Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Ăна тăванăмăрсем Хусантанах илсе килсе пачĕç. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. «Тайд» порошокпа çуса янă тейĕн. Тата унăн малти сылтăм ури те шап-шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши?
Пĕрре пирĕн пата кӳршĕ Верук аппан кушакĕ иленчĕ. Сăлтавĕ – Верук аппа сасартăк вилсе кайрĕ те ун çурчĕ хупăнчĕ. Кушакĕ вара ир-ирех алăк патне килсе ларса эп пӳртрен тухасса кĕтекен пулчĕ. Алăка уçсанах çилнике вăрт! кĕрсе каять те хăваласан та тухмасть. Паллах, унăн çиесси килет ĕнтĕ. Эпĕ ăна çапмастăп, урапа та тапмастăп, шăпăрпа та хăратмастăп. Шел ăна. Чĕр чун вĕт. Çынсем патне туртăнать. Верук аппан тăванĕсем ăна йышăнмарĕç.
– Пирĕн хамăрăн та кушаксем пур, – терĕç вĕсем.
Анчах та Ваççук пичче мана итленĕ хыççăн çав кушака хĕвне чикрĕ те таçта кайса ячĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пăхатăп – хайхи кушак каллех пирĕн картишĕнче лара парать. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм.
Халĕ ĕнтĕ пирĕн патран пачах та кайми пулчĕ. Ăçта кайтăр ĕнтĕ вăл – кӳршĕ патнех килет. Эпĕ ăна хам çимесĕр пĕр килограма яхăн фрикадельки çитерсе ятăм. Верук аппан кушакĕ тем те çиет – пар кăна. Пирĕн Муçкă апла мар.
Пĕррехинче Муçкă кӳршĕ кушакне картишĕнчен питĕ çиллессĕн хăваласа ячĕ. Лешĕ пĕр самантрах куç умĕнчен çухалчĕ, таçта кайса пытанчĕ. Муçкă хăйĕн характерне кăтартрĕ. Кушак кушаках çав. Икĕ кун пĕр чарăнми юр çурĕ. Верук аппан кушакĕ пирĕн патра курăнмарĕ.
Пĕр ирхине юр хырма тухсан эпĕ ăна курах кайрăм: вăл каллех пирĕн çилник алăкĕ патĕнче ларать. Кушак пирĕн кĕлетре çĕр каçать иккен, унта кĕме шăтăк пур. Хырăмĕ выçсан унтан тухать те алăк умне пырса пӳртрен çын тухасса кĕтсе ларать. Мĕн тăвăн ĕнтĕ? Унăн та кунсерен çиесси килет. Вара эпĕ кушак валли апат кĕлет алăкĕ умне пырса лартакан пултăм. Çисе тăрансан кӳршĕ кушакĕ витене кĕрсе çухалать.
Çапла кун хыççăн кун иртет. Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче.
 
: 1115, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: