Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Петĕрпе Хĕветĕр – пĕртăвансем. Асли, Петĕр, пиллĕк тултарнă ĕнтĕ. Шăллĕ тăватта кайнă. Туслă, лайăх ачасемех темелле. Кунĕпе пĕрле выляççĕ, пĕр вырăн çинчех выртса çывăраççĕ. Çук çав, яланах килĕшӳ пулмасть тăвансем хушшинче. Пур-çукшăнах хирĕçсе, унтан та ытларах, тытăçсах каяççĕ тепĕр чух. Ак паян та урайĕнче чиперех выляканскерсем темĕн пайлаймарĕç пулас.
– Пар ман машинăна! – пиччĕшне тапăнчĕ кĕçĕнни.
– Хамăн ку! – тавăрать Петĕр. – Хуларан аппа илсе килсе пани. Виç урапалли, симĕсси санăн.
– Пĕр кустăрмине ма кăларса илтĕн? – шăртланнăçемĕн шăртланать Хĕветĕр.
– Кустăрма шăтрĕ-ха тесе ĕнер ху каларăн вĕт. Мантăн-им?
– Эс ху кăларнă, – хăйĕннех перет лешĕ.
Пуçланчĕ вара!
– Хăп ман çумран! – терĕ те Петĕр шăллĕне ик аллипех кăкăрĕнчен тĕкрĕ, лешĕ кавир çине месерле шанках йăванса кайрĕ. Çук, макăрма шутламарĕ те ача. Ик алли çине таянса çĕкленчĕ те пиччĕшне çӳçрен çулса илчĕ.
– Чарăнатăр-и паян?! – сиксе тухрĕ кухньăран апат патĕнче тăрмашакан амăшĕ. – Тупата, лектеретĕп-ха иксĕре те.
– Ан чар, кин, ан чар. Çапăçчăр атя, – сăмах хушрĕ диван çинче канса ларакан аслашшĕ, – халь çапăçаççĕ-ха, кайран, ӳссе çитсен, пĕр-пĕрне кураймĕç те…
– Ма апла калан, асатте? – тĕркĕшме чарăнсах аслашшĕ çине пăхрĕç Петĕрпе Хĕветĕр.
– Эсир çапăçнине пăхса ларса тахçан анне калани аса килчĕ, – майĕпен калаçрĕ ватти. – Мĕтри ятлă тете пурччĕ ман. Тепĕр чухне эпир те пĕр теттешĕн е сăмахшăн çапăçсах каяттăмăр. Анне вара: «Эй, ачасем, халь çапăçатăр-ха, кайран пĕрне-пĕри кураймăр та», – тетчĕ. Тĕрĕсех пулчĕ анне калани. Мĕтри тете вăрçăран таврăнаймарĕ… Пĕрре кăна калаçа-калаçа сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларасчĕ те çав.
Аслашшĕ пуçне усрĕ те тек пĕр сăмах та шарламарĕ. Петĕрпе Хĕветĕр темĕн ăнланнă пек пулса иккĕшĕ те аслашшĕн ик енне диван çине пырса ларчĕç.
 
: 937, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: