Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20№.)
Çул хĕрринче пĕччен юпа майлă хытса тăрса юлчĕ юр тĕслĕ шуралнă Елян. Тем таран тăрĕччĕ шеремет, тӳпере татах çăхансем кранклатни илтĕнчĕ. Вĕсем хĕрарăм пуçĕ çийĕн тепĕр ярăм çаврăнса чĕрене çурасла кăранклатрĕç те вăрман еннелле ласлатрĕç. Кайăксемшĕн пулсан машинăра кам ларни те, мĕн ĕçпе çула тухни те кирлĕ мар. Ăçта каяççĕ, мĕнле нуша хăваласа кăларнă çынсене килĕсенчен çак кĕрхи тĕксĕм кун – пурпĕрех мар-и çăхансене?
Машина куçран çухаличчен пăхса тăчĕ Елян çул хĕрринче, анчах хуйхăпа та куççульпе тулнă куçĕсем таврара мĕн пурри-çуккине нимĕн те курмаççĕ. Вĕлт те вĕлт ирте-ирте каяççĕ тĕрлĕ тĕслĕ машинăсем, пĕччен хĕрарăма перĕнеслех вĕçтерсе иртеççĕ. Аран-аран çитрĕ вăл çурчĕ умне, кил картине кĕчĕ, крыльца картлашки çине ларчĕ. «Пĕтрĕн, Венера, пĕтрĕн», – ĕсĕклерĕ Елян. – Сана пула хĕрĕхрех ватăлтăм, авăнтăм. Хуçрăн, Венера, шатăрах хуçрăн мана, вăй-хала пĕтертĕн. Пĕрех хут мĕншĕн паян тĕл пултăм-ши? Вун тăватă çула лекрĕн! Иртет-çке ĕмĕрӳ! Патшалăх яшкине çиме ӳстерес теменччĕ-çке сана! Халь ĕнтĕ кама айăплас, çул кукрине ăçта шырас? Хăймапа çу çинче ишсе, утьăкка сиксе ӳснĕ Венера теççĕ. Тĕрĕс, çиес тенине çинĕ, тăхăнас тенине тăхăннă. Çынна ашшĕ-амăшĕ чăн-чăн этем тăваймарĕ пулсан тĕрме юсайрать-и? Пĕтрĕ пурнăç, тĕппипех пĕтрĕ. аслă тетчĕç Венерăна, шкулта лайăх вĕренетчĕ. Класран класа мухтав хучĕ илсе пычĕ. Çивĕччĕ. Хăçан киле таврăнса çын пек пурăнас ĕнтĕ сан? Вун тăватă çул ытла нумай-çке», – нăш та нăш туртрĕ сăмсине Елян. Çăварĕ типнипе ура çине тăчĕ, пӳртелле лĕкĕштетрĕ, чейникрен сивĕннĕ чей ярса ĕçрĕ.
Унччен те пулмарĕ – тăнлавра хыттăн тӳнклеттерни янăраса кайрĕ. Диван çине пырса ларма ĕлкĕрчĕ хĕрарăм, куçне хупрĕ. Çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ, пăтăр-пăтăр шăрçаланчĕ.
«Юн пусăмĕ», – тавçăрса илчĕ Елян, унтан лăпланса куçне хупса выртрĕ. – Венерăна хупнăранпа виççĕмĕш хут килсе çапрĕ, – вĕçрĕ шухăш. – Суд вĕçленнĕ кун ик çĕр урлă каçнă терĕç, темле вилеймерĕм. Эй-яй-яй! Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн шăкăртатса пырать теттĕм, мĕн пулчĕ-ха капла?»
Аран-аран тăркаларĕ, медпункта телефонпа хăй сасартăк чирлесе ӳкни çинчен пĕлтерчĕ, медсестрана киле килсе укол тума ыйтрĕ. Унтан кĕрĕк пĕркенчĕ те кăтăш пуласчĕ тесе диван çине тĕршĕнсе выртрĕ.
Кĕр кунĕ кĕске, пӳлĕме каç сăнĕ çапрĕ. Çывăрса каяс патнех çитнĕччĕ Елян, хапха умĕнчи шăв-шав хупăннă куçне уçтарчĕ. Пуç çаплах шавлать, анкă-минкĕ.
«Иртерех çитрĕ-çке паян, – шухăшласа илчĕ вăл упăшки çинчен. – Çăкалăх урамĕсем çырма-çатраллă, пĕр юр ӳксен ял шăплăхне хускатакансем те çук. Яккусем çитрĕç пуль-ха кĕрлеттерсе. Ак пысăк хапха уçрĕç пулас, хăлтăртатрĕ. Машинине те кил картинех кĕртрĕç тем…»
Хайхи кантăкри пырса пăхасшăнччĕ, анчах пуçне те çĕклеймерĕ, алăк яри уçăлчĕ те пӳрте ĕçтăвком шоферĕ вил ӳсĕр Яков Васильевича йăтса кĕчĕ. Ăна тӳрех койка çине вырттарчĕ.
«Ах, Турă», – уçăлса кайнă çăварне те хупса ĕлкĕреймерĕ Елян.
– Пулчĕ-ха паян, ан ятлăр ĕнтĕ, – хуçи ӳсĕр пулнăшăн хăй айăплă пек аванмарланчĕ шофер.
– Коля, ме-ха, хыв, – мăкăртатрĕ арçын аттине тĕллесе. – Ан кулян, ку кварталта виçĕ пӳлĕмлине илетĕн. Тăватпăр. Çамрăк мăшăра ӳпле кирлĕ, пĕлетĕп. Чим, а-а, пуллине нӳхрепе… хăвах ан… питĕрмен, – пăт-пат перкелерĕ хуçа темиçе сăмах.
– Çас, – вăр-варах тухса кайма хатĕрленнĕччĕ Коля, анчах Елян ăна тытса чарчĕ: «Ан чăрман, хамах…» – текелерĕ ним тума аптранă шофера.
Яков Васильевич темиçе сăмах перкелешрĕ, тем мăкăртатрĕ.
Ара, ĕçкĕ вăл вăрттăн шухăша кăпăк пекех çиеле кăларать-çке! Шофера хваттер илсе парасси çинчен пакăлтатрĕ ӳсĕр чĕлхе.
Нумай лармарĕ Коля. Яков Васильевича та ыйхă пусса çитерчĕ пулас, харлаттарма тытăнчĕ. Йăл-ял кулă çиçрĕ шофер пичĕ çинче: «Шуткă-и, виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер тет. Пĕр пӳлĕмли те пит çитĕччĕ-ха хальлĕхе, ача-пăча çук чух».
Сисет Коля пуçлăх хăйне килĕштернине. Ăста шофер пулнăшăн çеç мар, шăлне çыртма пĕлнĕшĕн те юратать ăна лешĕ. Кольăшăн пулсан Якку ăçта кайни, мĕн ĕçпе çӳрени пĕртте кирлĕ мар. Алли те, чĕлхи те яка шоферăн. Ахальтен-и мĕн ачаран йыт пулли теççĕ ăна ялта. Шӳтлет Коля, ухута калаçать çынпа, анчах те чĕререн калаçать çынпа, те пăкăлтатса чунри тĕрĕс шухăшне пытарать – пур чухне те Яков Васильевич хăй те пĕлсех пĕтереймест.
(Малалли пулать.)
 
: 911, Хаçат: 21 (907), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: