Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-12№№.)
– Мĕскер тата?
– Сарайĕнче иккĕмĕш ротăри таркăн салтакăн панамкине тупрăмăр. Воробьевăн… – алăри панамкăна сĕтел çине хучĕ.
– Унăнах-им?
– Ара. Унта çырса палăртни пур…
– Вăл унта мĕнле майпа пырса çакланма пултарнă тет вара?
– Ман шутпа, Александр Петрович, – Павлов майор командир куçĕнчен пăхрĕ, – ак çак бачасем лайăхрах пĕлме тивĕç.
Çамрăк душмансем хăйсен шăпине кĕтсе кĕтесри шкаф еннелле туртăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса тем пуплешрĕç – нимех мар, ан шиклен терĕç-ши ĕнтĕ е малаллине кĕтсе пĕр-пĕрне чăтăмлăх сунчĕç.
– Мĕн тупни ара, май пур чух ыйтса пĕлмелле. Тен, салтаксене тыткăна илнĕ-ха вĕсем? Таçта кайиччен…– душмансен енне çаврăнчĕ те аллине сĕтел çинче выртакан панамкăна ярса тытрĕ. – Хуçи ăçта? – терĕ.
Душмансем шикленсе кĕтессех кĕрсе тăчĕç.
– Нис… не фомаде…1 – терĕ чике сухалĕ.
– Мон дехкан… душман нис… – сăмах хушрĕ чипер хĕр пек çуталса тăракан çаврака питне пĕрсе тепри.
– Дехкан тетĕн? – урсах кайрĕ майор. – Ку вара санăн мĕскер? – винтовка тытрĕ, затворне уçса-хупрĕ – чăлт-чалт турĕ душман сехрине хăпартса. – Ку апла санăн ĕç хатĕрĕ... – винтовкăна душман çамки патне илсе пычĕ – шуралса кайрĕ бача, алли-ури чĕтренĕрен сĕтел çинчи графинпа стакан та юрла пуçларĕç: чим-чим-чим! – терĕç вĕсем Павлов майора пăтăрмах туса хурасран сыхласа.
– Йĕркеллĕ пул, – терĕ ăна Мазуров подполковник. – Мĕн тесен те, эпир кунта нимĕç фашисчĕсем мар, вĕсем те гестапăра мар… Çын ĕретлĕ калаç. Çав Морозов лейтенант пек пулас марччĕ... – терĕ вăл çурхи кунсенче пулса иртнĕ инкеке аса илсе.
Ун чух наркăмăш туртса анранă лейтенант мĕншĕн-тĕр хăйĕнпе тата виçĕ салтака çавăтса кӳршĕри кишлака анать. Хабибулла текен дехкан патне кĕрсе пĕтĕм çемйине персе пăрахать те хăйне, кил хуçине ĕнтĕ, полка сĕтĕрсе килет, ăна мăшкăлласа, хĕне-хĕне вĕлерет. Виллине Пули-Хумри çырмине кайса пăрахать… Чăн та, ун чухне Морозов лейтенант чунсăрланни Мазуров подполковникăн пуçне кăшт çеç çимерĕ. Юрать-ха, дивизи командирĕ, ăна, Союзран тин çеç çитнĕскере, кăшт хĕрхенчĕ пулас, асăрхаттарнипех çырлахрĕ. Çитменнине, Морозов лейтенант тăна кĕрсен айăпне йăлт хăйĕн çине илет те хăй кишлака мĕн тума аннине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парать. Лешсем, наркăмăш сутаканскерсем, ăна укçасăр, кивçен ĕнтĕ, пама кăмăл туман иккен. Ку вара, типсе çитнĕскер, чамаран тухать те пурне те персе пăрахать…
Мазуров подполковник явап тытмарĕ пулин те, хăйĕн çамки çине ĕмĕрлĕхех картса хучĕ.
– Эпĕ йĕркеллех … – терĕ те Павлов майор, винтовкăна ячĕ. – Шикленме кирлĕ мар, подполковник юлташ, ăна авăрламан, курокне пусрĕ – чак! турĕ çӳлелле пăхакан винтовка, çав самантрах пӳлĕм çӳçенсе кисренсе те кайрĕ – кĕпçерен вирхĕнсе тухнă шĕнкĕрен хăйĕн хыççăн тĕтĕм хăварса мачча хăмисем хушшинче çухалчĕ. – Вăт эсрел! – вăрçăнса илчĕ Павлов майор.
Шурса кайнă подполковник сиксе тăчĕ.
– Вăт ачапча! – терĕ вăл. – Тупнă вылямалли! Пар кунта! – аллине сĕтел урлă тăсрĕ.
– Эп выляса мар вĕт, – терĕ майор командира винтовкăна тыттарса. – Ĕмĕрте пĕрре патак та перет тесе ахальтен каламан çав… – çумри пукан çине тĕршĕнчĕ, мачча çине пăхса илчĕ те. – Асăнмалăх, – терĕ ним калайманран аптраса.
Винтовка сассине илтсе пӳлĕме уйрăм пай пуçлăхĕ Измайлов майор чупса кĕчĕ.
– Мĕскер кунта? – терĕ вăл алăра автоматне тытса. – Кам печĕ?
– Ăнсăртран… Духсен винтовки… – терĕ Мазуров подполковник, винтовка затворне хывса сĕтел çине хунă май.
– Руслан Ибрагимович, ыйтăр-ха унран, – терĕ Павлов майор сăпайлă калаçăва пӳлес мар тенĕн лăпкăн. – Ку панамка ăçтан лекнĕ вĕсем патне…
– Мĕнле панамка? – Измайлов Павлов çине пăхса илчĕ.
– Ак çакă. Вăл иккĕмĕш ротăран тарса кайнă Воробьев салтакăн. Ăна эпир дувалта тупрăмăр.
– Дувалта? Вĕсемпе пĕрле-и? – тинех куçĕ ирĕке тухрĕ унăн – шуралса хаярланчĕ.
– Ара ĕнтĕ.
– Ку камăн панамки? – терĕ вăл ураланса сĕтел çине ӳпĕнчĕ. – Тĕрĕссине каламасан, нумай шутласа тăмастăп – перетĕп те пăрахатăп. Базан-базан – фомаде?
– Фомаде, фомаде, командор… – какăлтата пуçларĕ Салимджан. – Тĕрĕссине каласан пире яратăр-и? – терĕ вăл офицерсемпе кавар тытнăн пăшăлтатса, тĕп душманĕ илтет-им?
– Хăтланса пăх… – сӳрĕккĕн каласа хучĕ уйрăм пай пуçлăхĕ.
– Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, анчах та эпĕ сире кунта йăлт тĕрĕссине каларăм. Эпир дехкансемех. Анчах та иртнĕ кунсенче çав дувалта чăнласах душмансене куртăмăр. Вĕсем пиллĕкĕнччĕ.
– Тĕплĕнрех… – халиччен чĕнмесĕр ларакан Мазуров подполковник сăмах хушрĕ. – Вĕсемпе шурависем пурччĕ-и?
– Çĕрлеччĕ. Аякран аран çеç курăнать те, çавăнпа та тӳрремĕнех сире калама пултараймастăп: те шурависемехчĕ вĕсем, те тата кам, анчах та душмансем икĕ çынна тыткăна илни куçкĕретех...
– Ăçта тытнă вара вĕсене?
– Çав дувалтан тухрĕç. Тĕплĕнрех калаймастăп.
– Хăш кунĕнче пулса иртрĕ вăл? – Павлов майор сиксех тăчĕ.
Салимджан пӳрнисене хуçса сăва пуçларĕ – мĕскĕн, шут чамине те пĕлмест иккен хăй:
– Як, ду, çи… Çи кун каялла… – виçĕ пӳрнине кăтартрĕ вăл.
Павлов сăнран улшăнса кайрĕ. Полк командирĕ енне çаврăнчĕ те, пыр тĕпне анса кайнă сăмахсене çăла-çăла кăлара пуçларĕ.
– Шăп та лăп… – терĕ вăл. – Эпир вĕсене модульсем айĕнчен хуса кăларнă хыççăн пулать…
– Лăплан, тен, вĕсем те мар-ха, – хушрĕ Мазуров.
– Хăш енчисемччĕ вара çав духĕсем? – юлмарĕ Измайлов.
– Мĕн-мĕн те – ăна вара калаймастăп… Çĕрлеччĕ. Уйăрсах илеймерĕм… Халĕ пире яратăр-и?
– Яратпăр, яратпăр… – душман кăмăлне çемçетсе хушса хучĕ вăл. – Хăвăр хăш кишлакран терĕр-ха?
– Эпĕ каламан...
– Апла кала, итлетĕп.
– Спеч, Чакао ту каççи хыçĕнче… – суйрĕ Салимджан.
– Бай кам унта?
– Джомахон бай, – терĕ куç хупмасăр. – Халĕ яратăр-и вара?
– Ăçта васкатăн?
– Киле. Унта, тусем çинче, пирĕн сурăх кĕтĕвĕ, Саид ывăлăм пĕччен çеç. Темрен-тем сиксе тухасси пур…
– Руслан Ибрагимович, те эсир ăна ĕненмеллипех ĕненсе лартрăр? Ярасшăнах мар пулĕ те? – вĕчĕрхене пуçларĕ Павлов майор, ура çине тăрса душман умне пырса тăчĕ.
– Кĕтӳ кĕтет тетĕн? – терĕ вăл.
– Тĕрĕсех, сурăх кĕтĕвĕ...
– Тыткăна илнĕ шурависем мар-и? – душман çухинчен ярса тытрĕ. – Куçран пăх, эсрел. Санпа калаçаççĕ! Эсир тытнă вĕт вĕсене?
– Камсене? – ухмаха печĕ Салимджан.
– Антон Павлович, йĕркеллĕ пул! – полк командирĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ. – Дежурнăй! – терĕ те Павлов майор çумне пырса тăчĕ. – Лăплан. Халь тин тулхăрнин усси çукрах – унăн аллисене вĕçертмех тиврĕ.
Мĕн тесен те вăрçă çынна улăштарать. Шел, лайăх енне мар. Павлов майор чĕтрекен аллисене кĕсйине чикрĕ те пӳлĕм кĕтессинчи пукан çине вырнаçрĕ. Май пулсан урапа тапса çеç вăркăнтарĕччĕ те çав. Çук, кунта тусем çинче мар. Чăтмах тивет. Шăл çыртса та пулин – чăтмах…
* * *
Паян Çерçи Çимунĕ утар тăрăх çӳресе чăрманас мар терĕ, ир çинчен Мурус Туликĕ патне кĕрсе туй кунĕнче вăхăтлăха вырнаçтарнă вĕллене майлаштарса хучĕ те, çĕнĕ пыл хурчĕсен çемйине канлĕрех пултăр тесе уçса ăш-чикне тирпейлерĕ, çĕнĕ рамăсем хучĕ, вара кил хуçине ăс парса малалла мĕскер тумаллине вĕрентсе хăварнă хыççăн кайма тесе урама тухрĕ.
– Çимун пичче, – илтрĕ вăл Вăкăр çырми енчен велосипедпа хăпаракан тимĕрçĕ Мишшин мăшăрĕн сассине. – Ан васкăр-ха! – тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм рульне мучи енне пăрчĕ те вăрт çеç умне пырса чарăнчĕ. – Çыру сире валли, – терĕ вăл çурăм хыçĕнчи мăн чул пек карăнса тăракан сумкинчен çар пичечĕпе паллă тунă конверта парса. – Улюшран пулас… Саламлатăп… Каласан та ĕненес çук, Çимун пичче, юлашки вăхăтра сирĕн куçăр умне тухма та намăслана пуçларăм.
Çерçи Çимунĕ хĕпĕртесех ӳкрĕ, йăпăрт çеç панă çырăва Нинук аллинчен туртса илчĕ те ним шарламасăр уçрĕ.
– Эсир хăвăр çырмастăр вĕт… Мĕн айăпланмалли пур унта… – савăнса пуплешрĕ мучи.
– Ара, пĕрех аван мар… – терĕ почта Нинукĕ велосипечĕ çине утланса ларнă май.
Хĕрарăмăн юлашки сăмахĕсем Çерçи Çимунĕн хăлхи тĕлне çитеймерĕç, вăл васкаса конверта уçрĕ те хут çине каркаланă йĕркесене тимлерĕ, епле тăрăшсассăн та унта мĕн сунса, мĕн çырнине уйăрса илеймерĕ вăл. Ун пек, кун пек те çавăрса пăхрĕ хут таткине – ăçтан, мĕскер?..
– Çимун пичче, пар хам вуласа парам, – терĕ урама тухса тăнă Люççа. – Улюшран мар пулĕ те?
– Нинук çапла каларĕ те-ха, анчах та, тем, уйăрса илейместĕп – Улюшах çырнă-ши? – чĕтрекен аллинчи хута Мурус Туликĕн мăшăрне тыттарчĕ.
Люççа çырăва илчĕ те пĕр хушă алăра çавăрса тăчĕ. Вара:
– Эй… – терĕ вăл. – Кăранташпа çырнă иккен, çавăнпа вулама йывăр… Итле… – терĕ те çырури йĕркесене шĕкĕлчеме пуçларĕ. – «Хисеплĕрен те хисеплĕ кукаçейĕм! Сывă-и тесе сывлăх сунатăп, лайăх-и тесе алă паратăп! Пĕлместĕп, манăн малтанхи çырусене илнĕ-и эсĕ е çук… Анчах та килтен çыру кĕтсе илеймерĕм…»
– Илеймерĕм çав, ачамккă, илеймерĕм… – терĕ кукашшĕ икĕ аллипе умри туйи çине таянса çырăва тăнланă май.
Люççа малалла вуларĕ.
– «…Вăт, май тупса тепĕр хут çырас терĕм. Эпĕ Афганистанра хĕсметре тăратăп. Тĕрĕссипе каласан, кукаçей, шкулта вĕреннĕ чух – Афганистан мĕнне пĕлмен те, халĕ кунта хамăн тивĕçе пурнăçлатăп. Халăхĕ питĕ тарават, апла пулин те хăвна питĕ сыхă тытмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем вун виççĕмĕш ĕмĕртен тухман та-ха. Эпир вара çирĕммĕшĕнчен кунта килтĕмĕр… Вăт çапла, кукаçей… Киле тĕнче курса таврăнатăп… Маншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Эпир пĕр районтан полкра пурĕ пиллĕкĕн. Виçсĕмĕр пĕр батальонах лекрĕмĕр: Сулейманов Фазыл – Ипрелтен, Уламасов Ветис – Алексеевкăран тата эпĕ. Пурăнма палаткăсенче пурăнатпăр пулин те питĕ лайăх. Уйрăмах каçсенче, кун шăрăхĕ тарса çухалать те салтаксемшĕн рехетлĕ пурнăç тытăнать. Туй туманни çеç – сĕтел тулли кăнтăр сĕткенĕпе пиçсе тулнă апат: апельсин, банан, дыня, арбус, инжир тата ытти те… Хушăран хырăмсем çурăлса кайичченех çиетпĕр... Вăт çапла, кукаçей! Çыру час-часах çырайманшăн ан çиллен. Вăхăчĕ çукрах тата хутсем те тупса илме йывăртарах кунта, мĕн тесен те вун виççĕмĕш ĕмĕр хăй çинчен пĕлме парать... Çавăнпа та ан çиллен. Манпа йăлт йĕркеллĕ. Салампа сирĕн Улюш мăнукăр… Ял-йыша манран пурне те салам!» – Люççа çырăва вулама чарăнса Çерçи Çимунне тыттарчĕ. – Куратăр-и, Çимун пичче, Улюшпа йăлт йĕркеллĕ. Эсир пĕр ахаль пăшăрханатăр…
– Ара ĕнтĕ, ара… – килĕшрĕ хĕрарăмпа мучи. – Епле пăшăрханмăн тет – вăл манăн пĕрре çеç-çке… Юлашки… – терĕ çырăва алăра йăваласа.
– Питĕ лайăх хыпар, Çимун пичче. Кăна паянах Алексеевкăна кайса пĕлтермелле пулать. Вĕсем те çыру илеймесĕр тарăхаççĕ вĕт…
– Паллах, кашни хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн çунать ĕнтĕ... – терĕ те мучи аслă урам енне утмалли вырăнне Вăкăр çырминелле пăрăнчĕ – çĕнĕ хыпар унăн чĕрине çемçетсе ачашларĕ, савăнăç парнелесе шанчăк çуратрĕ.
Пахчасен хыçĕнчи мунчасен çумĕпе иртсе çырмана анчĕ, пĕве çумĕпе иртсе кĕпер çине тухрĕ – Емель тусне ырă хыпар пĕлтерме васкарĕ вăл.
* * *
Шуç чумана аса илтерекен ăшăк арпа çийĕнчен ӳксе юлнă сăран пушмакпа пĕрле таркăн салтаксен ăраскалĕ те тĕпсĕр авăра чăмса ĕмĕрлĕхех куçран çухалчĕ. Вăл чĕпĕсене майăкласа тăп-тăрă тӳпере хусаххăн вĕçекен ăмăрткайăк пек, тăрук, татăлчĕ те арпа ӳречи çине улăхса анаталла вирхĕнчĕ – çăмăллăн, чул муклашки ӳкет-им, саркаланса, рехетленсе тĕпсĕрлĕхе вĕçрĕ. Никам чаракан, чăрмантаракан та пулмарĕ ăна, ирĕке тухнăскер, май пур чух ыр курса юлас терĕ-ши, пĕр-ик хутчен алă сулнăн çаврăнса илчĕ те ĕмĕрлĕхех куçран çухалчĕ. Пĕтрĕ. Пулман та тейĕн.
Хăйне никам та асăрхамарĕ-и тесе Улюш, арпа çинче пусма вырттарнă сурăхсем пек выртаканскер, пуçне йăтса пăхрĕ – йĕркеллех, ашака утма вĕрентсе пыракан кĕреçе сухалсем ним чухламасăр шав пакăлтатаççĕ, ахăлтатса кулса илеççĕ те каллех çĕмрĕк арман пек калтăртатаççĕ – шурависем çинчен манса та кайрĕç-и тен?
(Вĕçĕ пулать.)
1Нис… не фомаде… – Çук... ăнланмарăм...
 
: 1034, Хаçат: 13 (899), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: