Тутарстан Шалти ĕçсен министерстви малтан шантарнă пекех, апрелĕн 1-мĕшĕнче «Халăх аттестацийĕ» акцие пĕтĕмлетрĕ. Аса илтеретпĕр, республикăра пурăнакан кашни çын хуть мĕнле подразделенире ĕçлекен уйрăм полицейски çинчен февралĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса март уйăхĕн 31-мĕшĕччен ТР ШĔМне шăнкăравласа е çырса пĕлтермеллеччĕ.
Министерство хăйĕн сотрудникĕсем çинчен хыпарсене ултă эрне йышăнчĕ. Çак вăхăтра çынсенчен 1500 хыпар килнĕ. Акцин условийĕсем тăрăх, уйрăм сотрудник çинчен аваннине те, начаррине те пĕлтерме юратчĕ пулин те, тĕпрен илсен, ырă хыпарсем ытларах пулнă. Йывăрлăха лекнĕ çынсем йĕрке хуралçисем хăйсене мĕнле пулăшни, вĕсен паттăрлăхĕ, ĕçне пĕлсе пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă. 226 тĕслĕхре кăна сотрудниксен ĕçне критиклени палăрнă. Çак хыпарсем тăрăх тĕрĕслев ирттереççĕ.
Акцие хастар хутшăннă, полицейскисен ĕçне хăйне евĕрлĕ хакланă 10 çынна тата «Халăх аттестацийĕн» тĕп геройĕ пулнă 9 сотрудника Тутарстан шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров дипломпа, алла çыхмалли сехетпе тата турпутевкăпа чысларĕ. «Паян чысланă сотрудниксем валли полицире вырăн пуласса шантармастăп, анчах халăх шухăшĕ Шалти ĕçсен министерствин ĕçне хакламалли тĕп критери пулмаллах», – терĕ министр.
Акци вăхăтĕнче халăхран тĕрлĕ хыпар килнĕ-мĕн, вĕсен хушшинче интереслисем те пулнă. Калăпăр, хăшĕ-пĕри полицие çӳллисемпе илемлисене кăна илме сĕннĕ.