Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мензелинскри аэроклуб 2010 çулта парашют спорчĕпе тĕнче чемпионатне ирттернĕ хыççăн вертолет спорчĕпе Раççей кубокне ирттерчĕ. Сывлăшри ăмăртăва Мускав, Саратов, Сызрань, Самар хулисенчи спортсменсем Ми-2 тата «Robinson-R44» вĕçев машинисемпе хутшăннă. Июнĕн 11-13-мĕшĕсенче çак аэроклубра ушкăнпа парашютпа сикессипе Раççей Кубокĕн 3-мĕш тапхăрĕ, Тутарстан Кубокĕн 8-мĕш тапхăрĕ иртеççĕ.
Июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйĕ иртет. Унта Раççейри 20 регионран 500 ытла делегат килмелле. Уяв валли виçĕ сцена хатĕрлеççĕ, кĕрешӳ вырăнĕ тата ипподром. Чăваш Енри Сабантуя Тутарстанран Нурлат районĕ хутшăнать.
Рустам Минниханов Президентăн Указĕпе килĕшӳллĕн ТР Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствă на аталантаракан комитетран ТР Инвестицилле аталану агентствине туса хунă. Малтанхи структурăн ертӳçи Линар Якупов та çĕнĕ организацие пуçлăх пек куçнă.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче студентсемпе çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшакан Республикăри студотрядсен центрĕн телефонĕ (843) 231-82-25. Унпа шăнкăравласа Тутарстанри районсемпе хуласенче ваканси пурри çинчен ыйтса пĕлме пулать. Çулла республикăра пурĕ 93 студент отрячĕ ĕçлĕ.
Республикăри Шалти ĕçсен министерстви ирттерекен «Сыв пул, пăшал» акци июнĕн 10-мĕшĕнче вĕçленет. Унпа килĕшӳллĕн, çынсем хăйсенче пур хĕç-пăшала е çар хатĕрĕсене кирлĕ документсемсĕрех çывăхри полици уйрăмне леçсе пама пултараççĕ. Патшалăх вĕсемшĕн сахал мар укçа тӳлет. 1995 çултанпа тутарстансем хăйсен ирĕкĕпе 23 гранатомет, 3 пулемет, 48 автомат, 18267 сунар пăшалĕ, 1075 обрез, 580 граната тата ытти пăшала йĕрке хуралçисене леçсе панă.
Çĕпрел районĕнчи чăвашсен Акатуйĕ июнĕн 12-мĕшĕнче Хулаçырми ялĕнче 10 сехетре пуçланать. Çак кунах Анатолий Чебанов çырнă «Çĕпрел чăвашĕсем» историпе этнографи очеркĕн презентацийĕ те иртĕ.
 
: 883, Хаçат: 23 (909), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: