Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки 10 çулта Çĕпрел районĕнче кĕрешӳ спорчĕ çĕнĕ вăйпа аталанма тытăнчĕ тесен те йăнăш мар, ялсенчи шкулсенче ĕçлекен кĕрешӳ секцийĕсене ял ачисем ытларах çӳреме пуçларĕç. Çавăнпа ку тăрăхра Совет Союзĕн Геройĕ С.Уганин ячĕпе, чечен вăрçин паттăрне А.Шуркина асăнса, Н.Угаслов призĕшĕн чăваш, тутар наци кĕрешĕвĕсем, ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе иртекен регионсем хушшинчи турнирсем, район первенстви ырă йăлана çаврăннинчен тĕлĕнмелли çук. Паллах, çамрăк спортсменсем тăван районта кăна мар, Чăваш Енре, Ульяновск облаçĕнче, Рязань тата Хусан хулисенче те хăйсен вăйне кăтартаççĕ. Çĕпрел районĕн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн ертӳçи Ф.Ахметов каланă тăрăх, «Татарстан яшлере» хаçат призĕшĕн нумаях пулмасть иртнĕ республика турнирĕнче районăн пĕрлештернĕ команди 49 командăран чи вăйлă 20 команда йышне кĕни те лайăх кăтарту.
Чăваш наци кĕрешĕвĕн спорчĕпе Матакри вăтам шкул вĕренекенĕсем кăсăкланма пуçлани 10 çул ытла ĕнтĕ. Танлашма тата танлаштарма опыт çук-тăк, спортăн аталанăвĕ пирки те ĕмĕтленмелли çук. Шăпах çакна асра тытса вырăнти шкул директорĕ В.Мердеев хăйĕн спортсменĕсене малтанхи çулсенчех тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ шайра иртекен ăмăртусене явăçтарма тăрăшрĕ. Чăн та, вăл вăхăтра ачасен шкулта тренировкăсем иртме ятарлă мат та, тухса çӳреме транспорт та çукчĕ. Астăвасса, пирвайхи ăмăртусене Виталий Петрович ачасене 8-10 çухрăмри Шланка ялĕ çывăхĕнчи трасса тăрăх иртекен Шупашкар автобусĕ çине çуранах илсе тухатчĕ. Апла пулин те Матак ялĕн çамрăк спортсменĕсем сисĕнмеллех çитĕнӳсем тума пултарчĕç: Е.Дунаев – спорт мастерĕ, Д.Петрянкин, И.Ермолаев, Д.Алимасов, Н.Ефрейторов, Е.Акимов, А.Петрушкин – спорт мастерĕсен кандидачĕсем пулчĕç. Çак списока кăçал тата тепĕр спортсмен хушăнчĕ, вăл 9-мĕш класс пĕтерекен В.Тютин. I, II, III разряда тивĕçнĕ спортсменсен йышĕ те пĕчĕк мар. Пĕлтĕр Алешкин-Саплăк ялĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ чăваш Акатуйĕн икĕ тĕп парнине – такасене – çак ял каччисем çĕнсе илни хăех ку ялта кĕрешӳ спорчĕ мĕнле шайра пулнине çирĕплетет.
Халĕ шкулта мат та, тухса çӳреме транспорт та пур. Вĕсене ТР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, «Тус» ХАО генеральнăй директорĕ, хисеплĕ ентеш Н.Угаслов парнеленĕ, тепĕр ырă йăлана – Совет Союзĕн Геройĕ, Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ С.Уганин ячĕпе чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе регионсем хушшинчи турнира – пуçарма тата ирттерме пулăшрĕ. Николай Федорович халĕ те Матакри тата Хулаçырми ялĕнче иртекен кĕрешӳ турнирĕсен генеральнăй спонсорĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Матакри регионсем хушшинчи турнир тата Çĕпрел районĕн первенстви Аслă Çĕнтерӳ уявĕ умĕн халăха пуçтарать. Кăçалхи шучĕпе 8-мĕш пулчĕ. Унта районти Матак, Аслă Аксу, Çĕнĕ Йĕлмел, Шланка ялĕсен, Чăваш Енри Шупашкар хулин, Елчĕк тата Çĕрпӳ районĕсен, Ульяновск облаçĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕн командисем, пурĕ çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Мĕн калăр та, «çĕнтерни мар, хутшăнни пĕлтерĕшлĕ» текен каларăш кĕрешӳ спорчĕ пирки мар. Унпа ытларах арçын ачасем кăсăкланнине шута илсен пушшех те, ара, кавир çине хăйне çавăрса пăрахнине кам килĕштертĕр-ха? Çавăнпа кунта хутшăннă çĕр ытла çамрăк спортсменран кашнин пĕр ĕмĕт çеçчĕ çав кун, вăл – çĕнтересси. Çитменнине район администрацийĕн пуçлăхĕн Т.Нагумановăн парни – чаплă велосипед – курăнакан вырăнта ларни те спортсменсене хастар кĕрешме хистерĕ. Çавăнпа кĕрешӳ вăхăтĕнче ал-урана, хăлхана, пуçа ыраттарни, сăмсаран юн кайни кавир çинчен тухмалли сăлтав пулмарĕ. Ялти медицина сестри И.Мердеева пирвайхи пулăшу панă хыççăнах спортсменсем ыратнине пăхмасăр кĕрешĕве малалла тăсрĕç.
Кун пек чухне кавир хуçисене пуринчен те йывăртарах пулни каламасăрах паллă, вĕсене кунта жюрисĕр пуçне тата ял-йыш, тăвансем, юлташсем хаклаççĕ. Кĕрешĕве курмашкăн кăçал та ял халăхĕ нумайăн пуçтарăннăччĕ. Вĕсен хушшинче паллă çынсем те сахаллăн марччĕ. Тĕслĕхрен, Матак ялĕн мăнукĕ, киокусинкай спорчĕ енĕпе Раççей, ЧР чемпионĕ О.Чернова, хисеплĕ ентеш, биатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ В.Трифонов тата ыттисем. Турнир яланхи пекех çӳллĕ шайра ирттĕр тесе вырăнти агрофирма тата Хăймалу ялĕнчи Б.Шленский предприниматель укçа-тенкĕпе, апат-çимĕçпе пулăшнă.
Кĕрешӳ хĕрсе пынă хушăра хаклă хăнасем те çитрĕç: «Тус» ХАО генеральнăй директорĕ Н.Угаслов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Нагуманов, район администраци ертӳçин çумĕ А.Шадриков. Вĕсем çамрăк кĕрешӳçĕсене тата пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламласа, спортсменсене çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕç. Николай Угаслов вара Матак каччине Владимир Тютина, тин çеç спорт мастерĕн кандидачĕ пулма тивĕçнĕскере, спорт мастерĕн кандидачĕн паллипе зачет кĕнекине парса чысларĕ.
– Кĕрешӳ спорчĕн малашлăхĕ пысăк, вăл Олимп вăййисен пĕр тĕсĕ пулас шанчăк та пур. Ял ачисем спортпа туслă пулни савăнтарать. Сирĕн хушăра пулас Олимп вăййин чемпионĕсем пуррине шанатăп. Эпир сире кăштах ăмсанатпăр та, пирĕн патра та ку спорт лайăх аталаннă, анчах район администрацийĕ, ентешсем енчен çакăн пекех тимлĕх те, пулăшу çук», – терĕ Çĕрпӳри спорт шкулĕн тренерĕ, дзюдо енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ, спорт мастерĕ А.Ядринцев.
Официаллă пай хыççăн кĕрешӳ çĕнĕ вăйпа малалла тăсăлчĕ. Хальхинче спортсменсем финала тухса малти вырăнсемшĕн кĕрешрĕç. Куракансем пĕр сывламасăр тенĕ пек ентешсем мĕнле кĕрешнине сăнарĕç. Выляса яраканшăн хурланчĕç, çĕнтерекеншĕн хыттăн алă çупса, кăшкăрса хавхаланчĕç.
Темиçе сехете тăсăлнă ăмăрту саманчĕсем мĕнле хăвăрт шунине никам та, уйрăмах командăсен тренерĕсем, сиссе юлаймарĕ-тĕр. Мĕншĕн тесен кашни хăйĕн спортсменне пьедесталăн çӳллĕ картлашки çинче курасси килчĕ.
Çапла вара хĕрӳ кĕрешӳре пĕрремĕш вырăна Матак вăтам шкулĕн команди çĕнсе илме пултарчех, иккĕмĕш вырăна Чăваш Енри Елчĕк район команди тивĕçрĕ, виççĕмĕш вырăна Çĕпрел районĕн Аслă Аксу команди çĕнсе илчĕ, вĕсене пурне те кубокпа чысларĕç. Сăмах май, С.Уганин сăнне ӳкернĕ медальсене тата кубоксене турнирăн генеральнăй спонсорĕ хатĕрленĕ. Çĕнтерӳçĕсене асăнмалăх парнесем панисĕр пуçне тата чи пултаруллисене Матак вăтам шкулĕнче вĕренекен Н.Фадеевпа В.Тютина О.Черновăпа В.Трифонов хăйсенчен уйрăм парне парса чысларĕç.
Район администраци пуçлăхĕн тĕп парнине – чаплă велосипеда – пĕлтĕр Çĕнĕ Йĕлмел спортсменĕ çĕнсе илнĕ пулсан, кăçал ăна Матакри вăтам шкул вĕренекенĕ Алексей Шингарев вĕçертмерĕ.
Çапла вара пъедесталăн картлашкисем çине хăпарма çаксем тивĕçрĕç:
11–13 çултисен хушшинче:
24 килограмм виçе йывăрăшĕнче: А.Тябуков (Чăваш Ен, Елчĕк) – I, В.Шамбиков (Ульяновск облаçĕ, Кивĕ Улхаш) – II, Н.Чукмарев (Çĕпрел районĕ, Матак);
28 килограмм виçе йывăрăшĕнче: Л.Петров (Шупашкар) – I, Н.Еремеев (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) – II, Р.Изендеев (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) – III;
31 килограмм виçе йывăрăшĕнче: В.Кузнецов (Çĕпрел районĕ, Матак) – I , П.Рдюков (Ульяновск облаçĕ, Кивĕ Улхаш) – II, Д.Сусликов (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу) – III;
34 килограмм виçе йывăрăшĕнче: С.Чемуков (Ульяновск облаçĕ, Кивĕ Улхаш) – I, И.Тухфетуллов (Çĕпрел районĕ, Матак) – II, А.Ефрейторов (Çĕпрел районĕ, Матак ) – III;
38 килограмм виçе йывăрăшĕнче: П.Ермолаев (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, А.Мискин (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) – II, К.Топоров (Шупашкар) – III;
42 килограмм виçе йывăрăшĕнче: Э.Петруков (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу) – I, Д.Анисимов (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу) – II, М.Ефрейторов (Çĕпрел районĕ, Матак);
15-16 çултисен хушшинче:
40 килограмм виçе йывăрăшĕнче: В.Ефрейторов (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, А.Краснов (Чăваш Ен, Елчĕк) – II;
44 килограмм виçе йывăрăшĕнче: А.Шингарев (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, И.Павлов (Чăваш Ен, Çĕрпӳ) – II, С.Васильев (Чăваш Ен, Елчĕк) – III;
48 килограмм виçе йывăрăшĕнче: А.Несин (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, Н.Краснов (Чăваш Ен, Елчĕк) – II, С.Лепешкин (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу) – III;
52 килограмм виçе йывăрăшĕнче: Ю.Воробьев (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, П.Бильдяков (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу), Ф.Махмутов (Çĕпрел районĕ, Шланка);
56 килограмм виçе йывăрăшĕнче: В.Танлэ (Чăваш Ен, Çĕрпӳ) – I, С.Ракмуллин (Чăваш Ен, Елчĕк) – II, И.Чернов (Чăваш Ен, Елчĕк) – III;
60 килограмм виçе йывăрăшĕнче: Н.Фадеев (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, Э.Адюков (Чăваш Ен, Елчĕк) – II, Р.Сатдинов (Çĕпрел районĕ, Шланка) – III;
17–18 çултисен хушшинче:
65 килограмм виçе йывăрăшĕнче: В.Тютин (Çĕпрел районĕ, Матак) – I, И.Талаев (Шупашкар) – II, В.Майков (Чăваш Ен, Елчĕк) – III;
65+ килограмм виçе йывăрăшĕнче: Д.Мухаметзянов (Çĕпрел районĕ, Шланка) – I, А.Лесников (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) – II, В.Мадуров (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) – III.
Çамрăк кĕрешӳçĕсен çак турнир хыççăн ахаль ларма вăхăт çук, вĕсен тепĕр кунах тренировкăсене пуçăнмалла, мĕншĕн тесен умра каллех ăмăртусем. Çĕпрел районĕн пĕрлештернĕ команди çитес кунсенче Мамадышра иртекен вĕренекенсен 8-мĕш спартакиадине тата Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчелĕнчи турнира хутшăнма хатĕрленет. Кама леш енчи çамрăк спортсменсемпе вăй виçни хальччен пулманчĕ-ха çĕпрелсен, эппин, вĕсене ăнăçу сунатпăр!
 
: 1873, Хаçат: 19 (905), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: