Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Халь кăна шап-шурă юр выртатчĕ урамра, ак, сисмерĕмĕр те, çулла та çитрĕ. Хĕвел кунран кун хĕрӳрех те хĕрӳрех хĕртет, куçа уçма çук. Апла-тăк хĕвелтен хӳтĕлекен куçлăх çинчен шутламашкăн шăпах вăхăт халь.
Мĕнле материал лайăхрах?
Куçлăх суйланă чух чи малтан ăна мĕнле материалтан тунине пăхмалла. Кĕленче линзăлли ультрафиолет пайăркасенчен те сыхлать, пăхакан япаласене те мĕнле пур çапла кăтартать. Кĕленче хăвăрт чĕркеленменнипе те пуринчен те ирттерет. Кĕленче куçлăхăн çитменлĕхĕ – вăл ӳксе ванма пултарни тата ыттисенчен йывăртарах пулни.
Паха пластикран тунă куçлăх самай çăмăлрах, анчах ун витĕр япаласем урăхла курăнаççĕ. Лайăххипе япăххине тĕрĕслес тесен куçлăха тăхăнса тӳрĕ йĕрсем çине пăхмалла: вĕсем тӳрĕ-тĕк – пластик лайăх пахалăхлă.
Маркировка мĕн çинчен калать?
Кĕленче линзăллă куçлăх суйланă чух маркировка çине тимлĕх уйăрмаллах. UVA тата UVB тени куçа ультрафиолет пайăркасенчен упранин степеньне процентпа кăтартать. «В тип» – чи сиенли. Çавăн пекех куçлăх çинче «400 нм» курма пулать. Вăл çутă хумĕсен вăрăмăшне кăтартать. 400-тен кая-тăк, пайăркасем куçа та лекеççĕ.
Линза тĕсĕ
Лăпкăрах тĕслĕ – хура, хăмăр, симĕс – куçлăх суйламалла. Чи лайăххи, специалистсем каланă тăрăх, хурарах сăрă тата хурарах симĕс тĕслисем. Паян уйрăмах сарă, кĕрен тата хĕрлĕрех сарă куçлăхсем модăра. Анчах та мода хыççăн кайма кирлĕ мар, ку тĕссем нерв системишĕн çав тери сиенлĕ.
Асăрханăр!
Куçлăхăн кĕленчи çине нимĕн те çырман-тăк, ăна туянма кирлĕ мар. Паллă мар материалтан тунă харша (оправа) сывлăшра ирĕлсе сиенлĕ веществосем кăларма пултарать, çакă куçа пăсать. Асра тытăр: «Made in USA, …Canada, …Great Britain» текен куçлăхсем пулма пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен çак тавара Италире, Францире, Австрире, Германире, Китайра тата Малайзире кăна тăваççĕ.
Паха куçлăх 50 доллартан кая мар тăрать, анчах та сывлăх çинче перекетлемелле мар. Пасарта илнĕ йӳнĕ куçлăх куçа пăсма пултарнине асра тытмалла.
 
: 1010, Хаçат: 21 (907), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: