Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ертӳçĕ. Паян пирĕн шкулта уяв. Кунта уйрăмах пултаруллă ачасем пуçтарăннă. Эпир вĕсен çиçĕмле хăвăрт шухăшлавне курса тĕлĕнĕпĕр. Сывлăх сунатпăр!
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ. Паянхи вăййа шăпах унăн пултарулăхне халаллатпăр. («Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă).
Халĕ ĕнтĕ çăлтăр вăййине хутшăнакансемпе паллашма вăхăт çитрĕ. Çăлтăр ачисем, сире вырăнăрсене йышăнма ыйтатпăр. (Ачасем тухаççĕ).
Çăлтăр ачисем, сире пурне те ăнăçу сунатпăр. Пĕрремĕш тур пуçлатпăр.
Çак хут листи çинче эсир ултă ят куратăр: 1. Таня; 2. Командир; 3. Таня амăшĕ; 4. Шурик; 5. Нимĕç офицерĕ; 6. Праски.
Вĕсен кашнин хăйĕн номерĕ пур. Чи малтанах асăннă ятсем Петĕр Хусанкай çырнă «Таня» поэмăра тĕл пулаççĕ. Малалла вара çăлтăр ачисене валли ĕç. Эпĕ сире тăватă ыйтăва хуравлама сĕнетĕп. Ыйтăвĕсене халь çеç аса илнĕ поэма тăрăх йĕркеленĕ. Тĕрĕс хуравлас тесен сирĕн çав ят миçемĕш номерпе тăнине кăтартмалла.
1. «Ăçтисем пулатăн эс?
Аçу-аннӳ пур-и сан?» (6)
2. «Эй, юлташсем! Мĕскер хавассăр
Пăхатăр пит. Хăюллăрах!
Кĕрешĕр, çапăçăр, çунтарăр
Фашистсене йĕри-тавра!» (1)
3. «Кам эсĕ? Чăн ятăр мĕнле?
Чăн штабăр ăçта?» (5)
4. «Ан йĕрсем,
Ан кулян, анне,
Астăватăн-тăр, манман-тăр
Ху каланине» (1)
Ертӳçĕ. Чи малтанах вăййа килнĕ ачасемпе выляса илетпĕр. Мĕнле чăваш сăмахĕнче пĕр сăмахра юнашар виçĕ е (сас палли) çыраççĕ? (Тееетпĕр).
Ертӳçĕ. Çăлтăр ачисем канса илчĕç пулĕ. Иккĕмĕш тур пуçлатпăр-и?
Хисеплĕ тусăмăрсем! «КАПМАР» сăмаха эсир мĕнле ăнланатăр?
Панă сăмахри сас паллисемпе усă курса тĕлĕнтермĕш сăмахсем тумалла, вĕсене сулахайран сылтăмалла е сылтăмран сулахаялла вуласан пĕр пек (е расна) сăмахсем пулччăр (ама, ака, ара).
Эпир сирĕнпе «кутамкалла» выльăпăр.
(Зала икĕ ача кĕреççĕ, вĕсем кутамккана аран-аран йăтаççĕ, çĕклемĕ йывăррипе пулас).
Çак кутамккара – тетте. Эсир пурте унпа выляма юрататăр. Кам тĕрĕс пĕлет, теттене çавна паратпăр. (Кутамккара – хăмпă).
Ертӳçĕ. Çăлтăр ачисем, сирĕн халĕ чăваш çыравçисен ячĕсене аса илес пулать. Кашни тĕрĕс хуравшăн пĕрер утăм малалла куçма ирĕк паратпăр.
Эсĕ иккĕмĕш турта мала тухрăн. Сана «арчалла» выляма сĕнетпĕр. Умăнта икĕ арча, вĕсенче кашнинчех сана валли кучченеç пур. Хăшне тутанса пăхас килет?
Мĕнле кучченеçе юратарах параççĕ-ши ачасем? Пылаккипе йӳççине, тăварлипе тăварсăррине сĕнсе пăхсан мĕнле-ши? Аçăр-аннĕртен вăрттăн симĕс панулми татса çиместĕрччĕ-и? Урамра сахăр песокĕ сапнă çăкăр чĕлли сахал çинĕ-и?
Ертӳçĕ. Виççĕмĕш тур пуçлатпăр. Чăваш поэчĕсене аса илер-ха: 1. А.Кăлкан; 2. П.Хусанкай; 3. К.Иванов; 4. А.Ĕçхĕл; 5. Н.Шелепи.
Çак сăвă йĕркисене кам произведенийĕнчен илнĕ?
1. «Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?» (4)
2. «Мускав урамĕнче плакат:
«Атьсемĕр! Хыçăмăр – Мускав-çке!»
Урам чулне такан шаккать,
Салтак çынсем тапса пусаççĕ». (2)
3. «Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ӳсет.
Аслă Силпи ялĕнче,
Нарспи ятлă хĕр ӳсет». (3)
4. «Ват кашкăр кĕтĕве пырса
Каять пĕр сурăха йăтса.
Мулкач курать те катаран:
«Эй, тытăр, тытăр çав вăрра,
Ăна ответ тыттармалла…» (1)
Ертӳçĕ. Финала çаксем тухрĕç (ачасене ятран асăнать). Пирĕн çĕнтерӳçе палăртмалла.
П. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввинче «кĕнекеçĕсем» сăмах пур. Мĕне пĕлтерет-ши çак сăмах? (Чăваш халăх историне, çырулăхне, культурине, сăмахлăхне, искусствине тĕпчекен ăслăлăх çыннисем).
Акă сире валли сăмах – «кĕнекеçĕ». Çак сăмахри сас паллисемпе усă курса урăх сăмахсем тумалла. Манăн вун виçĕ сăмах пулчĕ. Эсир ытларах тупаймăр-ши? (Кĕнеке, ĕне, çенĕк, кĕçĕн, ĕçкĕ, çĕнĕ, ен, ĕнĕк, кĕçĕ, енĕç, çĕкĕ, кĕç, ĕçекен).
 
: 1104, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: