Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ
ЛАШАСЕНЕ ПĂХНИ
Çуллахи каникулта Ванюкпа Санюк лаша фермине ĕçлеме çӳренĕ. Вĕсене унта Ваçлей мучи лашасене еплерех пăхни килĕшнĕ. Малтанхи кунсенче ачасене йывăртарах пулнă. Тислĕк хырса тасатмалла, лашасене апатлантармалла, унтан вара хире хăваласа тухмалла пулнă. Ачасем аптраса ӳкмен. Ваçлей мучие те канăçлăрах пулнă.
Пĕррехинче каçхине лаша вити патне кашкăр пырса тухнă. Ачасем лаша витинчех çĕр выртма юлнă пулнă. Сасартăк лашасем хартлатма, тулхăрма тытăннă. Тапăртатаççĕ кăна, ним тума та çук. Ванюкпа Санюк кашкăртан хăраççĕ пулсан та пĕр-пĕрин умĕнче кăтартмаççĕ хăйсем епле хăраса ӳкнине. Нумай та вăхăт иртмест, хайхи Ванюкпа Санюк таçтан патак çумне çĕтĕк чĕркесе çыхаççĕ те сăмалапа варалаççĕ. Унтан вут чĕртсе тухаççĕ лаша вити умне кашкăра хăратма. Кашкăр малтанах ачасем çине сикме хатĕрленет. Анчах пĕр енчен Ванюк, тепĕр енчен Санюк вутпа хăратса ярать кашкăра. Ирхине бригадир лаша фермине пырса тухать. Ачасене чун-чĕререн тав туса мухтать. Бригадир сунарçăсене пуçтарса вăрмана ертсе каять. Кашкăра та персе лектерет. Ачасем пулман пулсан лаша фермине те, Ваçлей мучие те кансĕр пулнă пулĕччĕ.
Валентина РОДНОВА.
4-мĕш класс.
 
ЧУХĂН СТАРИК
Пурăннă тет пĕр пĕчĕк пӳртре Мирун ятлă старик. Унăн пĕр ватă ĕнипе кивĕ витисĕр пуçне нимĕн те пулман, çав хатер чухăн пурăннă. Укçи-тенки те çитсе пыман. Пĕррехинче вăл ĕçлеме кайма шухăш тытнă. Шухăшланă-шухăшланă та çапла каланă: «Ман ĕнерен усси пулмарĕ, çавăнпа лаша илес. Унпа эпĕ ĕçе çӳрĕп, хам валли укçа тăвăп. Вăл мана тиха парнелĕ. Çав тихана сутсассăн, укçа-тенкĕллĕ пулăп». Пĕр илемлĕ кун старик пасара ĕнине сутма кайнă. Ĕнине сутса хăйĕн валли хитре, самăр лаша туяннă. Çав самантран Мирун мĕн пур йывăр ĕçсене лашапа ĕçленĕ. Ытти çынсене те пулăшнă. Нумаях та вăхăт иртмен, старикĕн лаши хăмласа та панă. Вăл тĕлĕннипе кăшкăрсах янă: «Акă ман патăма та мул çитрех иккен!» – тенĕ. Тихи хура куçлă, чиперкке çуралнă. Мĕн пур ял çынни тĕлĕнсе кайнă. Çапла старикĕн тихи те майĕпен пысăкланнă. Вăхăт та малалла шунă. Хĕлле те çывхарса çитнĕ. Шурă юр пĕрчисем пĕтĕм тĕнчене шурă кавирпе витсе хупланă. Мирун лашана кӳлсе вăрмана вутă хатĕрлеме çӳренĕ, тихи те амăшĕнчен пĕртте юлман. Сиккипе чупса пынă. Старик, вăрманта кунĕпе ĕçленĕскер, питĕ ывăннă, ĕшеннĕ. Пĕр каçхине питĕ хытă ыйха путнă. Кăмакинчен кăмрăк ӳксе урайне хыпса илнĕ. Çулăмĕ çӳлелле хăпарса, пӳрчĕ çунма пуçланă. Хăй вăл хытă ыйха путнăскер, нимĕн те туйман. Çак инкеке тиха сиссе ĕлкĕрнĕ. Вăл картине çĕмĕрсе сиксе тухнă та старике çунакан пӳртрен хăтарнă. Сасăпа лаши те тухнă. Çапла тиха хăйĕн хуçине çăлса хăварнă. Çынсем вара пĕрисем юр, теприсем шыв сапса çуртне сӳнтернĕ. Ял çыннисем пурте тихаран тĕлĕннĕ. Çапла пирĕн пурнăçра ĕмĕртен, авалтан лаша хăвачĕ, чысĕ чи малта тăрать. Тус-тăванăм, çакна эс ан ман: пуç тайса хисепле лашапа тихана.
Ангелина АРТЕМЬЕВА.
4-мĕш класс.
 
: 924, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: