Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал та, пĕлтĕрхи, ытти çулсенчи пекех Славянсен çырулăхĕн кунĕ умĕн Лайăш районĕнчи Никольски салинче вырăс культурин уявĕ «Каравон» пулчĕ. Праçникĕн тымарĕсем таçта-таçта историе каяççĕ пулин те (300 çул каяллах çурхи Микулара каравона тухнă) вырăс фольклорĕн Атăлçи фестивалĕ пулса XIX хут иртрĕ вăл Никольскинче.
Кăçал фестивале 120 халăх ушкăнĕ хутшăнчĕ, Лайăш районĕнчен хăйĕнчен кăна 23 коллектив, Хусантан – 25, районсенчен – 58, регионсенчен – 14. Çавăн пекех Мускав, Чăваш, Марий Эл Республикисем, Самартан тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăнчĕç. Вĕсенче чылайăшĕ çак вăхăта кашни çулах Никольскине пуçтарăнать, паллă ĕнтĕ мĕншĕн: хăйне кăтартма, ыттисене итлеме, пĕр шухăшлисемпе хутшăнма. Юрăçсемсĕр пуçне фестивальте ытти çулсенчи пекех халăх ăстисен япалисене те курма-туянма пулчĕ. Декоративлă прикладной искусство ĕçченĕсем 170 «лавкка» уçнă. Мĕн кăна çук-ши кунта? Майрасене капăрланма çĕрри-шăрçи, сарафанĕ тата темĕн-темĕн. Тăмран савăт-сапа, шăхлич, сувенир тăвакансем хăйсем уйрăм (вĕсен йышĕ кăçал ӳснĕ пек туйăнчĕ). Кил-çурта хăтлăх кĕртме мĕн кăна çук?! Кăçал тата тимĕрçĕсем те хăйсен сунталĕ-мăлатукĕпех «Каравона» «куçса пынă». Пăхмалли те, туянмалли те пайтах – вĕçсĕр хĕрсĕр лавккасенче кашни хăйне мĕн тивĕçтернине тупса кăмăлне тултарчĕ.
Кăçал уявăн хисеплĕ хăнисем ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Фатих Сибагатуллин, ТР Президенчĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пулăшуçи Татьяна Ларионова, ТР прокурорĕ Кафиль Амиров, Лайăш муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тата ыттисем пулчĕç. Заволокинсен творчество ушкăнĕ фестивале «Играй, гармонь» передача валли ӳкерсе илчĕ.
Тĕп тӳремре юрăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ фестиваль. Сехете яхăн пынă прологра Раççей историне кĕскен каласа пачĕç (сăмах май, сюжета пĕлтĕрхи шăрăхра вут-çулăмпа кĕрешни те кĕнĕ). Юрăсемпе ташăсем пĕрин хыççăн тепри улшăнсах пычĕç, анчах çакна никамах та асăрхамарĕ темелле, мĕншĕн тесен режиссерсем питĕ ăста лартнă. Калăн, композици татăксенчен тăмасть, унта хутшăнакансем те тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан темиçе коллектив мар, пĕр пысăк профессионал-ушкăн.
Уявăн официаллă пайне Михаил Афанасьев уçрĕ, пурне те уявпа саламларĕ. Малашнехи плансемпе те кăшт паллаштарчĕ – Лайăша, Никольски салине туристсене илентересшĕн, çавăнпа та, çавăнпа кăна та мар, çитес XX «Каравона» тата анлăрах, вăйлăрах йĕркелесшĕн. Лайăш администраци пуçлăхĕн тепĕр шухăшĕ – «Каравона» çулталăкĕпе ĕçлекен бренд тăвасси.
М.Афанасьев хыççăнах сцена çине Ф.Мухаметшин улăхрĕ. Вăл «Каравона» килнисене чи малтанах тутарла саламларĕ, кайран вырăс чĕлхи çине куçрĕ. Районăн çакăн пек пысăк фестиваль хатĕрлесе ирттерекен культура уйрăмне хавхалантарма 500 пин тенкĕ укçа сертификачĕ парасси пирки пĕлтерчĕ (юбилейлă «Каравона» хатĕрленме питĕ вырăнлă пулĕ ку сумма). Вырăс фольклорне аталантарма вăй-халне шеллеменшĕн Михаил Афанасьева мухтарĕ, «Каравонăн» музейне уçнине ырларĕ. Унта Фарид Хайруллович хăнасен кĕнекине асăнмалăх çырса хăварчĕ. Спикер ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн саламне вуласа пачĕ. Сăмах вĕçĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ пурне те ырлăх, сывлăх сунчĕ: «Пĕлтĕрхи пек типĕ çанталăк ан тăтăр, кĕркуннепе пирĕн сĕтелсене каравай илем кӳтĕр», – терĕ.
«Каравон» фольклор ушкăнне çӳрекен юбилярсене уяв сцени çинчен саламласа парнесем парасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çак ырă саманта пăрахăçламан. Пилĕк çынна саламласа ырă сăмахсем каларĕç, сăмавар парнелерĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ ансамбль йĕркеленнĕренпех юрлама çӳрет, пурин те мăнукĕсем ӳссе çитĕннĕ, халь кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. «Каравона» Лайăш муниципаллă район пуçлăхĕ 30 пин тенкĕлĕх сертификат парса хавхалантарчĕ, пурин валли костюм çĕлемех çитмесен те, чылай ыйтăва татса пама пулăшĕ вăл.
Яланхи пекех вырăс фольклор уявĕ кӳлĕ хĕрринче пĕр пысăк каравона тăрса юрланипе вĕçленчĕ.
 
: 1018, Хаçат: 21 (907)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: