Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сăмах вулакансем паллакан «Лада-Восход» ХАО генеральнăй директорĕ Геннадий Михайлович Волостнов çинчен пырать. Çавăнпа та Элкел тăрăхĕнчи çынсене ку енĕпе ăннă темелле, ентешĕн ырă ĕçĕсемпе мăнаçланмалăх пур. Халăхсем хушшинчи меценатство академийĕн академикĕ, Казак çарĕсен лейб-гварди генералĕ, Тутарстан Республикин наказной Атаманĕ, «Раççейĕн наци мăнаçлăхĕ – 2010» преми лауреачĕ Анат Çĕньял ял хутлăхĕн депутачĕ пулнăран-и, ытларах хăйĕн тăван ялне пулăшма тăрăшать.
Ырă чĕреллĕ çын ачасене, ветерансене, инвалидсене, пенсионерсене, сахал тупăшлисене пулăшу кӳрет. Волостновăн пĕтĕм ырă ĕçĕсене хисеплесе пĕтерме те çук: Анат Çĕньялти, Юхмачăри чиркӳсене, Пасарлă Матакри храма тума сахал мар укçа уйăрнă. Ахальтен мар православи чиркĕвĕ пархатарлă ĕçсемшĕн Геннадий Михайловича хăйĕн пысăк наградисемпе чысланă.
Нумай пулмасть кăна вăл пулăшнипе тунă ялти мемориал комплексĕ умĕнче ветерансене чысланăччĕ, çуллахи Микула кунĕнче вара Çĕньял каллех кĕрлерĕ – кунта район Уявĕ иртрĕ.
Саламлакан чăваш тумĕсемлĕ ентешĕсен ырă куллисене курсан, капланса килекен çумăра пăхмасăрах, Геннадий Волостновăн та, Уява килнĕ хăнасен те кăмăлĕсем çĕкленчĕç. Хăнасен хушшинче Нурлат районĕнчи чăваш центрĕн председательне Аркадий Леонтьевич Клементьева, фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Дмитриевич Кузьмина, Анат Камăри чăваш центрĕн хастарне Наталья Александровна Зотеевăна, «Тамаша» театр артисчĕсене, районти чăваш ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене курма пулчĕ.
Район администрацийĕ те айккинче юлман уявран, культура ĕçченĕсем тĕрĕ, ӳкерчĕк, чăваш апат-çимĕçĕн куравĕсене йĕркеленĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те Уяв йăлине кĕртесшĕн ку тăрăхра.
Анчах веçех палăртни пекех пулса пĕтеймерĕ çак кун. Пуçлăхсемпе хăнасем пухăннисене Уявпа саламласа пĕтернĕ хыççăн ялти мучей çаран варрине савăл çапса кĕртрĕ кăна – çак самантчен чăтса тăнă пĕлĕтсем «çыххине салтрĕç». Те старикĕн сухалĕ сӳсрен кăна пулнипе, те мăлатукĕ йывăç мар, тимĕр авăрлă пулнипе, те ытти сăлтавпа – ялти кӳлĕ çумĕнчи Уяв лапамĕнче шăпăртатса çумăр çума пуçларĕ. Çумăр вăл аван, пахчасене шăвармалла мар. Çапах чи чăтăмлисем те, ятарласа тунă сцена çумĕнче кăшт исленсе тăрсан, хӳтлĕх шырама пуçларĕç.
Çумăр çăвиччен Уява пухăннисене саламланă чух Геннадий Волостнов, парне парас йăлана пăсмасăр, Анат Çĕньялти клуба музыка центрĕ парнелерĕ. Сцена çинчен сăмах каланă чухне Нурлат районĕнчи чăваш центрĕн пуçлăхĕ Аркадий Клементьев пухăннисене ТР ЧНКА пуçлăхĕн К.Г.Яковлев ятĕнчен те саламларĕ, Нурлатри Уяв кăçал июлĕн 3-мĕшĕнче 10-ра тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ун сăмахĕсемпе уява ЧР тата ТР президенчĕсем хутшăнмалла.
Çĕньялти уява килекенсене яланах пулă шӳрпи тата уяв пăтти çитереççĕ ăна йĕркелекенсем. Кунта, паллах, Валерий Михайлович Волостнов хуçа. Авалхи йăласене чĕртсе çамрăк ăрăва явăçтарма, вĕрентме кунта вăл тăрăшать.
Микулара çумăр çуни – лайăх, ырă паллă. Çумалла вăл, шăтакан тырра ӳстермелле. Пĕлтĕрхи пек шăрăх кăна ан пултăр ĕнтĕ. Çапах кăçал çĕр ĕçченĕ çут çанталăкран кăна çумăр кĕтсе лармасть, анасене вăхăтлă нӳр пама хăй те тăрăшать.
Уява пуçланă-тăк, пур юрра та юрласа пĕтермелле. Йăли çавăн пек – кам аслăк айĕнче, кам шкул коридорĕнче, кам кăвайт умĕнче ăшăнса – тăстараççĕ палланă кĕвĕсене. Кун пек тата интереслĕрех иккен. Ялхилле! Çурхи çумăра пула шурă шăлаварсем варланнине те сисмеççĕ хуларан ятарласа Уяв курма килнĕ хăнасем, ташлаççĕ, кăмăлĕсене уçса юрлаççĕ. Асра юлмалла пулчĕ ку уяв пуриншĕн те!
Тавтапуç мецената çынсене çакăн пек савăнăç парнеленĕшĕн.
 
: 1163, Хаçат: 21 (907), Категори: Ĕлĕкхи йăлапа

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: