Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хатĕрсем: Çурçĕр Америкăн физикăлла, климат, çут çанталăк зонисен тата политика карттисем.
Тĕллев: 1. Материкăн çут çанталăкĕ, халăхĕ, хуçалăх ĕçĕсем çинчен вĕреннине асра хăварасси. 2. Ачасене карттăпа, учебникпа ĕçлеме хăнăхтарасси. Вĕсен логика шухăшлавне аталантарасси.
Урок йĕрки:
1. Урок пуçланиччен ыйтусем (пĕрремĕш юпара материкăн географилле вырнаçăвĕ, иккĕмĕшĕнче – рельефĕ, виççĕмĕшĕнче – климачĕ, тăваттăмĕшĕнче – юхан шывсем, пиллĕкмĕшĕнче – çут çанталăк зонисем, улттăмĕшĕнче – политика картти тăрăх халăхсем мĕнле вырнаçни) çырнă хут листине кашни парта çине хурса тухмалла.
2. Урок эстафета евĕрлĕ иртнĕрен, ачасене «учительсем» тата «вĕренекенсем» командăсем çине уйăрмалла. «Учительсене» кашни вĕренекенĕн номерне, ыйтусен тĕрĕс хуравĕсене çырнă хут листисем памалла.
3. «Вĕренекенсен» тĕллевĕ – 6 тапхăра хăвăртрах иртсе, ыйтусене тĕрĕс хуравласа нумайрах балсем пуçтарасси. Паллăсене «учительсем» лартаççĕ. Икĕ командăн та алăра хут листипе ручка пулмалла.
4. «Вĕренекенсем» 1-мĕш ыйтăва хуравлаççĕ. «Учительсем» хуравсене тĕрĕслеççĕ. Енчен те «вĕренекен» ыйтăва тĕрĕс мар е туллин хуравламарĕ-тĕк, «учитель» тĕрĕс хурав калать, ун хыççăн çеç паллă лартса ăна иккĕмĕш, унтан виççĕмĕш тата ытти тапхăра куçарать. «Вĕренекен» ыйтусене йăлтах хуравласа пĕтерчĕ пулсан, педагог унăнне те, «учителĕнне» те хучĕсене илсе унта вĕсен хушамачĕсене тата эстафетăна миçемĕш вĕçленине палăртса номерсем лартса пырать.
5. Ыйтусене хуравласа пĕтернĕ ачасем пушаннă сĕтел патне пуçтарăнаççĕ. Ыттисем ыйтусене хуравланă хушăра вĕсем блиц-турнира хутшăнаççĕ.
6. Блиц-турнир çапла иртет: 4-5 ача пуçтарăнса ертӳçĕ суйлаççĕ. Çак çын малалла вăййа ертсе пырать. Ачасем кĕске ыйту параççĕ, пĕри çийĕнчех хуравлать. Ăна хуравне кура тĕрлĕ çăлтăр (хĕрли – «маттур», симĕсси – «лайăх», кăвакки – «ан васка, лайăхрах шухăшла») лартса хаклаççĕ.
7. Урок вĕçлениччен 2-3 минут юлсан педагог «учительсем» командăри икĕ-виçĕ ачапа ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене палăртаççĕ.
Вĕренекенсен ыйтусене пĕлмеллех, мĕншĕн тесен вĕсене темăна вĕреннĕ майăн пăхса тухмалла. Тĕслĕхрен, Çурçĕр Америкăн географилле вырнаçăвĕ çинчен вĕренетпĕр. Паллах, ку ыйтусем килти ĕçре пулмаллах, тепĕр урокра вара аса илсе пăхса тухмалла. Çут çанталăк зонисене вĕреннĕ чух кроссворд шутламалла. Çавăнпа ачасем эстафетăна çăмăллăнах иртеççĕ, вăхăтра ĕлкĕреççĕ.
Ыйтусем:
I Материкăн географилле вырнаçăвĕ
1. Çурçĕр Америкăн географиллĕ вырнаçăвĕ Кăнтăр Америкăран мĕнпе уйрăлса тăрать?
Кăнтăр Америка урлă... иртет, Çурçĕр Америка урлă – çук.
2. Çурçĕр Америка çыранĕсем ... океансен шывĕпе чӳхенеççĕ, Кăнтăр Америка ...
3. Çурçĕр Америка урлă ... тата ... иртеççĕ, Кăнтăр Америка урлă ...
4. Çурçĕр Америкăна ... материксем çывăх. Кăнтăр Америкăна...
5. ... Америкăн тĕп пайĕ тропикпа Поляр унки хушшинче вырнаçнă, ... Америка – тропикпа Кариб тинĕсĕ хушшинче.
II Рельефĕ
1. Çурçĕр Америкăра мĕнле сăрт-тусемпе тӳрем çĕрсем пур?
2. Хальхи мĕнле материк авалхи Лавразие кĕнĕ?
3. Мĕн вăл кордильер тата аппалачи?
III Климачĕ
1. Материкăн çурçĕр енĕ субэкваториллĕ климатлă пояса йышăнать.
2. Сывлăш температури тĕпрен илсен пысăк, уйрăмах материкăн çурçĕр енче. Кăнтăрта çурçĕртинчен сивĕрех. Мĕнле материк çинчен сăмах пырать? Материкăн паллисене малалла кала.
IV Çурçĕр Америкăн юхан шывĕсем
Сулахайран сылтăмалла:
4. Çурçĕрти Пăрлă океанăн юхан шыв бассейнĕ.
5. Çурçĕр Америкăн чи пысăк юхан шывĕ.
7. Материкăн хĕвел тухăç енчи кӳллисем.
8. Тарăн каньонлă юхан шыв.
9. Материк варринчи кӳлĕ.
Çӳлтен аялалла:
1. Çурçĕр Америкăн чи пысăк юхан шывĕн юппи.
2. Вăтам Америкăн çыранĕнчи тинĕс.
3. Шыв сикки (водопад).
4. Кăнтăрти залив.
6. Çурçĕрти «ледяной мешок» залив.
V Çут çанталăк зонисем
1. Америкăн çут çанталăкĕ çине этем витĕм кӳни (3-4 тĕслĕх илсе кăтарт).
2. «Антропогенный природный комплекс» термин мĕне пĕлтерет?
VI Карттăра палăртнă патшалăхсем тата вĕсен тĕп хулисем
Хуравсем:
I Материкăн географилле вырнаçăвĕ
1. Экватор.
2. Лăпкă, Атлантика, Çурçĕрти Пăрлă океансен шывĕпе, Кăнтăр Америкăн çыранĕсем Лăпкă тата Атлантика океанĕсен шывĕпе чӳхенеççĕ.
3. Çурçĕр Полярлă ункăпа çурçĕр тропик, экватор иртеççĕ, Кăнтăр Америка урлă – кăнтăр тропик.
4. Çурçĕр Америкăна – Кăнтăр Америка тата Еврази, Кăнтăр Америкăна Çурçĕр Америкăпа Антарктидăна çывăх.
5. Çурçĕр Америкăн, Кăнтăр Америка вара....
II Рельефĕ
1. Кордильерсем, аппалачисем, Миссисипи, Тĕп, Аслă тӳрем çĕрсем.
2. Çурçĕр Америка Лавразие кĕнĕ.
3. Кордильеры – çамрăк тусем, вĕсем йĕркеленеççĕ кăна-ха. Аппалачи – кивĕ тусем.
III Климачĕ
1. Сăмах Кăнтăр Америка çинчен пырать.
2. Кăнтăр Америка – чи нӳрĕ материк. Унта типĕ, пысăк территорисем çук. Материкра ăшă, нӳрĕк нумай, юр Андынче кăна çăвать.
IV Çурçĕр Америкăн юхан шывĕсем
Сулахайран сылтăмалла:
4. Маккензи. 5. Миссисипи. 7. Великие. 8. Колорадо. 9. Виннипы.
Çӳлтен аялалла:
1. Миссури. 2. Карибское. 3. Ниагарский. 4. Мексиканский. 6. Гудзонов.
V Çут çанталăк зонисем
1. ...
2. Çын витĕмĕпе йĕркеленекен çут çанталăк комплексĕ.
 
: 1084, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: