Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТРАНСПОРТ ÇĔНĔ ЙЫШШИ МАШИНА
Раççей рынокĕ валли ятарласа SOLLERS компани хатĕрленĕ «Аварийная ремонтная служба» FIAT Ducato автомобиле çак кунсенче Санкт-Петербургри «РосГазЭкспо» куравне тăратнă.
Çĕнĕ автомобиле, FIAT Ducato Combi тиевпе пассажир никĕсĕпе тунăскере, тата «ДУНАРУС» гидравлика оборудованипе пуянлатнă. Çак машина питĕ универсаллă. Унпа малашне газпа шыв объекчĕсене тата ытти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсене тунă çĕрте ĕçлеме пулать.
САВĂНТАРАКАН ХЫПАР
Кăçал 4 уйăхра кăна «Казань» аэропортра пассажирсен шучĕ 18,5 процент таран ӳснĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтрипе танлаштарсан 264303 çын нумайрах шутланать. Раççей тăрăх çӳрекен пассажирсем кăна 169415 çын, ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 23,2 процент нумайрах. Тĕнчене тухса каякансем те сахал мар, 94888 пин пассажир. Пĕлтĕр 11 процент сахалрах пулнă.
Самолечĕсем те кăçал нумайрах тӳпене хăпарнă.
2011 çулхи апрель уйăхĕнче халăх питĕ нумай тĕнче тăрăх çӳренĕ-мĕн. 81873 пассажир аэропорт вокзалĕнчен билет туянса самолет çине ларнă.
Кăçал тата «Казань» аэропортра çĕнĕлĕх, «Континент» авиакомпани çĕнĕ маршрут уçнă. Халĕ Норильск-Хусан-Чулх ула маршрутпа та усă курма пулать. Çаплах «Тулпар-Эйр» авиакомпани Норильск-Ĕпхӳ-Хусан рейспа та самолет вĕçтерме пуçланă.
Ку питĕ савăнтарать. Мĕншĕн тесен, çак ĕмĕре кĕнĕренпе Ĕпхĕве самолет вĕçместчĕ. Хусан-Ĕпхӳ поездне те ик-виç çул каялла çӳреме чарчĕç. Çавăнпа та кӳршĕ республика çыннисем халĕ ним мар Хусана вĕçсе çитĕç.
 
: 928, Хаçат: 22 (908)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: