Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (31.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХĂÇАН ИРТЕССИ ПАЛЛĂ
Тунтикун Хусанти Универсиадăна хăçан ирттерессине сӳтсе яврĕç. 2013 çулхи Универсиадăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче студентсен вăййисем Тутарстанăн тĕп хулинче 2013 çулхи июлĕн 6-17-мĕшĕсенче иртесси паллă пулчĕ. Лару ĕçне ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Игорь Шувалов, РФ спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ Виталий Мутко, Раççей студентсен спорт союзĕн пуçлăхĕ Олег Матыцин, РФ Олимп комитечĕн ĕç тăвакан директорĕ Марат Бариев хутшăнчĕç.
Универсиада шăп та лăп вун икĕ куна тăсăлать. Анчах, регламентпа килĕшӳллĕн, хăш-пĕр ăмăртусем вăйăсене официаллă майпа уçичченех пуçланма пултараççĕ.
ЭКЗАМЕН ВĂХĂЧĔ ÇИТРĔ
Кăçал Тутарстанра 21343 çамрăк 11-мĕш класс пĕтерет. Пĕлтĕр вара шкул пĕтерекенсен йышĕ 23 пинех çитнĕ. Çак ӳсĕмри ачасен шучĕ çулсерен чакса пыни куçкĕрет. Çакăн пирки ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов пĕлтерчĕ. Министр ППЭ тытасси пирки каласа пачĕ.
Кăçал та экзамен тытмалли обязательнăй предметсен шутĕнче вырăс чĕлхипе математика юлнă. Хальхинче малалла вĕренес текенсем суйлама май пур 14 предметпа экзамен тытаççĕ. Халиччен пулманни – пĕр вĕренекен испан чĕлхипе экзамен тытать.
ППЭ виçĕ хумпа иртет. Вăхăтран малтан экзамен тытас кунсем хыçра ĕнтĕ. Тĕп тапхăр шăпах паян пуçланать – шкул пĕтерекенсем информатикăпа тата ИКТпа экзамен параççĕ. Майăн 30-мĕшĕнче – вырăс чĕлхи, июнĕн 6-мĕшĕнче – математика.
Кăçал Тутарстанра 38287 çамрăк 9-мĕш класс пĕтерет. Вĕсем те кăçал пурте обязательнăй предметсемпе ППЭ тытаççĕ. Ăçта-тăр каяс текенсем вара тата 11 предметран хăйсене кирлисене суйласа илме пултараççĕ.
ÇĔНТЕРӲÇЕ – ПАРНЕ
Июнь пуçламăшĕнче Ульяновск облаçĕнче чăваш культурин кунĕсем иртесси пирки хаçатăмăрта çырнăччĕ ĕнтĕ. Июнĕн 4-мĕшĕнче унта Пĕтĕм Раççейри Акатуй пулать. Çĕр ĕçченĕн уявĕ епле кĕрешӳсĕр ирттĕр-ха? Ульяновскри Акатуйра та пиçиххисемпе кĕрешессине йĕркелеме палăртнă. Турнира 1999 – 2000 çулсенче çуралнă ачасем тата 18-тан иртнĕ арçынсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерекене питĕ пысăк парне – автомобиль – кĕтет.
АБИТУРИЕНТСЕНЕ КĔТЕÇÇĔ
Тăватă аслă шкула пĕрлештерсе тăракан Хусанти федераллă университетра кăçал йышăну кампанийĕ кашни вузра уйрăммăн иртет. Абитуриентсем вĕренме уйрăм вуза кĕреççĕ, диплом вара ХФУнне илеççĕ.
Йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ С.Ионенко пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ХФУна кăткăс йышăну кампанийĕ кĕтет. Федераллă университет туса хуриччен патшалăх вузне 58 направленипе вĕренме илнĕ пулсан, халĕ – 140.
ХФУ кăçал та ют регионсенчен килнĕ çамрăксене вĕренме илме планлать. Вĕсем валли Универсиада Ялĕнче пурăнмалли вырăнсем те уйăрнă.
 
: 1082, Хаçат: 21 (907), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: