Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (21.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Православи тĕнне йышăннă çынсем типĕ вăхăтĕнче ашсăр, сĕтсĕр, çăмартасăр апат çинипе кăна мар, кĕлĕсем те вуламалла, паллах. Анчах та нумайăшĕ ир тăрсан та каç пулсан мĕнлерех кĕлĕсем каламаллине пĕлмест. Çавăнпа та вулакансем ыйтнипе кĕлĕ сăмахĕсене пичетлетпĕр.
Ыйхăран вăрансан, ӳркенсе ан вырт, тирпейлĕн-сăпайлăн тăр та, ăс-тăнна пухса, кăмăлна уçса, Турă умĕнче çакна кала:
Ашшĕийĕн, Ывăлийĕн, Çветтуй Сывлăшийĕн ячĕпе. Аминь.
Унтан, шухăш-туйăмна лăплантарса, çĕр çинчи кулленхи тĕркешӳлĕхе манма тăрăшса, пĕр хушă шăпăрт тăр. Вара виçĕ хутчен пуç çап та çапла кала:
Эй Турă, Турă Ывăлĕ, Иисус Христос, Хăвăн чăн таса Аннӳ кĕлтунипе, мĕнпур çветтуй çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.
Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.
Эй çӳлти Патша. Эсĕ чуна лăплантартăн, Эсĕ тӳрĕ Сывлăш, Эсĕ пур çĕрте те пур, Эсĕ пурне те пултаратăн, пур ырлăх та Санран тухать, чĕрĕлĕх те Эсĕ паратăн. Пирĕн ăша кĕрсе вырнаç. Пур усалтан та тасат пире. Ырă Турă, пирĕн чунсене çăл.
Çветтуй Турă, Çветтуй Хăватлă, Çветтуй Вилĕмсĕр, çырлах пире (3 хут).
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Çветтуй Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй Турă, çылăхран тасат пире, Эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар, Эй Çветтуй Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тӳрлет.
Эй Турă, çырлах (3 хут). Мухтав халĕ те.
Эй çӳлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр. Паян пурăнмалăх çăкăр пар пире, эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире, çылăха ан кӳрт пире, усалтан хăтар пире.
Виç-ипостаçлĕ Турра кĕлтумалли тропарь.
Эй хăватлă, ырă Турă, çывăрса тăрсан Сана пуç çапатпăр, Сана ангел юрри юрлатпăр: Эй Çветтуй, Çветтуй, Çветтуй Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.
Мухтав: Эй Турă, Эсĕ мана ыйхăран сывă тăратрăн, – ăсăма, чĕреме тасат. Сана, Виç-ипостаçлĕ таса Турра, мухтаса юрлама чĕлхе-çăварăма уç: Эй Çветтуй, Çветтуй, Çветтуй Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.
Халĕ те: Аслă Тӳре сут тума сасартăк килĕ, мĕн тунисем пурсăмăрăн та курăнса тăрĕç, çавăнпа хăраса çур çĕртех кĕлтăвар: Эй Çветтуй, Çветтуй, Çветтуй Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.
Эй Турă, çырлах (3 хут).
 
: 3861, Хаçат: 13 (899), Категори: Ĕненӳ

Комментарисем:

Евгений Михайлович (2015-06-29 21:18:57):
Мухтав Турра.

Çÿлти Патша итле мана,
Санăн çыннине.
Çÿлти Турă каçар мана,
Манăн çылăхне.

Çулти Атте мухтав Сана,
Мухтав Ывăлне.
Çÿлти Патша хисеп Сана,
Патăн пире телейне.

Çветтуй Турă,Çветтуй Турă
Хĕрхеньсем пире.
Çветтуй Сывлăш,вăйлă Турă,
Чистатсам пире.

Мухтав Сана,Эсĕ чыслă
Яланах пĕрле.
Пирĕнь ăша Эсĕ кĕрсе,
Чистатса,çĕкле çÿле.

Çÿлти Турă,Çветтуй Турă,
Хăтарсам пире.
Мухтав Сана сыхланăшăн,
Усалран сыхла пире.

Атте,Ывăл,Çветтуй Сывлăш,
Эсĕ панă лайăх тĕнь.
Сан сукмакна пире уçса,
Эсĕ пире утма чĕн.

Атте,Ывăл,Çветтуй Сывлăш
Хăтăлнисем нумай пинь.
Мухтав Сана юратнишĕн.
Санăн ячушĕн,..Аминь.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: