Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе çурхи призыв пуçланчĕ. Призыв çулĕ тата хĕсмет вăхăчĕ улшăнман-ха. Каччăсен 18 çултинчен пуçласа 27-че çитиччен пĕр çул хĕсметре тăмалла. Хальхинче уйрăмах 1984-1993 çулта çуралнă çамрăксем никрут юррисем юрлĕç.
Тутарстанра ку çуркунне призыв комиссине 29 пине яхăн çынна чĕнтерме тивĕç. Хĕсмете вара 7,5 пин çынна ямалла.
ТР Çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, каччăсенчен чи пысăк пайне тип çĕр çинчи, Чукун çул, Космос, Шалти ĕçсен, Сывлăш-десанчĕн, Ракетăллă çарсене ямалла. Çаплах РФ Оборона министерствин 12 тĕп управленине, Тинĕç-çар флотне ăсатма тивĕç.
Ытти çулсенчи пекех çар комиссариачĕ призывниксене шефа илнĕ çар чаçĕсене те яраççĕ. Тутарстан каччисенчен 20-шĕ Президент полкĕнче хĕсметре тăмалла.
Çара апрель уйăхĕн варринче ăсатма тытăнаççĕ. Пĕрремĕш ушкăн апрелĕн 15-мĕшĕнче каймалла.
ТР Правительстви ытти çулсенчи пекех призывниксене мобильниксемпе тата салтак сумкисемпе тивĕçтерет. ТР Çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, федераллă сотовăй çыхăну операторĕсенчен пĕри вĕсем валли ятарласа тариф планне уйăрса парать. Унпа çĕршывăн мĕнпур территорийĕнчен калаçма пулать-мĕн. Çаплах ТР Правительстви кашни салтак валли уйăхра çур сехет калаçмалăх укçа хурса тăрать. Енчен те Раççей тулашĕнче служба иртет пулсан, уйрăмах Хура тинĕс флотĕнчисене – роумингшăн та тӳлеççĕ.
Салтакăн телефонĕ çинче укçа пулмасан та, ашшĕ-амăшĕ, хĕрĕ-юлташĕ, тăван-хурăнташĕ ун патне шăнкăравлама пултарать. Шăнкăравлакан Тутарстанран пулсан, салтакран роумингшăн та илĕнмест. Çаплах çар службинче тăракан каччăн хĕрӳ лини çине шăнкăравлас кăмăл пулчĕ-тĕк, çыхăну тӳлевсĕрех. Хĕрӳ лини номерĕ – 05216. Ку лини питĕ лайăх ĕçлет. Шăнкăравласа калаçнă хыççăн ыйту çине хурав параççех. Кирлĕ пулсан хурава çырупа та яма пултараççĕ.
Тата çакна каласа хăвармалла, ывăлсене ытлашши япала тултарса ямалла мар, сăмахран, супăнь, туалет хучĕ тата ытти те. Вĕсене унта сумка параççĕ. Сумкинче пĕтĕмпех пур. Килтен парса янисене вара пăрахтараççĕ.
Ывăла салтака ăсатма çăмăл мар, паллах. Çапах та ытла кулянма-хуйхăрма та кирлĕ мар. Пĕр çул кăна хăвăрт иртет. Унтан вĕсем чăн-чăн арçынсем пулса таврăнаççĕ. Турă вĕсене сыхласа тăрĕ.
 
: 1033, Хаçат: 14 (900)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: