Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ура хуçса ташларĕç Аслă Сĕнчел ачисем хăйсен шкулĕн
150-çуллăхне халалланă кĕрешӳ турнирĕнче. Ăна йĕркелеме «Кĕрешӳ» федерацийĕн Тутарстанри уйрăмĕн президенчĕ Н.Ф.Угаслов, Хусанти чăваш центрĕн председателĕ Н.Р.Абруков, Шупашкарти «ТУС» ХАО пуçлăхĕн çумĕ В.П.Давыдов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.К.Гилманов пулăшни ăмăртăва уйрăм статус пачĕ.
Пытармалли çук, Сĕнчелĕнчи кĕрешекенсене кавир парнелесе кĕрешме хавхалантараканĕ ку шкулта иртнĕ çул пулса курнă Н.Ф.Угаслов пулса тăчĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсене те нумай кĕтме тивмерĕ. Чылай турниртан çĕнтерӳçĕ кубокĕсене илсе таврăннă сĕнчелсем хальхинче хăйсем патĕнче Чăваш Республикинчен, Самар облаçĕнчен, Тутарстанри районсенчен килнĕ хăнасене йышăнчĕç.
Инçетри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминчен килнĕ ачасем ку капмар шкула курсан хăйсем тĕлĕннине пытармарĕç. Ялтăраса тăрать шкулĕ те, спортзалĕ те. Уйрăмах хăвăртрах, çӳлерех, вăйлăрах пулма чĕнсе калакан сăмахсене чăвашла çырса хуни кăмăлне кайнă вĕсене.
Майăн 22-мĕшĕнче уяв пуçлакансем те шкултан инçе мар карталанса юрăсем юрлаççĕ. Сĕнчел кĕрлет. Вĕрентӳ çурчĕ умĕнче тăракан чаплă тимĕр утсен шучĕ те çук, кам кăна килмен: Çырчаллинче пурăнакан ентешсем судьясен президиумĕнче: А.С.Огонев судья, К.Г.Илюхин подполковник, юстици советникĕ А.П.Евграфов, А.Н.Краснов полковник. Çавăнпа та турнир йĕрки çирĕп пуласса иккĕленмелли çукчĕ. Хусантан та пурччĕ пысăк хăнасем.
Чăваш кĕрешĕвĕ вăл мĕнле, хăçан пуçланса кайнă тесе кăсăкланакансем нумай. Ку чухне кăтай манахĕ пек пуçа тӳпенелле каçăртса: «Сĕм авал пурăннă тет тусем çинче пĕр калама çук вăйлă старик. Вăл шутласа кăларнă та ĕнтĕ çак кĕрешĕве…» теес килет, анчах «Кĕрешӳ» федерацийĕн президенчĕ Н.И.Петров каланă тăрăх, официаллă майпа ĕç Хрущев вăхăтĕнче лару-тăру «ирĕлме» пуçласан кăна тапраннă. Çапах, тĕрĕссипе каласан, ана çывăхĕнчи çурхи çемçе курăк çинче çĕклесе çапмалла кĕрешес йăла вăл чăвашра çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланăранпах пырать пулĕ. Халĕ те хăш-пĕр чăваш ялĕсенче çĕр улми акса пĕтерсен чи патвар акакана «сан пек шултăра пултăр çĕр улми!» тесе çĕре йăвантарма хăтланаççĕ.
Кĕрешсе мала тухасси юнра пур-тăк – пурнăçри конкуренцире те çĕнтерме пуçлĕç малашне пирĕн чăваш ачисем. Куншăн Сĕнчелĕнчи шкул директорĕ А.В.Калуков та хĕпĕртет. Кĕрешекенсенчен вĕренӳре пурте аванах ĕлкĕрсе пыраймаççĕ пулин те, спорт дисциплинăна аталантарать. Ку енĕпе самбо кĕрешĕвĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ А.С.Скворцов тренер ĕçе аван йĕркелесе пырать. Çак кун та Сĕнчелĕнчи шкулăн мăнаçлăхĕ – спорт кубокĕсен сентри – çĕнĕ экспонатсемпе пуянланчĕ.
 
: 1085, Хаçат: 21 (907), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: