Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭЛКЕЛ. Чăвашсен çурхи уявĕсенчен чи хитре праçнике – Уява – район чăвашĕсем кăçал май уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тури Çĕньялта пуçлаççĕ.
***
ТР Суту-илӳпе промышленность министерстви апат-çимĕç предприятийĕсен хушшинче май уйăхĕн 16-27-мĕшĕсенче республикăри халăхсен апат-çимĕç кунĕсене ирттерет. Унăн тĕллевĕ – Тутарстанри халăхсен культурин хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварасси тата туслăха çирĕплетесси.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ Халăхсен хушшинчи çемье кунне халалласа «Картиш вăййисем» акци ирттернĕ. Çапла майпа мероприятие йĕркелекенсем (социаллă хӳтлĕх управленийĕн, çемьепе ачасене пулăшу паракан социаллă центрăн, хулари Комсомольски районĕн администрацийĕн представителĕсем, студентсем тата ыттисем те) ачасемпе çамрăксен хушшинче картиш вăййисене çĕнĕрен чĕртме шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен шăпах çак вăйăсем ачана хăй тĕллĕнлĕхе, яваплăха, коллективра ĕçлеме, вăя тĕрĕс хаклама вĕрентеççĕ.
***
Çырчаллинче пăхаттир-пепкесем çурални юлашки çулсенче çĕнĕлĕх мар, анчах кун пеккиех пулман. Çак кунсенче кунти ача çураттаракан больницăсенчен пĕринче 5 килограмм та 165 грамм таякан арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ те, пепке те хăйсене лайăх туяççĕ. Сăмах май, Тутарстанра çуллен 4 килограмм тата ытларах таякан 4-5 пин ача çуралать.
ТЕЧЧĔРИ 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекен Максим Антоновпа Кристина Артюшкина хăйсен пĕрремĕш «Тени. Рассвет» кĕнекине хулари ача-пăча библиотекинче хăтланă. Малтан ачасем çак темăпа фильм ӳкересшĕн пулнă, анчах кĕнеке кăларнă. Фантази жанрĕпе çырнăскер, пĕрремĕш йĕркеренех вулакана интереслентерсе ярать. Тĕрĕссипе, кĕнеке çырас шухăш юлташсен хĕлле, йĕлтĕрпе Красная Звезда ялне кайсан çуралнă. Пĕтнĕ ялта пурăнакан юлман, тайăлнă кивĕ çуртсем çеç. Шăпах çак çуртсенче пурăнакан ĕмĕлкесем пулнă та кĕнекен тĕп геройĕсем. Çав вăхăтрах пурнăçра чăн пулнă фактсене те кĕртсе хăварнă авторсем, калăпăр, пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк. Çапах та чи илĕртекенни – кĕнекепе пĕрле акăлчанла юрăсен дискĕ пулни, вĕсен куçарăвĕ кĕнекере вырнаçнă.
Ачасем хăйсен кĕнеки кун çути курасса малтан питех шанман. Ара, пĕчĕк мар-çке, тексчĕ кăна 200 страница йышăнать. Çапах та вăл 15 экземплярпа тухнах. Максимпа Кристина хальхи вăхăтра тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ.
КАМСКО-УСТЬИНСКИ районĕнчи Большие Буртасы ялĕшĕн май уйăхĕн 16-мĕшĕ пысăк трагедипе вĕçленнĕ. Шкултан таврăнакан 7 çулти икĕ хĕр ача Сарауль юхан шывĕ хĕррине аннă. Кĕтмен çĕртен пĕр хĕр пĕрчи шыва кĕме шутланă. Анчах самантрах шыв айне анса кайнипе юлташĕ çывăхри фермăна пулăшу ыйтма чупнă. Шел, хĕр ачана çăлса хăварайман, МЧС ĕçченĕсем унăн ӳтне 3 метр тарăнăшри шыв айĕнчен кăларнă. Ача ялта кукамăшĕпе кăна пурăннă, амăшĕ Хусанта ĕçленĕ.
 
: 1004, Хаçат: 20 (906), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: