Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕллевĕсем:
Çеçпĕл Мишши пултарулăхне çирĕплетсе пĕтĕмлетесси; çыхăнуллă пуплеве аталантарасси, ачасен тавра курăмне çивĕчлетесси; тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Вăйă йĕрки:
1. «Ç», «Е», «Ç», «П», «Ĕ», «Л» сутăнать.
2. Ачасем ăна илес тесе кашни сас паллипех 5 ыйту хуравлаççĕ.
3. Кашни ыйту – 1 балл.
4. Кам нумайрах очко пухать – çав çĕнтерет.
Вăйă юхăмĕ:
Класа йĕркелесси; ушкăнсем çине пайланни; вăйă тĕллевĕсемпе паллаштарни; вăйă.
«Ç»
1) Çеçпĕл Мишши çуралнă ял ячĕ.
2) Çеçпĕл хăйĕн сăввисене мĕнле стильпе çырнă?
3) Мишшан пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă, ăçта пичетленнĕ?
4) Çак йĕркесем хăш сăвăран:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен!
5) Чĕлхе çинчен сăвă пăхмасăр калăр.
«Е»
1) «Çеçпĕл» сăмах мĕне пĕлтерет?
2) М.Кузьмин чăваш поэзине мĕнле çĕнĕлĕх кӳртнĕ?
3) Киевра вăл мĕн тĕллевпе пурăнать?
4) Унăн Теччĕри тусĕ.
5) Пĕр сăввине пăхмасăр калăр.
«Ç»
1) Çеçпĕл Мишши миçемĕш çулта çуралнă?
2) Мĕнле драма çырнă?
3) Мĕншĕн çак псевдонима илет вăл?
4) Мĕнле санаторире сипленет?
5) Чечек çинчен (çеçпĕл çинчен пулсан аванрах) юрă юрлăр.
«П»
1) Хăш çул, хăш уйăхра, числора çуралнă Çеçпĕл?
2) Çеçпĕл çинчен чăваш çыравçисенчен кам «Чи пысăк телей» драма çырнă?
3) Теччĕри пурнăçĕ çинчен мĕн пĕлетĕр?
4) Мĕнле курорта канма каять?
5) Тăван çĕршыв çинчен юрă юрлăр.
«Ĕ»
1) Киевра, Украинăра мĕнле псевдонимпа çырнă вăл?
2) Ленина ăçта, мĕнле майпа курма тӳр килет Мишшан?
3) Мĕн тĕллевпе айăплаççĕ М.Кузьмина?
4) Санаторире кампа туслашать?
5) Сăвва мĕнле виçепе çырнине тишкерĕр:
Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла.
«Çук», «çук» теекен улталанĕ,
Кам çук тет, ун чунĕ чăлах.
«Л»
1) Касаккасси Чăваш Енĕн хăш районĕнче?
2) П.Чичканов Çеçпĕл çинчен мĕнле роман-хроника çырнă?
3) Мĕнле чирпе чирлĕ пулнă Мишша?
4) Çак йĕркесем хăш сăввинчен:
Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.
Эп пĕр çын мар, эп хам
пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин
çын!
Чĕрем юрри – пин çын
юрри!
5) Чĕлхе çинчен сăвă çырăр.
Вăййа пĕтĕмлетни.
 
: 1108, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: