Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкул пĕтерекенсем çак кунсенче хĕрсех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытаççĕ. Хăш-пĕр экзамен хыçра ĕнтĕ, хăшне ак-ак памалла. Мĕн чухлĕ шухăш халь пуçра 11-мĕш класс пĕтерекенсен… ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсене çийĕнчех пĕлтерменни пушшех хумхантарать…
Аксу районĕнчи Емелькино шкулĕнчен те çак уйăхра 19 çамрăк пурнăçăн аслă çулĕ çине тухса каять. Емелькинăпа Çĕмĕртлĕ ачисем вун пĕр çул кунта утнă, Унтакшăпа çĕньялсем 5-мĕш класран пуçласа. Ачаран пĕрле вĕренсе пĕр çемьери пек туслашса çитнĕскерсене пĕр-пĕринпе, вĕрентекенсемпе, шкулпа уйрăлмашкăн çав тери йывăр. Тата темиçе кун – унтан шыраса туп вĕсене, кам ăçта…
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пирки тем каласа хăратаççĕ пулин те Емелькино шкулĕнче 11-мĕш класс пĕтерекенсем хăйсене шанчăклă туяççĕ.
– Пире вĕрентекенсем питĕ тĕплĕн хатĕрлерĕç экзаменсене, тавах вĕсене пурне те! – тет кĕç-вĕç шкул пĕтерекен Юлия Петрова.
Хальлĕхе хĕрсемпе каччăсен пуçĕнче пĕр шухăш: экзаменсенче кирлĕ чухлĕ балл пухса алла аттестат илесчĕ, тахçанах ĕмĕтленекен çĕре вĕренме кĕресчĕ.
Ăнăçу сунатпăр, ырă çул сире, шкултан вĕренсе тухакансем!
 
: 1154, Хаçат: 22 (908), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: