ÇУР АКИНЕ ЯПĂХ МАР ЙĔРКЕЛЕНĔ
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов хуçалăхсенче çур аки мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе çак кунсенче Элмет, Лениногорск, Çарăмсан хирĕсене пăхса çаврăнчĕ. Элмет районĕнче, тĕслĕхрен, пĕрремĕш хут мелиораци программипе пилĕк хуçалăх территорийĕнче 250 гектар лаптăка çĕр улми лартма планланă. Вĕсенчен çуррине лартма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Тĕпрен илсен, çур аки ĕçĕсене мĕнле йĕркеленине хурламан министр, çапах та тухăç çакăн пысăкăш лаптăкшăн сахалрах пулнине палăртнă.
Çемье фермисене аталантарасси çине вырăнти халăх ытларах тимлĕх уйăрмаллине те каланă. Çарăмсан районĕнче «Сульча» тулли мар яваплăхлă обществăн хирĕ çывăхĕнче ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсем çур акине питĕ лайăх йĕркеленине мухтанă.
ПУЛĂ – 100 ТОННА
«Татрыбхоз» хуçалăх çитес вăхăтра Рыбно-Слободски, Актаныш, Тури Услон районĕсенчи хăйĕн пĕвисене Арск, Кайпăç, Заинскри пулă приемникĕсенчен 20 тонна пулă лăкки (мальки) кӳрсе яма хатĕрленет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку самай нумайрах. Çапла вара сентябрь тĕлне хуçалăх карп, толстолобик, белый амур пулăсене сутлăха 100 тонна ӳстерме тĕллев лартнă.
КИРЛИНЧЕН НУМАЙ МАР
Республикăра тилĕсен шутне кирлĕ чухлĕ çеç хăварассипе çур çула тăсăлнă мероприяти (декабрьтен пуçласа май уйăхĕн çурриччен) вĕçленнĕ. Урнă чирпе чирлĕ тискер чĕр чунсем ял выльăхĕсене чирлетнĕ тĕслĕхсем пулнă районсене – Арск, Кайпăç, Мамадыш, Лайăш, Тури Услон тата ыттисене – уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Тилĕсен шучĕ республикăра чăнах та сахал мар, иртнĕ хĕлле вĕсем пурĕ 8093-ĕн пулнине палăртнă, ку пĕлтĕрхи шайран пысăк мар.
ЙӲННИ ЙӲНЕÇТЕРЕТ
Йӳнни йӳнеçтерет текен каларăша асра тытса-ши çамрăк предпринимательсем нумай пыл пухакан, хĕллехи сивве чăтакан, хамăр патра кăларнă среднерусский ăрата мар, карпат вĕлле хурчĕсене туянаççĕ. Иккĕмĕшĕсене юлашки вăхăтра республикăна машини-машинипе килсе сутаççĕ-мĕн. Ку вĕлле хурчĕсем хĕллехи сивве чăтайманнипе паллă. Хурт-хăмăр ĕçĕнче питех тĕшмĕртмен çынсем, паллах, чи малтан хакне пăхса туянаççĕ. Çакă пустуй тăкак кӳнисĕр пуçне хамăрăн ăрата анлă сарăлма та май памасть.
ЭМЕЛ КУРĂКĔСЕНЕ ХАТĔРЛЕÇÇĔ
«Татпотребсоюз» ку сезонра пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах (пурĕ 1000 тонна) эмел курăкĕ хатĕрлеме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра ку ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Вĕлтрен, матрӳшке, салтак туми, шапа хупахĕ хатĕрлеме кăçал коопераци техникумĕпе институчĕн студенчĕсене явăçтарĕç. Районсенче вара шкул ачисемпе пенсионерсем те хутшăнĕç. Паллах, «Татпотребсоюз» хăй те ку ĕçрен хĕрринче юлмасть, унăн ĕçченĕсем çак кунсенче Лайăш районĕнче пулнă.