Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хамăр ентешĕмĕр Н.И.Полоруссов-Шеле пи çуралнăранпа 130 çул çитнине палăртса Беловка ялĕнче пысăк уяв ирттерчĕç.
Уява ертсе пыракансем Т.Бульбовăпа О.Пименова сцена çине тухса Н.Полоруссов-Шелепи н ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Вĕренекенсем çав вăхăтра ентешĕн сăввисене каларĕç. Поэт хăйĕн хайлавĕсене («Çамрăксем улăха», «Авал патша пур чухне», «Чĕнетĕп» тата ытти те) историпе çыхăнтарса çырнă. Çавăнпа та сăвăсене итленĕ май куракансем хамăр тавралăхăн иртнĕ пурнăçне аса илчĕç пулмалла. Нумайăшĕ шухăша путни курăнчĕ.
Николай Иванович пысăккисем валли кăна мар, пĕчĕккисем валли те çырма манман. Беловкăри шкул вĕрентекенĕсем О.Пименова, Е.Кожеманова, Л.Гаврилова, Т.Бульбова урокра та, уроксем хыççăн та ачасене Шелепин сăввисемпе паллаштарчĕç. Сăвă тата ӳкерчĕк конкурсĕсене ирттерчĕç. Сăвă конкурсне хутшăннă ачасем «Шелепин чĕкеçĕ» евĕр сцена çине хăпарса сăвăсене вуласа пачĕç. Беловкăри Культура çурчĕн (пуçлăхĕ Т.Андреева) ĕçченĕсем поэтăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрларĕç.
Тăваттăмĕш класс вĕренекенĕсем (вĕрентекенĕ – Л.Гаврилова) Шелепи çырнă юмахăн пĕр пайне выляса кăтартрĕç. «Кушак», «автан», «тилĕ» тумĕсене хăйсемех хатĕрленĕ. Юмаха чăн-чăн артистсем выляса пачĕç тейĕн, питĕ интереслĕ пулчĕ.
Уявăн пĕрремĕш пайĕ Шелепи пире тăван чĕлхемĕре хӳтĕлеме, ăна юратма халалласа çырнă «Çул курки» сăвăпа вĕçленчĕ.
Малалла Культура çурчĕн ĕçченĕсем Т.Андреева, С.Уланов хатĕрленĕ концерт пуçланчĕ. Концертра ялти çамрăксем чăваш халăх юррисене, такмакĕсене шăрантарчĕç, чăваш ташшисене ташларĕç.
Куракансем ял артисчĕсене сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç.
Пархатарлă кун-çул, ырă ĕç нихçан та йĕрсĕр çухалмаççĕ. Хамăрăн чаплă ентешĕмĕрĕн Николай Ивановичăн мухтавлă ятне хăй ĕмĕтленнĕ пек, нихçан та манмăпăр, яланах асра тытăпăр.
 
: 1048, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: