Апрель. Çырăнтару тапхăрĕ пуçланчĕ. Почта ĕçченĕсен хĕрӳ ĕç тытăнчĕ темелле. Капла та ĕçĕ сахал марччĕ вĕсен, халĕ вара, уйрăмах ял почтальонкисен, урисем утнипе кăна мар, чĕлхисене те ывăнтарма тӳр килет. Ара, халăха хаçат-журналсем çырăнтармашкăн калаçтарма тивет вĕт-ха. Пурне те мар, паллах, хăшĕ почтăна çити çӳриччен килтех çырăнма пулать тесе почтальонкăна чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать.
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕн çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем çырăнакансемпе кăмăлсăртарах темелле. Халăх хаçат-журнал çырăнма пăрахни пирки пăшăрханаççĕ.
Почта начальникĕ Светлана Ивановна Иванова каланă тăрăх, юлашки çулсенче хаçат-журнал çырăнакансен шучĕ палăрмалла чакнă. «Сувар» хаçат çырăнакансем те ытти çулсенче 70-80 çын пулнă, халĕ вара 42 çеç юлнă.
– Пирĕн ялта уйрăмах пенсионерсем çырăнаççĕ ку хаçата. Ваттисем вилсе пыраççĕ, çавăнпа çырăнакансем те сахалрах, – тет Светлана Иванова.
Галина Егоровна Каришева почтальонка та çавăн пекех калать.
– Çынсем валли ялта ĕç те çук, ĕçленĕшĕн укçи те сахал. Юрать-ха пенсионерсем укçа илнĕ чухне çырăнса ĕлкĕреççĕ. Вĕсене пенси укçине те вăхăтлă параççĕ хуть, – тет вăл.
Хаçат-журналсене, паллах, çулталăкĕпех çырăнма пулать, хуть те хăш вăхăтра та, хăш уйăхран та киле килсе тăма пултарать. Апрель уйăхĕччен пирĕн хаçата 228 тенкĕпе çырăнма пулатчĕ, халĕ вара кăштах ӳснĕ. Ку, паллах, пиртен килмест, почта тăкакĕсем ӳснине кура хаксем улшăнаççĕ.
Светлана САДЫКОВА.
![]() |