Республикăра çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Уйрăмах ЗАГС ĕçченĕсем ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Паллах, Çемье кунĕсем умĕн çеç мар, çулталăкĕпех. Юлашки çулсенче юбилярсене, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысласси йăлана кĕчĕ. 25, 50, 60 çул пурăнаççĕ-и вĕсем – пĕлтерĕшлех мар, пурне те ĕмĕр асăнмалăх уяв туса параççĕ. Хуласенче кăна мар, ялсенче те чаплă праçнике çаврăнать çав кун. Тĕслĕхрен, Пăва районне кĕрекен Элшел ялĕнче пурăнакан Розăпа Виталий Сорокинсен те пĕрлешнĕренпе 50 çул тулчĕ. Çулла çитсен паллă тума палăртнă ылтăн туйра вырăнти ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсене те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасса иккĕленместпĕр.
Хусан хулинчи Киров районĕн ЗАГС ĕçченĕсем вара Çĕнтерӳ уявĕ умĕн, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче çакăн пек ултă мăшăра чысланă. Вĕсенчен хăш-пĕрин, тĕслĕхрен, Рузалинăпа Варис Сулеймановсемпе Надеждăпа Павел Носовсен ылтăн туй пулнă. Вĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ шăпах вăрçă çулĕсене тивнĕ. Пурнăçра хурапа шуррине сахал мар курнă пулин те çак икĕ мăшăрăн юратăвĕ çур ĕмĕре яхăн упраннă, малашне те упранĕ. Вĕсем асатте-асаннесем кăна мар, мăн асатте-асаннесем те пулнă ĕнтĕ. Ачи-пăчишĕн, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса пурăнаççĕ.