Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПРЕЗИДЕНТ — РАЙОНСЕНЧЕ
ТР Президенчĕ Р.Минниханов çур аки мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе нумаях пулмасть Камско-Устьински тата Теччĕ районĕсенче пулчĕ. Камско-Устьински районĕнчи Теньки ялĕнчи декоративлă йывăçсем ӳстерекен питомника çитсе килчĕ, унтан Теччĕ районĕнчи хуçалăхсен ертӳçисемпе тĕл пулчĕ. Иккĕмĕш района Президент ахаль суйласа илмен. Мĕншĕн тесен вăл республикăри кая юлса пыракан районсенчен пĕри. Çакă кунта пысăк инвестор çуккипе те çыхăннă. Апла пулин те юлашки 3-4 çулта кунта та çитĕнӳсем палăраççĕ. Р.Минниханов вĕсене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, çемье фермисен строительстви çине тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Президентăн сăмахĕсем тăрăх, республикăра кĕрхи тырă калчисем япăх мар, вăрлăх та, удобренипе çунтармалли-сĕрмелл и материалсем енĕпе те йывăрлăхсем çук. Çӳлерех асăннă районсене илес пулсан, кунта çур акине япăх мар йĕркеленĕ, чăн та, çитменлĕхсем те пур, тĕслĕхрен, çӳп-çап тасатас енĕпе.
ПАХЧАÇĂСЕН СЪЕЗЧĔ
Тутарстанра сад ĕçне аталантарма ятарлă программа йышăнма планлаççĕ. Çак тата республикăра пахчаçăсен съездне ирттерес ыйтусене ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче сӳтсе явнă. Пахча ĕçĕ Хусан, Çырчалли тата ытти хуласен çывăхĕнче уйрăмах лайăх аталаннă. 700 ытла хула çынни хăйне пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тивĕçтерет. Çапах та вĕсен те йывăрлăхĕсем нумай, калăпăр, шыв, электроэнерги, çулсем, картасем çукки тата ытти те. Çӳп-çапа тиесе каяссипе тата пушар хăрушсăрлăхĕпе, пурлăха сыхлассипе те ыйтусем çителĕклĕ. Кунсăр пуçне пахчаçчăсем çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарас, налук тӳлес механизма та лайăхлатма ыйтаççĕ. Çапла вара Тутарстанра пахчаçăсен съездне кăçал июнь уйăхĕнче ирттерме палăртнă.
ÇУР АКИНЕ ВĔÇЛЕНĔ
Кайпăç районĕнчи «Яна юл» тата «Большая Куланга» хуçалăхсем çур акине вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. «Яна юл» тулли мар яваплăхлă хуçалăхăн çĕр ĕçченĕсем 836 гектар лаптăка акнă, вĕсенчен 660 гектарĕ çурхи тырă. «Большая Кулангара» вара 597 гектара акса хăварнă.
Районти ял хуçалăх управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çӳлерех асăннă хуçалăхсем çур акине тĕплĕн хатĕрленнипе ĕçе çапла ăнăçлă вĕçлеме пултарнă. Тĕслĕхрен, çур аки кампанийĕ вăхăтĕнче вĕсен пĕр техника та ванман, вăрлăхпа удобрение вăхăтлă кӳрсе тăнă. Кунсăр пуçне ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ.
ЯТАРЛĂ ДОКУМЕНТСĂР ЮРАМАСТЬ
Хусан аэропортĕнче Барселонăран килекен пассажирсене тытса чарнă. Вĕсем карантин ирĕк паракан документсăр тата фитосанитари сертификачĕсĕр тăпраллă виноград тымарĕсем илсе килнĕ-мĕн. Карантинпа фитосанитари контролĕн Положенийĕпе çакăн пек продукцие документсăр кӳме юрамасть. Çавăнпа виноград тымарĕсене аэропортри утилизаци кăмакине пăрахса çунтарма тивнĕ.
ЧĔКĔНТĔР ЛАПТĂКНЕ ӲСТЕРНĔ
Нурлат районĕнче кăçал сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне 3 пин гектара ӳстернĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Çакна юлашки вăхăтра сахăр песокне ытларах туяннипе çыхăнтараççĕ. Пĕлтĕр сахăр чĕкĕнтĕрĕ районта 6 пин гектара йышăннă пулсан, кăçал – 9 пин гектар таранах пулĕ. Тата çакна та палăртмасăр май çук: иртнĕ çул сахăр песокĕн пĕр миххи 650-700 тенкĕ тăнă, кăçал вара –1950. Эппин, ку культурăна акса ӳстерме тупăшлă.
КĔТӲ ТУХРĔ
Тутарстанри 43 районтан 30-шĕ выльăх-чĕрлĕхе çуллахи лагерьсене куçарма ĕлкĕрнĕ. Нумай пулмасть çунă çумăрсем тата ăшă çанталăк çарансенчи курăка вăй илме май пачĕç. Кăшт вăхăт иртсен кĕтĕве нумай çул ӳсекен курăк лаптăкĕсем çине кĕртĕç. Отраслĕн ĕçченĕсем кăçал сăвăма ӳстерме ĕмĕтленмеççĕ, мĕншĕн тесен выльăхсене йывăрпа хĕл каçарнă хыççăн сăвăм пĕлтĕрхинчен сахалрах. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен хальхи тĕллевĕ – лару-тăрăва лайăхлатасси.
 
: 1274, Хаçат: 19 (905), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: