Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раштав сивви. Раштав эрни. 1959 çулхи шатăртатса тăракан шартлама сивĕ кун Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчи Арман кассинче пĕчĕк пепке çуралать. Ачан йĕнĕ сасси те юрланă пек туйăнать. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Турă çапла панă пуль? Пĕр Турă кăна та мар, Вăрман, Шыв, Хĕвел, Çĕр Турри пулăшнă хĕр пĕрчине талантлă пулма. Мĕншĕн тесен Элшел вăрманпа, юханшывсемпе питĕ туслă. Тен, çавăнпах унта питĕ нумай паллă та пултаруллă çынсем çуралаççĕ. Уйрăмах поэзипе çыхăннисем палăраççĕ. Вĕсенчен пĕри шăп та Порфирьевсен ултă ачаллă çемйинче çуралать.
Галина Порфирьева мĕн ачаранах поэзие юратнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл сăвăсем çырнă, юрăсем хайланă. Ашшĕ Михаил Григорьевич мĕн ĕмĕрĕпех шкулта вĕрентнĕ. Амăшĕ те Вера Афанасьевна шкулта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă. Династие малалла тăсас тесе хĕрĕ те Теччĕри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Шăп çак вăхăтра туйса илет вăл хăйĕнче чăн-чăн сăвăç чĕри тапнине. Чи малтанхи сăвви унăн вырăсла шăрçаланать. «Мы, студенты, веселый народ» сăвви «Моя Родина» ятлă хаçатра та пичетленет. Чăвашлисем те пулнă, паллах, анчах та вĕсене çынна кăтартсах кайман.
Галина Михайловна Хусан хулине питĕ юратать. Унта вăл икĕ çул хушши пуçламăш классене пĕлӳ панă. Урăхла каласан, ашшĕ-амăшĕ пекех шкулта ĕçленĕ. Анчах та шăпа Узбекистанах илсе каять. Унта вăл В.Серебряковпа паллашса çемье çавăрать. Пĕчĕк Миша çуралать.
Çук, чăтаймасть чунĕ Галина Серебряковăн шăрăх та ют çĕрте пурăнма. Тăван еннех туртать. Тутарстана та мар, Чăваш Ене, шурă Шупашкара таврăнать.
Милици форми тăхăнать. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать. Каярахпа тата Мускаври ĕç академине те çитет. Халĕ вăл милици майорĕ.
Галина Серебряковăн сăввисем питĕ нумай, çавăнпа та 1998 çулта вăл «Кĕмĕл çути» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларать. Тепĕр икĕ çултан тата «Пурнăç, сана юратса» сăвăсен пуххи вулакансем патне çитет.
Псевдонимне те Галина Михайловна пĕлĕтрен илмен. Хушамачĕ кĕмĕлпе çыхăннă пулсан та, Кĕмĕл тесе ахаль те каланă пулăттăн. Ăна вăл питĕ килĕшсе тăрать.
Хитре те янăравлă сăвăсем çырать Галина Кĕмĕл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «кĕмĕл саслă поэт» теççĕ. Ку питĕ пысăк хисеп туса каланă сăмах. «Кĕмĕл сасă – чи илемлĕ сасă», – тет Юхма Мишши. Галина Кĕмĕл сăввисем чăнласах та çапла. Унăн чылай сăввисемпе композиторсем юрăсем хывнă. Вĕсене паллă артистсем юрлаççĕ. Тĕслĕхрен, нумай пулмасть пирĕн ентеш, «Хусан чăвашĕсем» ушкăн ертӳçи, юрăç тата композитор Алексей Наумов Галина Кĕмĕлĕн «Сенкер куçсем» сăввипе çырнă юрăпа Чăвашрадиори «Кайри – мала» хит-парадра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Галина Михайловна юлашки çулсенче заказпа ĕçлет. Уйрăмах композиторсемпе питĕ туслă. Вĕсем кассета е диск çине кĕвĕ çырса параççĕ те поэт вара кĕввине кура сăвă çырать. Анчах та ăна, поэтесса каланă тăрăх, хатĕр сăвăран кĕвĕлени килĕшерех парать.
Çак кунсенче Галина Кĕмĕлĕн виççĕмĕш кĕнеки пиçсе тухрĕ. Ăна поэт амăшне, Вера Афанасьевнăна халалласа «Асамлă туйăмсен сӳнми ташши...» ят панă. Кĕнеке пысăках пулмасан та 94 сăвă вырнаçнă унта. Кашни сăвви чĕрене пырса тивет. Куççуль кăларать.
Кĕнеке кăларма пулăшаканĕсем – ывăлĕ, милици майорĕ Михаил Серебряков тата тăван ялĕнчи агрофирма ертӳçи Юрий Чернов. Мĕнле пулăшмăн-ха, ку кĕнекене пĕтĕмĕшпех Тăхăрьял çĕрĕ çинчен çырнă тесен те юрать вĕт?
Халĕ Галина Кĕмĕл вырăсла кĕнеке кăларас ĕмĕтпе пурăнать. Уйрăмах Хусана халалласа, çамрăклăха аса илсе. Калавсем те çырма пуçланă пирĕн ентеш. Ку пире питĕ савăнтарать. Вĕсене те кăмăлтанах вулăпăр.
Галина Кĕмĕле халĕ пĕлмен çын питĕ сахал пулмалла. Тăхăрьялсем çеç мар, Чăваш Енсем те ялан тĕл пулаççĕ унăн поэзийĕпе, хăйĕнпе те, паллах. Вăл – Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ тата юратнă аннесĕр пуçне, çамрăк асанне.
ЭЛШЕЛ
Савнă ялăм, ман Элшелĕм –
Ытарми илем!
Тăван кил, тăван сĕтелĕм,
Ман ачаш аннем.
Арманкасĕ, Тутаркасĕ,
Савăк вырăнсем.
Çума-çумăн, кассăн-кассăн
Икĕ рет пӳртсем.
Хире-хирĕççĕн пăхаççĕ
Йăлтăр кантăксем.
Чунăма пăлхантараççĕ
Чечекри садсем!
 
Ял йĕри-тавра уй-хирĕ
Канлĕн ешерет.
Сарлака та анлă Шурĕ
Куçа илĕртет.
Шăнкăр-шăнкăр Сĕве шывĕ
Авăнса юхать.
Ĕнен уçă шăнкăравĕ
Çепĕççĕн янрать.
Хура çĕрĕм, Çĕр-аннемĕр,
Эсĕ – ман юнра.
Сан умра эп ĕмĕр-ĕмĕр
Пысăк парăмра.
 
Эй, Элшел, ан ютшăн, йышăн,
Мана ан пăрах.
Ман аннеçĕм, ман ял-йышăм –
Пурте чунăмрах.
 
СĔВЕ
Сĕве. Авалхи юханшыв.
Пăлханать, вылянать тăрă шыв.
Вăл юхать Тăхăрьял çумĕпе,
Халăхра палăрать тăпипе.
 
Тӳпери çăлтăрсем каçхине
Вăшт! чăмаççĕ Сĕве юххине.
Уйăхпа çутăлаççĕ хумсем,
Мерчен пек чӳхенеççĕ вĕсем.
 
Пирвайхи юрату киммипе
Эпĕ ишнĕ кунта савнипе.
Анчах вĕрчĕç кăра çилĕсем,
Илсе кайрĕç ăна ют çулсем.
 
* * *
Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,
Куçăма халь хупаймăп ирччен.
Шухăшсем, шухăшсем пуçăмра,
Пĕр эс çеç, пĕр эс çеç пуçăмра.
 
Хăтăлаймăп сенкер куçсенчен,
Эп кун пек юратман халиччен.
Мĕн тери тунсăхлатăп, савни,
Ман телейĕм – санпа çеç пулни.
 
Сан сăну яланах умăмра,
Тусăм, эс аякра-аякра.
Çурăлать-çке чĕре çурмалла,
Ах, епле-ши ман халь чăтмалла?
 
Чĕрере тунсăхпа ырату,
Кăвар евĕр вĕри сан туту...
Чунăмра ман савни куçĕсем,
Тинĕс пек сеп-сенкер-çке вĕсем.
 
* * *
Эпĕ халь ниçта та васкамастăп,
Васкамалăх пĕр сăлтав та çук.
Çĕр каçма паян киле каймастăп,
Пушă кил, унта никам та çук.
Кĕтекен çын пурччĕ, анчах кайрĕ,
Тем çитмерĕ: уйрăлчĕ манран.
Юрату вучахĕ хĕмленмерĕ,
Эпĕ хам та сивĕнтĕм унран.
Чĕрере пуш-пушă, çатăр сивĕ,
Ăшăтмасть чуна халь нимĕн те.
Урамра янрать пĕр çепĕç кĕвĕ,
Пурнăçра куратăн темĕн те...
Ах, мĕнле чуна йăпатмалла-ши,
Симĕс тунсăха та сирмелле?
Мăшăра ăçта шырамалла-ши,
Вăхăта епле ирттермелле?..
...Эпĕ халь ниçта та васкамастăп.
 
: 1412, Хаçат: 36 (714), Категори: Литература каçалăкĕ

Комментарисем:

Susmet (2007-09-11 23:56:26):
Сăввисем питĕ илемлĕ!

Мирон Толли (2007-09-15 17:59:14):
питĕ илемлĕ, чунлă, кăварлă сăввисем.

CăvašKuşlăhneHyvsanMĕnKurănat' (2007-10-10 17:19:07):
«Сан умра эп ĕмĕр-ĕмĕр
Пысăк парăмра.»

Šăn Potriljar filossăf şaknaškal ĕmĕr-ĕmĕr parăm şincen şyratcĕ - Kĕmĕl Kalli av parămne săvă şyrsa tatsa parĕ-ši? Căvašla săvă şyrsa căvašlăh parămne tatsa parĕ, av vyrăsla parămne te tatsa pama tytănnă. :)Pirĕn căvašsen parăm tujămĕ ujrămah sisĕnet şav - văl pitĕ avalhi tujăm.


CăvašKuşlăhneHyvsanMĕnKurănat' (2007-10-10 17:40:39):
«Раштав сивви. Раштав эрни. 1959 çулхи шатăртатса тăракан шартлама сивĕ кун Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчи Арман кассинче пĕчĕк пепке çуралать.»

Ku căn halăhla ăslaj - văt kunta căn pojesĭ sisĕnet...


Miron Tolli (2007-10-12 02:44:41):
parăm tujămĕ cănah căvaš tujămĕ. Man pur hurantašsen şak tujăm văjlă.

Miron Tolli (2007-10-12 02:47:02):
Сăмах май, Кĕмĕл Калли çырнă, Хусанти чăвашĕсем ушкăн юрлакан Сенкĕр куçсем чăнах та чаплă юрă. Юлашкинчен тупрăм эпĕ ăна.
Вăл 2007 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи Кайри-мала радио-кăларăмĕнче пур.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: