Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вилли Мельников 98 чĕлхе пĕлет. Чăннипех те халиччен никам курман тĕлĕнтермĕш çакă, вăл чĕлхесене Афганистанра хĕсметре тăнă салтак госпиталь койки çинче самантрах алла илме пуçланине шута илсен.
1983 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче 15 сехет те 20 минутра унăн чĕри тапма чарăннă. Вилнĕ хыççăн çур сехет ытла иртсен Вилли чĕри çĕнĕрен тапма пуçланă. Тăна кĕрсен, сывалсан вăл сасартăк камчадалсен чĕлхипе калаçма тытăннă.
Çак хыпара телевизорпа, ТНТ каналпа паракан «Необъяснимо, но факт» передачăра илтрĕм. Ĕненмерĕм, хаçат-журналсенче, Интернетра шырарăм.Чылай япала тупрăм вара. Хăш-пĕр фактсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен, тепĕр çĕрте датăсене те пăтраштарса пĕтернĕ. Анчах тĕрĕсси çавăнта; Вилли Мельников, тĕнчери 100 яхăн халăхсен чĕлхине пĕлекенскер, чăнах та Мускавра пурăнать, Ивановский ячĕллĕ Вирусологи институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ, врач, биолог-вирусолог.
1962 çулта Мускавра çуралнă вăл. Документсем тăрăх Вилли те мар, Виталий. Унăн мăн аслашшĕ Швеци çынни пулнă, хушамачĕ Стронквист. Виталий Мельников – Вилли Стронквист тениех вăл, анчах вырăсла.
1985 çулта Афганистанра интернационалла тивĕçне пурнăçланă вăхăтра ăнсăртран çеç сывă юлнă Мельников. Йывăр аманнисĕр пуçне контузи пулнă, пуç мими сиенленнĕ. Çакăн пек инкек хыççăн аманнă çыннăн психопати енĕпе улшăнусем пуласран хăранă тухтăрсем. Чăнах та, Виталий ылмашăннă: халиччен пулман чылай талантсем уçăлнă унăн.
Чĕлхесене вĕренесси тĕлĕнмелле хăвăртланнисĕр пуçне вăл энтомологире, вирусологире, астрофизикăра, ытти енĕпе те çитĕнӳсем тума пуçланă.
Паян Вилли Мускавра пурте тенĕ пекех пĕлекен çын. Ун çинчен статьясем çыраççĕ, кинора ӳкерĕнме сĕнеççĕ. 2004 çултан пуçласа вăл киноактер пулса тăнă; октябрь уйăхĕнче Киев хулинче А.Довженко ячĕллĕ киностудире «Мир меня не поймал» картинăра ӳкерĕннĕ. Фильм Украинăри паллă философ, XVIII ĕмĕрте пурăннă Григорий Сковорода пурнăçĕпе паллаштарать (режиссерĕ Ю.Зморович). Ун хыççăн Мельников тата та, çав шутра нумай сериллĕ фильмсенче те, ӳкерĕннĕ.
Чăннипех те нумай енлĕ талант. Анчах та çав талант операци сĕтелĕ çинче вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн уçăлнă тени те тĕрĕсех мар ахăр. Полиглотство, çавăн пекех ытти наукăсемпе кăсăкланасси те Мельников патне хăй тĕллĕн килмен. Хăй аса илнĕ тăрăх, тăватă çулта чухнех вăл энтомологие килĕштерме пуçланă, хурт-кăпшанкăсен ячĕсене ку ăслăлăхра вырăсла çеç мар, латин чĕлхипе те пĕлмеллипе ку авалхи чĕлхене тĕпчеме пуçланă. Улттăмĕш класс тĕлне вăл нимĕç, скандинави чĕлхисене аванах тĕшмĕртнĕ ĕнтĕ. Çав шутра авалхи руно çырулăхне алла илме тăрăшнă. Ытти чĕлхесем çинчен те шутлама пуçланă ун чухнех. Анчах та шкулта вĕрентекен акăлчан чĕлхи ăна темшĕн парăнасшăн пулман, çавăнпа та саккăрмĕш класс хыççăн вăл акăлчан чĕлхи вырăнне нимĕç чĕлхипе экзамен тытнă. Вуннăмĕш хыççăн вăл Мускаври ветеринари академине вĕренме кĕрет. Кунта унпа пĕрле Африкăран килнĕ студентсем пĕлӳ илнĕ. Вилли вĕсемпе пуринпе те паллашнă, чылай калаçнă, çавна май тĕнчере суахили, мандэ, зулушу, эве, йоруба, мванга, хтачингу, догон чĕлхисем пулнине пĕлнĕ, пĕчĕк кĕнекине ку чĕлхесенчи темиçе сăмах çырса хунă. Урăх факультетсенче вĕренекен аргентинецсемпе чилиецсем ăна Кăнтăр Америкăри чĕлхесем çинчен пĕлме май панă. Çавăнпа пĕрлех чĕлхесене юратакан студент пушă вăхăтра «Океан» радиоприемника пăркаланă, тĕрлĕ çĕршывсене тытнă, репродуктортан илтĕнекен палламан чĕлхе сăмахĕсене тишкерме тăрăшнă.
Совет Çарне кайма срок тухсан вăл Туркмение лекнĕ. Анчах унта нумай тытăнса тăман; ятарлă уйрăм пуçлăхне салтак ултă чĕлхе пĕлни сисчĕвлентернĕ. Хăй тĕллĕн вĕренсе вăл вăхăта Мельников нимĕç, испан, итальян, швед, яппун, Америкăри акăлчан чĕлхисене ăнланма пуçланă ĕнтĕ.
Чылайччен тĕпченĕ полковник çамрăк салтака, унтан тӳрремĕнех: «Тĕнчери хăш çĕршыв разведкишĕн ĕçлетĕн?» – тесе ыйтнă. Чаçри офицерсем çакăн çинчен илтсен çамрăк салтака хĕрĕхмĕш Çара куçма рапорт пама сĕннĕ. Çапла майпа лекнĕ Мельников Афганистанри вăрçа. Ветеринари академине пĕтернĕскер хирург пулса тăнă. Сиенленнĕ алă-урасене каснă, сурансене çĕленĕ. Операцисене наркозсăрах тума тивнĕ: морфин-гидрохлорид, спирт, ытти медикаментсене ытларах чухне наркомансем вăрласа пĕтернĕ. Наркозсăр аманнисем ыратнине тӳсеймесĕр тăтăшах вилнĕ. Пĕррехинче, чаçе медикаментсем илсе таврăннă вăхăтра, çунса кайнă библиотекăн тĕпне тупнă вăл. Водителе чарăнма ыйтса кĕле чакалама пуçланă. Иран поэчĕсен сборникне тата акупунктурăна вĕрентекен икĕ томлă кĕнеке шыраса тупнă. Питĕ хаклă япала пулнă çакă уншăн. Пӳрнесемпе, наркозсăрах нервсене ыратми тума вĕреннĕ. Капитан-начмед ыйтнипе кĕнекене вырăсла куçарнă. Çав кун вăл хӳтлĕхре – саман хӳме хыçĕнче ларса чирлисене йышăннă. Çăмăл аманнисен суранĕсене çыхнине улăштарнă, чирлисене эмелсем панă. Пĕрремĕш мина чашлатса хӳме хыçĕнче çурăлнă, хăйăр юпи кăларнă. Вăрçа-вăрçа çынсем пĕрне-пĕри тусантан тасатнă. Иккĕмĕшĕ шăпах тĕл лекнĕ. Хӳтлĕхрисене пурне те вĕлернĕ. Мина хăй çумнех хăйăр çине шаплатса ӳксе çӳлелле сикнине, ун тăрăх çурăксем чупса кайнине, вĕсенчен темскер, хĕп-хĕрлĕскер юхса тухнине питĕ лайăх астăвать вăл. Хĕрли ăна хупласа хунă. Пирĕштисене курман вăл. Ăнланмалла мар аслă темскер, телее кĕтни, нумай тĕслĕскер курăннă унăн куçне. Унтан вара ăна тăна кĕртнĕ… Контузи питĕ йывăр пулнă. Çакă 1985 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче, Герат хулинчен 125 çухрăм кăнтăр-хĕвел анăçнерех, Тахр-Таарик (Тĕттĕм хула) текен ялта пулса иртнĕ. Каланăччĕ ĕнтĕ, телевизорпа урăх дата илтнĕччĕ, анчах çакă тĕлĕнтермĕш пулнине ку çавах сиреймест.
Хĕрĕх минут вилнĕ пек выртнă вăл. Хăйĕншĕн пилĕк сехет пекех туйăннă. Ку пуç миминче кислород çитменрен – гипоксирен килнĕ тесе ăнлантарнă тухтăрсем. Мельников гипоксие ĕненмен, вилĕм çук, хам курнă, тенĕ. Госпитальте вăл пĕр талăк çеç выртнă, унтан службăри тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Мĕншĕн тесен дивизионра урăх фельдшер пулман.
Контузи хыççăн чĕлхесене вĕренесси чылай çăмăлрах кайнă. Уйăх çурăран дембель çитнĕ унăн. 1986 çулхи январь вĕçĕнче Ашхабадран килнĕ пуйăсран ансан вăл чăтса тăрайман, çуралнă хулана хăй пĕлекен мĕнпур чĕлхесемпе саламланă. Çакна илтсен ун патне чăркăшма пыракан патруль сасартăках тепĕр еннелле çаврăнса кайнă.
Ĕç шыраса хула тăрăх çӳренĕ Мельников. Норвеги, Непал чĕлхисен словарĕсене туяннă. Чĕлхесене вĕренесси вуншар хут хăвăртрах, пахалăхлăрах пынине тепĕр хут курса ĕненнĕ. Хаçатра пĕлтерӳ курса вирусологи наукăпа тĕпчев институтне ĕçе кĕме кайнă. Халĕ те унта вăй хурать. Çав вăхăтрах çĕнĕ чĕлхесене вĕренет.
Ăна тăтăшах тĕрĕслеççĕ. Тĕлпулусене ăсчах-лингвистсене чĕнеççĕ, лешсем Мельников чăнах чаплă чĕлхеçĕ пулнине çирĕплетеççĕ.
Халĕ вăл 98 чĕлхе пĕлет, тата тăваттăшне ыран-паян алла илмелле. Вĕсенчен вуннăшĕ ытла халĕ никам та калаçманнисем, чылайăшĕ Африкăри, Америкăри халăхсен чĕлхисем. Тутар, мăкшă, ирçе, чăваш чĕлхисем вăл пĕлекен чĕлхесен списокĕнче çук.
 
: 1040, Хаçат: 21 (907), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: