Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПАХЧА ÇИМĔÇ ЛАРТАÇÇĔ
Мелиораци ĕçне лайăхлатнипе Арск районĕн темиçе çул каяллахи пекех купăста, сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман лартма майĕ пур. Çак тĕллевпе район ятарласа мелиораци оборудованине туяннă. Çӳлерех асăннă пахча çимĕçсене районта кăçал ултă хуçалăх туса илĕ. «Игенче», «Кырлай» тата «Ак Барс-агро» хуçалăхсенче 100 гектара искусствăлла майпа шăварса тăрĕç. Ыттисем вара 50-шар гектара шыв сапĕç. Çапла вара районта ку культурăсене кăçал пурĕ 450 гектар çинче ӳстерсе илĕç.
ЮРĂХСĂРА КĂЛАРНĂ
Тутарстанра ял хуçалăх çĕрĕсене тĕрĕслес ĕç малалла тăсăлать. Ку енĕпе çитменлĕхсем ытлашшипех, апрель-май уйăхĕнчи тĕрĕслев тăрăх, çӳп-çаппа вараланă 93 тĕслĕх палăрнă. Ял хуçалăх çĕрне юрăхсăра кăларнăшăн 35 çынна административлă яваплăх тыттарма тивнĕ, çитменлĕхсене пĕтерме 69 асăрхаттару çырнă.
ÇИТЕЛĔКЛĔ ХАТЕРЛĔÇ
Нурлат районĕнче выльăх апатне кăçал самай нумай хатĕрлеме шутлаççĕ. Çак тĕллевпе çуллен уйăрнă 18 пин гектар лаптăка 22100 гектар таран ӳстернĕ. Унта нумай çул ӳсекен курăк, кукуруза, хĕвел çаврăнăш, чĕкĕнтĕр тата ытти культурăсене акаççĕ. Судан курăкĕ валли те кăçал 2 пин гектар уйăрнă. Çанталăк лайăх тăрсан нурлатсем пĕлтĕрхи пек 60 мар, 92 пин тонна апат единици выльăх апачĕ хатĕрлĕç.
МИЛЛИОН ТЕНКĔЛĔХ ПУЛĂШУ
Нурлат районĕнчи хуçалăхсене бюджетран 1 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Кун пекки юлашки вунă çулта пулман тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Кунсăр пуçне район дояркăсемпе çĕр ĕçченĕсен конкурсĕсене хăй шутĕнчен ирттерме шутлать. Пулăшăвăн пĕр пайĕпе гербицид туяннă, вăл 9 пин гектара çум курăкран тасатма çитет. Юлашки 7 гектарĕ валли кăна гербицидсене хуçалăхсем хăйсен укçипе туянĕç. Май уйăхĕн 28 тата июнĕн 5-мĕшĕсенче иртекен дояркăсен, çĕр ĕçченĕсен конкурсĕсем валли район 300 пин тенкĕ уйăрĕ.
ÇУР АКИ ВĔÇЛЕНСЕ ПЫРАТЬ
Тутарстанра çур аки вĕçленсе пырать. Çурхи тырра пĕтĕмпех акса пĕтернĕ, вăл пурĕ 850 пин гектар лаптăка йышăннă. Хальхи вăхăтра техника культурисене: çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, рапс, кукуруза акаççĕ. Çитес кунсенче ку ĕç те вĕçленĕ.
 
: 1229, Хаçат: 21 (907), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: