Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Зинаида Николаевна Денисова Çĕпрел районĕнче пĕртен-пĕр хĕрарăм-физрук. Апла пулин те ытти шкулсенчи ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр мар ăна. Пĕрремĕшĕнчен, ку ĕçре пĕр çул кăна ĕçлемест, иккĕмĕшĕнчен, нумайăшĕпе Теччĕри педагогика училищинче пĕрле пĕлӳ пухнă. Зинаида Николаевна Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнче 20 çул ĕнтĕ физкультура урокĕсене илсе пырать, калас пулать – япăх мар. Унăн вĕренекенĕсем районĕпе чи вăйлă спортсменсен йышĕнче. Йĕлтĕр спорчĕпе çăмăл атлетикăна пуринчен ытла кăмăллаççĕ вĕсем. Мини-футболпа тата çăмăл атлетикăпа иртнĕ район ăмăртăвĕсенче кăçал хурăнварсем III вырăнсем йышăннă.
Совет Союзĕн Геройĕ П.Юхвитов ячĕпе хăйсен патĕнче йĕлтĕр спорчĕн турнирне ирттерессине йăлана кĕртнинче те Зинаида Николаевнăн тӳпи пысăк, тепĕр чух хăй те йĕлтĕр çине тăрса ăмăртусене хутшăнма ӳркенмест. Çапла, ку профессие ăнсăртран çакланнă çын мар вăл. Сăмах май, Хурăнвар-Шăхаль шкулĕ мĕнпур енĕпе ĕлĕкренех районта чи вăйли шутланать.
Ачаранах спортпа туслă Чăнлă Шăхаль пикин шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки ыйту тăман, вăл мĕн пĕчĕкрен физкультура учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Алла диплом илсен вара тăван шкула таврăннă. Çав кунранпа 20 çул иртнĕ ĕнтĕ. Зинаида Николаевнăн халĕ хăйĕн те икĕ хĕрпе ывăл ӳсет.
Ăмăртусенче кашни вĕренекеншĕн чĕререн пăшăрханать учитель. Урăхла мĕнле пултăр-ха, вĕренекенĕсем уншăн хăйĕн ачисем пекех-çке. Ăмăртусен вăхăтĕнче çамрăк спортсменĕсене пĕр çеккунта та куçран вĕçертмест Зинаида Николаевна. Дистанцире мĕнле чупни, финиша çитсен çийĕнчех ăшă тумтир, атă-пушмак тăхăннă-и – йăлтах тимлĕхре тытать учитель. Паллă ĕнтĕ, кун пек чух спортсменăн ăмăртури кăтартăвĕ çеç мар, унăн сывлăхĕ те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕн ачисене спортпа туслашма нимĕн те чăрмантармасть: спорт инвентарĕ çителĕклĕ, вĕрентекенĕ те пысăк опытлă педагог, спортсмен çеç мар, аслă юлташ та. Çавăнпах пуль кунта спорт ăсталăхĕ ăруран ăрăва ăнăçлă куçса пырать. Мĕн тесен те ача хăш предмета кăмăлласси чи малтан учительтен килет-çке. Эппин, Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕн çамрăк спортсменĕсем районăн пĕрлештернĕ командине кĕни чи малтан Зинаида Николаевнăн ĕç кăтартăвĕ тесен те йăнăш мар. Вĕрентекенне килĕштермен пулсан, ачасем спортпа та туслашман пулĕччĕç.
 
: 1231, Хаçат: 14 (900), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: