрте пулнă пулсан, капăрлăхĕпе вăл Шупашкартан кая пулмастчĕ пулĕ. Çапах Чĕмпĕр яланлăхах пирĕншĕн чăваш вĕрентĕвĕн сăпки пулса юлать.
ЙĔП-ЙĔПЕ
Кун пекки пулĕ тесе, паллах, никам та шутламан Ульяновскра. Акатуя пухăннă юрăçсемпе ташăçсем тĕп лапама вырнаçса кăна тухрĕç – «çӳлти канцеляри» пăккине уçрĕ те. Юрлама мар, çăвара уçма та памасть чарăнмасăр шăпăртатакан çумăр. Çак кун Акатуй ăмăртăвĕсене кураймăпăр ĕнтĕ тесе хурланнăччĕ, анчах ун пек пулмарĕ. Атăл хĕрринчен «Венец» хăна çурчĕ енне чăваш тумĕллĕ çынсем еплерех хăвăртлăхпа вĕçтернине курсанччĕ эсир! Шел, хамăр та, фотоаппарат та витĕр йĕпеннипе кадр тăвасси пулмарĕ. Витрелетсе çăвакан вăйлă çумăр чарăнма шутламасть те. Ун çумне тата сивĕ çилĕ хушăнса пырать…
Ваттисем çут çанталăкпа тавлашма хушман. Элкелĕнчи Уявра çумăр çурĕ, Чĕмпĕрти Акатуйра та çумăр çурĕ. Элметри Учӳка ятарласа çумăр çутăр тесе ирттернине пĕлетпĕр. Çитеет-ши çĕрти нӳрĕк калчасене ӳсме?..
 
: 1030, Хаçат: 23 (909), Категори: Пĕтĕм Раççейри Акатуй – 2011

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: