«Ăçта килчĕ унта теттӳсене пăрахса ан тултар!» – час-часах илтетпĕр ашшĕ-амăшĕ ачине вăрçнине. Ача-пăча психологĕсем пĕлтернĕ тăрăх, килте теттесене пăрахни йĕркеллĕ пулăм. Çапла туса ача тĕнчепе паллашать. Анчах пĕчĕкскерсем тирпей мĕн иккенне пĕлмеççĕ тени вара пĕрре те тĕрĕс мар. 2-4 çулти ачасем те «илем кӳртме» пĕлеççĕ, паллах, хăйне майлă. Тĕслĕхрен, иккĕри ачана сăнас пулсан, вăл япаласене хăйне килĕшнĕ пек лартма тăрăшнине асăрхатăн. Çапла майпа вăл амăшĕ пек е асламăшĕ-кукамăшĕ пек пулма тăрăшать. Хăй пĕлнĕ пек япаласене хурса тухать. Кун пек чух ачана вăрçма та, унăн ĕçне хурлама та юрамасть, мухтамалла çеç. Енчен те вăл пĕр-пĕр ĕç туса пулăшасшăн-тăк, ирĕк парăр. Капла вăл ĕçе хăнăхать. Психологсен шучĕпе ачана тирпее вĕрентнĕ чух çаксене асра тытмалла:
Пӳлĕме пĕр вăхăтра тирпейлеме хăнăхмалла.
Тирпей кĕртнине вăййа çавăрмалла, калăпăр, теттесене кам маларах пуçтарса пĕтерет. Вылянă май çапла ача ĕçпе киленет.
Тирпейлесе пĕтерсен кашнинчех пӳлĕм мĕнле илемленнине, уçăлнине калама манмалла мар.
Ача вылянă хушăра ăна теттесене пуçтарма хистеме юрамасть. «Эсĕ выляса пĕтеретĕн те теттесене пуçтаратпăр», – темелле.
Пĕр пĕчĕк ĕç пурнăçланăшăн та ачана мухтамалла.
Пӳлĕме тирпейленĕ чух хаваслă кĕвĕ ярса ачапа пĕрле ташлама, юрлама вăтанмалла мар.
Пепкене тирпее вĕрентес килет-тĕк, чи малтан хăвăр тĕслĕх кăтартăр, урăхла каласан, хăвăр та тирпейлĕ пулăр. Мĕншĕн тесен ача чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет, вĕсем пек пулма тăрăшать.