Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни япалан вăхăчĕ пур текен каларăшпа питех килĕшмест Вера Марасова. Ун шучĕпе, этем пысăк ĕç тума нихăçан та кая юлмасть, çав шутра аслă шкулта вĕренме те, пенсие тухсан пуçласа кĕнеке çырма та. Паллах, Турă панă пултарулăх пулмасан, тен, кун пек ĕçсене пурнăçлама хĕнтерех-тĕр, çапах та çыруçă (писарь) йăхĕнчен тухнă Вера Кузьминичнăшăн мар.
Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел ялĕнче çуралнă В.К.Марасова саккăрмĕш теçеткепе пырать пулин те унăн ватăлма вăхăчĕ çук, мĕншĕн тесен пĕр минутне те сая ямасть. Ĕç çулне пăру пăхаканран пуçласа ял Совечĕн председательне çитнĕскерĕн, депутат пулнăскерĕн çамрăк ăрăва каласа памалли сахал мар. Акă мĕншĕн тивĕçлĕ канăва тухсанах вăл алла ручка тытнă та хăйĕн асаилĕвĕсене, вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе, хăйпе мĕн пулса иртнине, амăшĕ, ялти ват çынсем каласа панине хут çине шăрçалама пуçланă. «Пахчара ĕçленĕ чухне пуçа мĕнле шухăш килет, çавна канма ларсан хут çине çырса хуратăп, унтан каллех пахчара аппаланатăп. Кайран вара хам мĕн çырнине тӳрлетсе якататăп», – каласа парать вăл хăйĕн творчество процесĕ пирки.
Вера Марасован 2010 çулта «Невыдуманные истории» кĕнеки кун çути курчĕ. Автор чăвашла таса калаçать пулин те кĕнекене вырăсла çырнă. «Ĕмĕрте ытларах вырăссемпе юнашар пурăннипе вырăсла çырма мана çăмăлрах», – тесе сăлтавлать çакна.
Вера Кузьминичнăн биографине пăхас пулсан, унăн пурнăçĕнчи мĕнпур пулăмĕ пурнăçа улăштармалли ăнсăртсемпе çыхăннă. Калăпăр, Сĕнчелĕнчи шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл ыттисем пек тӳрех вĕренме каяйман. Амăшĕ чирленипе çамрăк хĕрĕн ялти колхозра пĕр çулталăк пăру пăхма тивнĕ. Шăпах çак опыт унăн малашлăхĕ çине те витĕм кӳнĕ. 1946 çулта вĕсен ĕни пăрулайманнипе вилсе каять. Çав самантра çывăхра пысăк опытлă ветеринар е ăста зоотехник пулнă пулсан, тен, кун пек инкек сиксе тухмастчĕ-тĕр. Çак пăтăрмахпа питĕ хумханнă хыççăн çамрăк хĕр фермăра е уйрăм хуçалăхсенче урăх пĕр ĕне те ан вилтĕр тесех зоотехника е выльăх тухтăрне вĕренме кайма çирĕп шухăш тытать. Çапла Мензелинскри ял хуçалăх техникумне зоотехника вĕренме кĕрет.
Алла диплом илнĕ хыççăн тăван яла мар, хăйсенчен 15 çухрăмри Мăкшелĕнчи Калинин ячĕллĕ колхоза ĕçлеме вырнаçать. «Тăван ялта мана, çамрăк специалиста, халăх итлемесрен шиклентĕм», – тет вăл çак саманта аса илсе каярах. Пултаруллăскере 7 уйăх ĕçлесенех район канашĕн депутатне суйланă. Çавах та нумай мар пулсан та тăван хуçалăхра ĕçлеме тивнех унăн, 1956-1958 çулсенче колхозсене пĕрлештерсе совхозсем йĕркелесен, Мăкшелпе Сĕнчел ялĕсем те «МЮД» совхоза кĕреççĕ.
Вăл вăхăтра пултаруллисене чи кая юлса пыракан хуçалăхсене çĕклеме янă. Шăпах хăйĕн пултарулăхне пулах Вера Кузминична «Сокольский» совхозăн «Микулино» уйрăмне ăрат ĕçне лайăхлатма лекет те. Кунта та çанă тавăрса ĕçе пуçăнать, çын тĕлĕнмелле çитĕнӳсем тăвать. Турă çырнине Борис Карпеева шăпах Микулинăра тĕл пулса çемье çавăрать, анчах телейпе нумай киленсе пурăнаймасть çамрăк мăшăр, çемье пуçĕ Борис Карпеев вăхăтсăр вилсе каять.
В.Марасова ĕçрен хăранипе мар, мăшăрне аса илтерекен тăрăхра урăх пурăнма хал çитерейменнипе 1965 çулта çулла Рыбная Слободана пĕчĕк ывăлĕпе Николайпа пурăнма куçать. Кунта тĕрлĕ çулсенче ял хуçалăх управленийĕн кадрсен уйрăмĕн начальникĕнче, ача-пăча яслин заведующийĕнче, Рыбная Слободан ял Совечĕ çумĕнчи парти организацин секретарĕнче, каярах ял Совечĕн, халăх контролĕн председателĕсенче тăрăшать. Кунта тепĕр хут ăнăçлă качча тухса иккĕмĕш ывăлне Юрăна çуратать.
Вера Кузьминична мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен яваплă ĕçре тăрăшнă. Çак вăхăтрах Хусанти педагогика училищине, каярах Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерме те ĕлкĕрет. Вăл халăх çутĕçĕн отличникĕ, ĕç ветеранĕ, тăрăшуллă ĕçшĕн икĕ медальпе наградăланнă, Хисеп хучĕсен вара шучĕ те çук.
Хăй пурнăçĕнче тĕрлĕ сферăра ĕçленĕ пулин те зоотехникра тăрăшнă çулсене пуринчен ытла ăшшăн аса илет Вера Кузьминична. «Çамрăклăхăмпа çыхăннăран-тăр зоотехникра ĕçленĕ çулсене час-часах аса илетĕп, юлан утпа вĕçтерсе çӳренине мĕнле манăн-ха?» – йăл кулать вăл кун пирки.
Çавăнпах ĕнтĕ 100 экземплярпа тухнă пĕрремĕш кĕнекине вăл хăйĕн ĕçтешĕсене, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсене, пĕлĕшĕсене асăнмалăх парнеленĕ. Ара, унта вăл вĕсем çинчен те сахал мар çырнă-çке. Вера Кузьминична халĕ те ахаль лармасть, тепĕр кĕнеке çырать. Ку та вĕçленнĕпе пĕрех, кĕçех кун çути курĕ. Чăн та, иккĕмĕш кĕнекене хальлĕхе ят паман-ха. Ку кĕнеке те пĕрремĕшĕ пекех тăван тавралăхĕ, пĕлĕш-тăванĕсем, ĕçтешĕсем çинчен пулĕ. Ăна ывăлĕсем Николай Борисовичпа (Афган вăрçин ветеранĕ, летчик) Юрий Геннадьевич (Хусанти Ново-Савиновски район прокурорĕн çумĕ) вуласа тухса, пысăк хак пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çапла литературăн анинче тепĕр авторăн ячĕ палăрчĕ тесен те юрать.
 
: 1253, Хаçат: 20 (906), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: