Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çул хыççăнах Тутарстанра кăна мар, Раççейре те пирĕн республикăна мега-супер çăлтăр Стинг килесси пирки сăмах сарăлчĕ. Ĕненмелле мар. Çавăн пы-ы-ысăкăш çăлтăр? Унсăр пуçне тата камăн дискĕсене 100 миллион штук сутнă? Эпĕ урăх никама та пĕлместĕп, эсир?.. Чылайăшĕ халь те шанмаççĕ Хусанта унăн концерчĕ пуласса. Анчах çĕнĕ хыпар «кăвакала» çаврăнса çухалма васкамарĕ, кунран кун çирĕпленсе пычĕ. Малтанах артист кĕркунне килес пек калаçрĕç, анчах çакă тĕрĕсех пулмарĕ иккен. Июлĕн 2-мĕшĕнче «Татнефть-Аренăра» Стинг концерчĕ пулать текен афишăсем Хусанĕпе курăнма пуçларĕç. Билет хакĕсем? Паллах, çавăн пек çăлтăрăн концертне хаксем те тӳпенелле кармашаççĕ: 2 пин тенкĕрен пуçласа… кам 12 пин тенке, кам 21 пине çитеççĕ тесе калаçрĕ. Апла юрăç пултарулăхне юратакансенчен чылайăшĕ лекеймĕ унта. Шел… Чăннипе вара мĕнле пулать-ши? Стинг концертне Хусанта йĕркелекенсенчен пĕри Денис Валеев тата Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕн литературăпа драматурги пайне ертсе пыракан Евгения Мельникова иртнĕ эрнере «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тĕл пулчĕç. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарчĕç.
Великобританире çуралса ӳснĕ, АПШра пурăнакан тĕнчипе паллă юрăç хăйĕн юлашки Sympfonicity альбомĕпе турнене тухнă. Паллах, поп-юрăç пĕрремĕш хут гастрольсене тухмасть. 2010 çулта кĕркунне Мускавра иртнĕ концерчĕ. Çавăнпа Стинг хăй пĕччен пулать-и, тата кампа тăр-и, куракана-итлекене интереслентермест те темелле, чи пĕлтерĕшли – ăна хăйне «чĕррĕн» курасси, итлесси. Хальхи турне концерчĕсем симфони оркестрĕпе иртесси вара артистшăн хăйшĕн те çĕнĕлĕх, кураканшăн тата пысăкрах кĕтменлĕх – мĕншĕн тесен оркестр çын куçĕнчен пытанса шăтăкра нотăсем тăрăх выляса кăна лармасть, вăл артистпа пĕр сцена çинче, Стингăн произведенийĕсене «чĕре витĕр» кăларса, юрăçпа пĕр организм пек пулать.
Пысăк спорт площадкисенче концертсем ирттерме кăткăс пулнине пĕрре мар курнă ĕнтĕ. Аякка кайма кирлĕ мар, Хусанти «Баскет-холах» илер, хальхи «Татнефть-Арена» та çавах. Вĕсенче иккĕшĕнче те аккустика енчен проблемăсем пур, çакна артистсем те, куракансем те асăрханă. Анчах июлĕн 2-мĕшĕнче иртекен концертра апла пулмĕ тесе шантарчĕç, мĕншĕн тесен юрăç хăйĕн оборудованийĕпе килет, чăн та, сасă пахалăхĕ хусансен тăрăшăвĕнчен те килĕ – техникăн пĕр пайне вĕсем тивĕçтересси пирки калаçса татăлнă. Валеев каланă тăрăх, Европăра туса кăларнă техника пурин кăмăлне те кайĕ. Зал пысăккине кура (10 пин вырăн) сценăн икĕ енне экрансем вырнаçтарма палăртнă, çавăнпа юратнă юрăçа чĕррĕн итлеме кăна мар, курма та пултарĕç концерта пынисем.
Оркестр пирки сăмах хускатрăмăр ĕнтĕ, пĕтĕмĕшле музыкантсем пирки калас-тăк, юрăçпа хăйĕнпе 12 музыкант килет. Оркестрĕ вара хамăрăн, М.Джалиль ячĕллĕ Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕн оркестрĕ вылять. Мĕншĕн вĕсем? Мĕншĕн тесен кунта сумлă оркестр лайăх выляни кăна мар, вăл юрăçсемпе ĕçлеме пĕлни кирлĕ. Опера театрĕн оркестрĕ вара кашни çулах Шаляпин фестивалĕнче те, чикĕ леш енчи çĕршывсенчи тĕрлĕ-тĕрлĕ пысăк залсенче те пулнă. Ятарлă кастинг витĕр 45 музыкант иртнĕ. Вĕсем халь хăйсем тĕллĕн репетицисем ирттереççĕ, Сара Хикс (концертăн дирижерĕ) вĕсемпе генеральнăй репетици кăна ирттерĕ. Концерт икĕ сехетрен кая пулмасть, пĕтĕмĕшле илсен билетсем 2 – 7 пин тенкĕ тăраççĕ, паллах, 12 пин тенкĕлĕххисем те пур, анчах вĕсем сахалăн, ансат сăмахсемпе каласан, вĕсене хулăн енчĕклисем валли кăларнă теме пулать (проектăн бюджетне йӳнеçтермелле вĕт, республика е федераци укçисĕрех, спонсорсен пулăшăвĕсĕр йĕркелеççĕ мероприятие).
 
: 963, Хаçат: 21 (907)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: