Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«МУЛКАЧ АПАЧĔ» САЛАТ
Кирлĕ: 200 г корейла кишĕр, 150 г ветчина, 100 г сыр, 1 хăяр, майонез, петрушка.
Ветчинана, хăяра турамалла, сыра теркăпа хырмалла. Продуктсене турилкке çине кишĕр форми парса сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла (кашнинех майонезпа сĕрмелле): ветчина, хăяр, сыр, корейла кишĕр… Унтан çакăн пекех тепрер сий. Çиелти кишĕр сийне майонез сĕрмелле мар. Кишĕрĕн аврине петрушкăран тумалла.
АШ САЛАЧĔ
Кирлĕ: 300 г аш, 300 г кăмпа (шампиньон), 2 тăварланă хăяр, 1 пуç сухан, 5 çăмарта, майонез, тăвар, ăшаламалăх тип çу.
Пиçнĕ аша турамалла. Шампиньона лайăх çуса турамалла та тип çу çинче хатĕр пуличчен ăшаламалла. Сухана та тураса ăшаласа илмелле. Хăяра тата пиçнĕ çăмартана турамалла. Компонентсене майонезпа сĕрсе сийпе вырнаçтармалла: аш, сухан, кăмпа, çăмарта, хăяр.
ÇĔР УЛМИ – ФРАНЦУЗЛА
Кирлĕ: 500 г аш, 1 кг çĕр улми, 4-5 пуç сухан, 2 кишĕр, тăвар, 2 çăмарта, 100 г майонез, 200 г сыр, ăшаламалăх тип çу.
Аша тураса тип çу çинче çурма хатĕр пуличчен ăшаласа илмелле. Кишĕре теркăпа хырса, сухана тураса тип çу çинче ăшаламалла. Çĕр улмине шуратса çӳхе çаврашкасем çине касмалла, тăвар сапмалла. Сыра теркăпа хырмалла, майонеза чĕрĕ çăмартапа хутăштармалла. Çу сĕрнĕ противень çине компонентсене сийпе вырнаçтармалла: аш, кишĕрпе сухан, çĕр улми. Çиелтен майонезпа çăмарта хутăшне, унтан сыр сапмалла. Духовкăра пĕр сехете яхăн пĕçермелле.
СЫРПА ПĔÇЕРНĔ СЫСНА АШĔ
Кирлĕ: 1 кг тачка сысна ашĕ, 150 г сыр, 1 помидор, 0,5 кг çĕр улми, ыхра, тăвар, пăрăç, специсем.
Сысна ашне тăварпа тата пăрăçпа сăтăрса пĕр сехет тытмалла, унтан аша çĕçĕпе темиçе çĕртен касса тухмалла. Сырпа помидора турамалла, ыхрапа çĕр улмине шуратмалла. Аш ăшне каснă çĕрĕсене ыхра шăлĕ, помидор тата сыр татăкĕсем хурса тухмалла, аша фольгапа чĕркемелле те пысăк çатма çине хумалла. Йĕри-тавра çĕр улми çаврашкисем хурса тухмалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Духовкăра пĕçермелле.
«РАФАЭЛЛО»
Кирлĕ: 400 г тăпăрч, 1-1,2 стакан хăйма, 1 пĕчĕк пакет ванилин, фундук, кокос хăрпăкĕ.
Тарăн чашăкра тăпăрча, сахăр песокне, хăймана, ванилина хутăштармалла. Пулнă хутăшран çаврашкасем тумалла, варрине мăйăр хурса хăвармалла. Çаврашкасене кокос хăрпăкĕ çинче йăвалантармалла. Лап тĕплĕ турилкке çине хурса çур сехетлĕхе холодильнике лартмалла.
СМЕТАННИК
Кирлĕ: 1 стакан хăйма е кефир, 1 стакан сахăр песокĕ, 3 çăмарта, 1 чей кашăкĕ уксуспа кăпăклантарнă апат соди, 1 чей кашăкĕ тăвар, 60-80 г ирĕлтернĕ маргарин, çур стакан иçĕм çырли, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, 3 стакан çăнăх, кăшт ванилин.
Çăмартана лăкаса кăпăклантармалла, маргарина ирĕлтермелле. Сахăр песокне хăймапа пĕрлештермелле, тăвар тата апат соди хушмалла, лайăх пăтраштармалла. Унтан лăканă çăмарта, çăнăх, маргарин, мăйăр тата иçĕм çырли хушмалла. Хатĕр чустана çу сĕрнĕ форма çине ямалла, духовкăра пĕçермелле. Хатĕр сметанник çине çиелтен сахăр пудри сапмалла.
ПЕЧЕНИ – МАННА КĔРПИПЕ
Кирлĕ: 5-6 стакан çăнăх, 2 кашăк сахăр песокĕ, ванилин, 2 кашăк манна кĕрпи, 100 г маргарин.
Çăнăха сахăр песокĕпе, ванилинпа тата манна кĕрпипе хутăштармалла, маргарин хушса чуста çăрмалла. Чустана хулăн мар йĕтĕрлемелле те унран тĕрлĕ фигурăсем касса кăлармалла. Пергамент хут хунă противень çине хумалла. Духовкăра 5-7 минут пĕçермелле.
 
: 1044, Хаçат: 18 (904), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: