Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çинçе пилĕклĕ, çӳллех мар, чипер... Пĕрре пăхсан, ку хĕре ӳркенекенни кăна кӳрентереймест пек туйăнать, анчах... Шупашкарта каччăсен ушкăнĕ те акă Оксана Черновăпа тантăшĕсем патне пĕррехинче çак шухăшпах пынă пулас. Хăйсемпе питех калаçма килĕшменскерсене вăйпа хăратма пăхнă. Çав самантра каччăсенчен чи каппайччăкки ыратнипе тӳрех çĕре пĕкĕрĕлсе ӳксен, ыттисен айккинелле тапса сикме тивнĕ. Ара, хăйсен умĕнче чипер те черчен хĕр кăна мар, киокусинкай енĕпе Раççей чемпионки тăнине пĕлмен-çке вĕсем.
Шупашкарти 16 çулти Оксана Чернова кун пек лару-тăрусене час-часах мар пулин те, леккелет. Апла пулин те хăрамасть, мĕншĕн тесен кирек хăçан та хăйне кăна мар, юлташĕсене те хӳтĕлеме пултарать. Мĕншĕн тесен хĕр киокусинкай карате спорчĕпе 7 çултанах туслă, вăл спорт мастерĕн кандидачĕ. Çак вăхăтра хăйĕн виçе йывăрăшĕнче Чăваш Енĕн темиçе хут чемпионки те пулнă. 2010 çулта Тамбовра иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура тата пысăк çитĕнӳ турĕ, 55 килограмчченхи виçе йывăрăшĕнчи хĕрсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса Раççей чемпионки ята çĕнсе илчĕ.
Киокусинкай карате спорчĕ çемçешкесем валли мар. Унпа пурте кăсăкланаймаççĕ. Оксана вара ку спорта çын хушнипе мар, хăй тĕллĕн суйласа илнĕ. «Киокусинкай секцийĕ пирки шкулти пĕлтерӳрен вуларăм та çырăнма шутларăм», – аса илет вăл иртнине. Хăйсен пĕртен-пĕр хĕрĕ çакăн пек çирĕп спорт тĕсĕпе кăсăкланнине ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемен, халĕ те пĕр сăмах та каламасть. Сăмах май, ăмăртусене кайма Оксанăна шăпах ашшĕ-амăшĕ пулăшать те.
Шупашкар пики кăçал 10 класс пĕтерет. Куллен иртекен тренировкăсем спортсменкăна шкулта лайăх вĕренме чăрмантармаççĕ-мĕн. «Спорт мана вĕренӳре пулăшать. Мĕн чухлĕ вăхăт сахалрах, çавăн чухлĕ ăна усăллăрах ирттерме тăрăшатăн. Вĕренме те, тренировкăсене те, юлташсемпе уçăлса çӳреме те ĕлкĕретĕп», – тет вăл кун пирки.
Оксана çамрăклах пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тума ĕлкĕрнĕ пулин те хăйне мăнна хурасси çук унра. Çавăнпах пуль ĕнтĕ унăн юлташĕсем хулара кăна мар, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче те нумай. Палăртса хăварам, Оксана – чăваш хĕрĕ, вăл Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнчи Черновсен мăнукĕ. Ашшĕн тĕп çуртне час-часах килсе çӳрет. Ялти клуба та пĕр хăрамасăрах тухать. Ара, ку хĕр çумне çулăхса камăн хунар «тăхăнас» килтĕр-ха? Ăна хăйĕн шкулĕнче те, ялта та питĕ хисеплеççĕ. Паллах, каратепе кăсăкланнăшăн мар, ырă кăмăлĕшĕн. Хальхинче те акă, Матакри вăтам шкулта кĕрешӳ енĕпе иртнĕ турнирта вăл хисеплĕ хăначчĕ. Кĕрешӳ саманчĕ вăхăтĕнче ентешĕсемшĕн питĕ хумханса ларчĕ. Ара, ăмăрту мĕн иккенне çын сăмахĕ тăрăх мар пĕлет-çке. Кун пек чух юлташсем, пĕлĕшсем хавхалантарни пуринчен те хаклă. Хăйсен ӳсĕм çулĕнчи хитре пике, çитменнине тата Раççей чемпионки хисеплĕ наградăна çакса яни çĕнтерӳçĕ-каччăсемш ĕн хăй те парне пекех пулнинчен иккĕленместĕп.
Оксана Черновăшăн спорт пысăк вырăн йышăнать пулин те малашнехи пурнăçĕн тĕллевĕ мар. Унăн ĕмĕчĕ – экономист пуласси. Çавах та спортпа сывпуллашма та васкамасть, ун шучĕпе спорт дисциплинăна хăнăхтарать, ума тĕллев лартса ăна пурнăçлама пулăшать тата ӳт-пӳшĕн те усăллă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче тăраканскер: « 2013 çулта Хусанта иртекен Универсиадăна хутшăнма май килсен юлмастăпах», – тесе пĕлтерчĕ çирĕппĕн.
 
: 1049, Хаçат: 21 (907), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: