Çĕнтерӳ кунĕ Хусанта питĕ кăмăллă иртрĕ. Кунĕ хĕвеллĕ, халăхĕ нумай. Пĕтĕм хулипе патриотизмла кĕвĕсем янăрарĕç. Уяв пулнине Хусанăн кашни кĕтессинче сăнама пулчĕ.
Майăн 9-мĕшĕ тĕлне Хусан мэрийĕ питĕ анлă программа хатĕрленĕ. «Çĕнтерӳ парачĕ, ветерансене чыслани – пĕтĕм мероприяти пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл йĕркеллĕ иртни пире питĕ савăнтарать», – терĕ Хусан мэрĕ Ильсур Метшин.
Çак кун уява пурĕ 98 пин хусансемпе унăн хăнисем хутшăнчĕç. Çĕнтерӳ парадне 25 пин ытла çын килсе курчĕ. Çĕнтерӳ паркĕнчи Сӳнми çулăм патне чечек хунă çĕре кăна 15 пине яхăн çын пуçтарăннăччĕ.
Тĕп уяв вара Пин çуллăх тӳремĕнче иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерĕвĕ 66 çул çитнине халалласа кунта Хусан гарнизонĕн 2 пин çар çынни парад ирттерчĕ.
Уяв ташăсемпе пуçланчĕ. Çав вăхăтрах Мускавра иртекен уява та тӳрĕ эфирпа кăтартса пычĕç. Малалла ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ветерансене уявпа саламларĕ. Тав сăмахĕ каларĕ.
– Пирĕн республикăран вăрçа çич çĕр пине яхăн çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри тенĕ пек каялла таврăнман. Вĕсен ячĕсем паян кун та пирĕн чĕрере, – тесе пурне те тăрса вилнисене асăнма сĕнчĕ.
– Вăрçăри Çĕнтерӳ – вăл пирĕн Çĕнтерӳ. Пирĕн ăна нихăçан та манмалла мар. Вăл вăхăтри йывăрлăха пуçра тытса малашне ун пекки ан пултăр тесе тăрăшмалла, – терĕ пирĕн пуçлăх.
Кремль çумĕнчи Пин çуллăх тӳремĕнче ура пусма вырăн çук темелле. Кунта пĕчĕк пепкесенчен пуçласа туяпа утакан çынсем таран пуçтарăннă. Çитменнине тата йывăр техникăна та илсе тухнă. Çавăнтах радистсем шаккаса ларакан вырăнсем те пур. Урăхла каласан, çамрăксем валли питĕ асра юлмалла кăтартса панă.
Майăн 9-мĕшĕ Раççейре пурăнакан кашни çыншăн пысăк уяв пулмалла. Пуçра та, чĕрере те туймалла ăна. Шел, пирĕн ветерансем çулран-çул сахалланса пыраççĕ.