Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АК КИРЕКЛЕ
Çуллахи урамри вăйă. Ку вăййа тĕрлĕ çулхи ачасем выляççĕ. Ытларах хĕр ачасемпе арçын ачасем икĕ уйрăм ушкăнпа выляççĕ. Икĕ ушкăнĕ те хире-хирĕç тăрать. Ушкăнсем хушшинчи вырăн чылай пулмалла. Арçын ачасем пуçлаççĕ:
– Ак кирек!
– Тăм кирек! – хуравлаççĕ хĕр ачасем.
Арçын ачасем:
– Сире кунта мĕн кирлĕ?
Хĕр ачасем:
– Пире кирлĕ сар каччă!
Арçын ачасем:
– Сарă каччи мĕн ятлă?
Хĕр ачасем:
– Сарă каччи Саша ятлă!
Ят тухнă ачан чупса пырса хĕр ачасен аллисене татмалла. Кам аллине сирсе татаять, çавна хăйсен ушкăнне илсе каять. Татаймасан хăй унтах юлать – хĕр ачасен ушкăнне куçать. Арçын ачасем сарă хĕр ачана чĕнеççĕ. Майĕпен икĕ ушкăн хутăшса каять.
Вăйă тĕрлĕрен пĕтет: пĕр ушкăнĕнче пĕччен ача юлать, ăна чĕнеççĕ те алă татма хушаççĕ. Татсан пĕр ачана илсе каять, татаймасан çав ушкăнрах юлать. Е пĕччен юлни хăй пĕр ачана чĕнсе илет, хăваласа тытать. Тытаймасан вăйă пĕтет. Ачана е юрлаттараççĕ, е ташлаттараççĕ, е сăвă калаттараççĕ.
СĂМАВАРЛА
Ертсе пыраканни ачасене пылак çимĕç ячĕсене (канфет, печени, вафли, сахăр, пыл, пĕремĕк тата ытти те) парса тухать. Ят хурса пĕтерсен ертсе пыраканни сăмавар патне пырса ун куçне аллисемпе хупласа ыйтать:
– Сăмавар, сăмавар, мĕнпе чей ĕçетĕн?
– Пылпа.
Пыл ятне хунă ача шăппăн сăмавар патне пырать, ăна çурăмĕнчен аллипе тĕртет те хăй вырăнне кайса ларать. Ертсе пыраканни сăмавар куçĕ çинчен аллине илет. Лешĕн ачасем еннелле çаврăнса хăшĕ пыл пулнине каламалла. Пĕлсен сăмаварпа пыл вырăнĕсемпе ылмашăнаççĕ. Пĕлмесен пыл вырăнне ача çĕнĕ ят илет, сăмаварĕ çавах юлать.
Вăйă малалла тăсăлать.
 
: 1106, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: