Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Библиотекăсенче вуламалли кĕнеке çителĕклĕ тенине пĕлсен питĕ савăнтарать. Кун пеккине, паллах, пĕтĕм çĕртех тĕл пулаймастăн.
Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕн библиотекинче вара çак сăмахсене илтме тӳр килчĕ.
Вунă çул ытла библиотекарь пулса ĕçлекен Галина Круглова вулакансемпе питĕ кăмăллă. Кĕнекесемпе питĕ нумай çын кăсăкланать. Уйрăмах шкул ачисем тухма пĕлмеççĕ çак «пуян» вырăнтан. Тĕрĕссипе каласан, библиотекăшăн пӳлĕм пысăках мар. Апла пулсан та унта 8 пин кĕнеке çӳлĕксем çине вырнаçнă.
– Пире яланах çĕнĕ кĕнекесем кӳрсе тăраççĕ. Уйрăмах чăваш кĕнекисене кашни çулах Шупашкарти Тĕп библиотекăран ярса параççĕ, – тет Галина Васильевна кĕнекесем çине тĕллесе кăтартса.
Кĕнеке пӳлĕмĕ пĕтĕмпех хуçа мĕнлерех пулнинчен килет. Кунта вара питĕ хăтлă. Ытлашши нимĕн те çук. Çынсене кĕнеке тытса пăхса тухмашкăн лармалли сĕтел-пуканĕ те питĕ чипер кăна. Ун хушшине манăн та ларса пăхас килчĕ.
Галина Васильевна çав асăннă сакăр пин кĕнекен кашнин вырăнне пĕлет. Кирек мĕнле литература ыйтсан та, час кăна тупса парать.
– Кĕнекесене киле нумая парса яратăр-и? – кăсăклантăм эпĕ.
– Аслисене 10 куна, ачасене икĕ эрнене парăнать, – тет библиотекарь. – Э, вĕсем унччен тытмаççĕ те, маларах илсе килсе улăштарса каяççĕ.
– Хăш вăхăталла вулакансен шучĕ нумайрах?
– Шкул ачисем сентябрьтех чупкалама тытăнаççĕ. Аслăраххисем вара пахча ĕçĕсене пĕтерсен, кун вăрăмлансан ытларах килеççĕ.
– Мĕн çинчен вулама юратать ял халăхĕ?
– Тĕрлĕ енлĕ. Арçынсен пĕр интерес, хĕрарăмсен тата урăххи. Ачасем вара шкул программипе çыхăннисене нумай чух илеççĕ.
– Чи «ватă» кĕнеке хăш çулти? Пĕлме пулать-и?
– Пулать, паллах. Пирĕн библиотекăра чи «ваттисенчен» 1954 çулта пичетленни шутланать.
Ĕç кунĕ вĕçленсе пынине кура, шел пулин те, вулакансемпе калаçма май пулмарĕ. Шкул ачисем те вĕренӳ çулĕ вĕçленнипе савăнса кĕнекесем патне пыма васкамаççĕ-ха. Канччăр. Ача чух кану вăхăчĕпе киленсе юлмалла.
 
: 995, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: