Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта пурăнакан театра юратакансемшĕн çак эрнери кашни кунах уяв пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен республикăмăрăн тĕп хулинче тунтикунтан пуçласа паянчченех тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен X «Науруз» фестивалĕ пычĕ. Кашни кун Хусанти тĕрлĕ театрсенче 5-9 спектакль иртрĕ.
«Науруз» майăн 30-мĕшĕнче тĕп хулари Г.Камал ячĕллĕ Тутар академи драма театрĕ умĕнчи тӳремре чаплăн уçăлчĕ. Унта тĕрĕк халăхĕсен культурипе интересленекен çĕр-çĕр Хусан çынни тата хăнасем пуçтарăннăччĕ. ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та фестивале уçнă çĕре хутшăнчĕ. «Вуннăмĕш фестиваль Хусанта иртни Тутарстаншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хусан хăнасене йышăнма юратать, çакăнта паян вăтăр ытла коллектив пуçтарăннăшăн эпир çав тери хавас», – терĕ Рустам Нургалиевич «Науруза» хутшăнакансене саламланă май.
Г.Камал театрĕ умĕнчи праçнике кăçал Раççей халăх артистки, якутсен чи лайăх актрисисенчен, юрăçисенчен пĕри Степанида Борисова та хутшăнчĕ. Пыр тĕпĕпе ун пек ăста юрлакансем халь çĕршывра та сахал, çавăнпа та вăл фестивалĕн кĕтнĕ хăни. Çавăн пекех «Науруза» уçнă çĕрте Азербайджанран килнĕ артистсем мугама искусствипе тĕлĕнтерчĕç, курай калакан пушкăртсем, Тываран çитнĕ хăйне евĕрлĕ юрăçсем те куракансене тыткăна илчĕç.
X юбилейлă «Науруз» 550 яхăн артистпа хăна пуçтарчĕ. Хусана Японирен, Германирен, Турцирен, Казахстанран, Узбекистанран, Туркменистанран, Молдавирен, Якутирен, Алтайран, Тываран, Дагестанран, Хакасирен, Пушкăртстанран тата ытти чылай çĕртен труппăсем килсе çитрĕç. Паллах ĕнтĕ, пирĕн йăхташăмăрсем те айккинче юлмарĕç. Юлмарĕç кăна-и? Кăçал асăннă фестивале Шупашкартан унчченхи пек пĕр театр мар, тӳрех виççĕ килни пире уйрăмах савăнтарчĕ, хамăр тĕрĕк халăхĕсен хушшинче пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăнине тепре чун-чĕрепе туйса мăнаçлантăмăр. Фестиваль программине те чăваш театрех уçрĕ-çке: майăн 30-мĕшĕнче 12 сехетре Хусанти «Экият» пукане театрĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ Е.Лисинан пьесипе «Хупах хăлха Илюк» спектакль лартрĕ. Çав кунах каçхине 18 сехетре Островски урамĕнчи 10-мĕш çуртра вырнаçнă Çамрăксен театрĕнче Хусан чăвашĕсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн «Кĕмĕл тумлă çар» (авторĕ М.Карягина) спектакльне курса хаклама пултарчĕç. Куракансем ыйтнипе тата «Сувар» хаçат редакцийĕ тăрăшнипе асăннă спектакле программăпа палăртнă 15.00-ран 18.00 сехете куçарма май килчĕ. Çавна кура халăх та лăк тулли пуçтарăнма пултарчĕ. «Кĕмĕл тумлă çар» пирки хаçатра маларах та темиçе хутчен çырни те витĕм кӳчех-тĕр, Турцирен те наградăсемпе таврăннă спектакле курас текенсем йышлă пулчĕç.
Ĕнер К.Камал ячĕллĕ театрта К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ А.Цагарелин «Ханума» пьесине куракан умне кăларчĕ.
– Çак фестиваль шăпах хальхи саманара – халăхсем хушшинчи ыйтусем çивĕч тăнă вăхăтра – кирлĕ. «Науруз» халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине çирĕплетет, çав хушăрах тĕрĕксен культурин хăйне евĕрлĕхĕн чиккисене те пăсмасть. Фестиваль тĕрĕк халăхĕсен театрĕсене тĕнче шайне кăларма пулăшать, – тет фестивалĕн илемлĕх ертӳçи, РФ тата ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Фарид Бикчентаев.
Паян фестивале хутшăнакан театрсем хăйсен спектаклĕсене Хусан сценисем çинче кăтартса пĕтерсен каçпа «Науруза» пĕтĕмлетеççĕ. Кам еплерех хисепе тивĕçни пирки хаçатăн çитес номерĕнче çырса пĕлтерĕпĕр.
 
: 1011, Хаçат: 22 (908)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: